Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.10 "Илемпи" ачасен чунне сыватать (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Шкул ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ кӑна мар, воспитани памалли ҫурт та пулнине тӑтӑшах палӑртатпӑр. Воспитани - ҫав тери анлӑ ӑнлав. Кунта ҫынра паха енсене тӗпленме витӗм кӳресси те, обществӑра хамӑра тытма вӗрентесси те, несӗлсен культура халалне упраса ӑруран ӑрӑва куҫарма   мехел ҫитересси те кӗрет. Тӑван нацин ӑсхакӑл арчинчи туприне хаклама пӗлекен ҫын вара, иккӗленместӗп, кӑмӑлӗ-талайӗпе те ҫӳллӗ шайра, тӗрлӗ усала чун-чӗри патне ямасть.

Шупашкарти 19-мӗш шкул администрацийӗ, В.Н.Михайлова педагог /чӑваш ача-пӑча музыка фольклорне вӗрентет/ ҫак чӑнлӑха тахҫанах ӑша хывнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ этнокультура воспитанийӗ кунта чылай ҫул каяллах тымар янӑ.

Чӑваш чӗлхин эрни-и, шкулпа район, хула е республика шайӗнчи уяв-и -"Илемпи" ача-пӑча фольклор ансамблӗ кирек ӑҫта та кӗтнӗ хӑна. В.Н.Михайлова пуҫарнипе 18 ҫул каялла йӗркеленнӗскер Чӑваш Енре ят-сум ҫӗнсе илме те ӗлкӗрнӗ. Тӗрлӗ конкурс-фестивальте мала тухса ача-пӑча фольклорӗн тӗслӗх ансамблӗ ятне тивӗҫнӗ.

-   2009   ҫулта   кӗркунне Питӗрте     пултӑм:     "Халӑх йӑла-йӗрке     культурин вӗрентӳ тытӑмӗнчи витӗмӗ" темӑпа    Раҫҫейре    иртнӗ конференцие    хутшӑнтӑм. Унта   "Илемпине"   презентацилерӗм.   Ачасен   пултарулӑхне  чылайӑшӗ   пысӑка хурса хакларӗ.  Ҫавӑн  чухне ушкӑнпа раштав уйӑхӗнче фестивале килме йыхравларӗҫ.     "Йӑла-йӗркене тӑсакансем"   Пӗтӗм  тӗнчери IV фольклор фестивальне   хутшӑнасси   акӑ   ӑҫтан пуҫланчӗ" - савӑнӑҫне пытармасӑр  каласа  кӑтартрӗ нумаях пулмасть Вера Николаевна.

Асӑннӑ фестивальте Раҫҫейри 14 регион, 4 ют ҫӗршыв /Китай, Беларуҫ, Украина, Словени/ чиккисем урлӑ каҫнӑ 46 коллектив хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. 5 ҫулти ачаран тытӑнса 70-е ҫитнӗ ватӑсем таранах хутшӑннӑ унта. Чӑваш Енри "Илемпи" ача-пӑча фольклор ансамблӗ "Фольклор студийӗ" номинацире ҫӗнтернӗ. Акӑ мӗншӗн хӗпӗртетмӗн ушкӑн  ертӳҫи.

-  Фестиваль хыҫҫӑн Ленинград    облаҫӗн     Киров районӗнче   Молодцово   поселокӗнче    вырнаҫнӑ    ача ҫуртне ҫитсе куртӑмӑр. Ашшӗ-амӑшӗн хӳтлӗхӗсӗр юлнӑскерсене концертпа савӑнтартӑмӑр. Ун чухне Ҫӗнӗ ҫул ҫывхаратчӗ. Шупашкара таврӑнсан "Шӑккалат ҫурт" акцие хутшӑнса Ленинград облаҫӗнчи ҫамрӑк тусӑмӑрсем валли пылак парне пухма пуҫӑнтӑмӑр. Шӑккалатсене почтӑпа ача ҫуртне ярса патӑмӑр, -терӗ  В.Михайлова.

- "Илемпие" ҫурекен ачасем ӑслӑлӑх ӗҫӗнчен те айккине пӑрӑнмаҫҫӗ. В.Михайлова ертсе пынипе 5-мӗш класра вӗренекен Никита Козлов, тӗслӗхрен, "Пултарулӑх - чун сыватӑвӗ" ӗҫ ҫырнӑ, 2009 ҫулта регионсен хушшинче иртнӗ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ачасем Сурхури,   Ҫӑварни,   чӑваш халӑхӗн   ытти   уявне   тӗпчеҫҫӗ.

"Сирӗн ӗҫе асӑрхаҫҫӗ-и?" - тесе ыйтни пултаруллӑ вӗрентекеншӗн ытлашши пулӗччӗ ахӑр. Асӑрханине ҫирӗплетекен тепӗр тӗслӗх. "Пултаруллӑ ачасем - Раҫҫей пуласлӑхӗ" энциклопедие уҫса пӑхӑр ҫеҫ. Унта "Илемпи" йышӗнчи виҫӗ ачан хушаматне курӑпӑр: вӗсем - Настя Косырева, Владимир Кузьмин, Евгений Меркурьев. Ҫакӑнтах вӗсен чӗринче вутхӗм чӗртнӗ ӑста педагогӑн ячӗ те: "В.Н.Михайлова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ   ӗҫченӗ".

Ирина ПУШКИНА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика