Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.25 Педагог - чи хисеппӗ ят (Хресчен сасси)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Вӗренмесӗр пурнӑҫ ҫук тенӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ учитель ӗҫӗ яланах хисеплӗ пулнӑ.

Раҫҫейри тата Чӑваш Енри Вӗрентекен ҫулталӑкне республикӑн кашни районӗнчех чаплӗ лару-тӑрура уҫма тӑрӑшрӗҫ.

Акӑ февраль пуҫламӑшӗнче Патӑрьелти культурӑпа йӑпа центрӗн залне педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, мӗнпур вӗрентӳ учрежденийӗсен делегацийӗсем, ача-пӑча сачӗн ертӳҫисем пухӗнчӗҫ. Чи малтанах ҫакна палӑртса хӑварар: ку тӑрӑхра И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филиалӗ, 7-мӗш професси училищи, ҫавӑн пекех 52 муниципалитет вӗрентӳ учрежденийӗ ӗҫлеҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан кӑнтӑрлахи шкулсенче 5386 ача вӗренет. Ҫамрӑк ӑрӑва анлӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларма тӑрӑшакансен хушшинче хисепе тивӗҫли чылай. Вӗсенчен чи пултаруллисене район пуҫлӑхӗ Н.Глухов тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

ЧПУ президенчӗ Л.Кураков академик та учитепь ӗҫӗӗлне пысӑка хурса хакларӗ. «Вӗрентекенсӗр президент та, академик та, бизнесмен та, тата ытти ҫӗрте вӑй хуракан та   пулма ҫук, унсӑрӑн экономика та аталанаймасть. Ҫавӑнпа та педагог ӗҫне хисеплемелле», - терӗ Лев Пантелеймонович.

Уяв учительсемпе ачасен тата студентсен концерчӗпе вӗҫленчӗ. Чӑваш, вырӑс, тутар юррисем, инсценировкӑсем, фольклор номерӗсем пурне те тыткӑна илчӗҫ. Чӑваш патшалӑх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗн преподавателӗсен туслӑ коллективӗ Станислав тата Верония Толстовсен «Университетя юррине шӑрантарчӗ.

Тепӗр кунне Турхан шкулӗнче кунтан вӗренсе тухнисен тӗл лулӑвӗ иртрӗ. Уявра район пуҫлӑхӗ Н.Глухов,

ЧПУ ректорӗ Л.Кураков академик, Чӑваш патшапӗх университечӗн Патӑрьелӗнчи филиалӗн директорӗ Л.Лялина профессор пулчӗҫ.

Ҫакна та палӑртас килет: паян Чӑваш патшалӑх университетӗнче Турхан шкулӗнче пӗлӳ илнӗ 53 ҫамрӑк вӗренет.

Уява пухӑннисем Алексей Кокель художникӑн музей ҫурчӗпе, спонсорсен шучӗпе тунӗ хоккей лаптӑкӗпе паллашрӗҫ. Ачасемпе, учительсемпе тӗл пулу ирттерчӗҫ.

 

А. Данилов

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика