Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.12 Валентина Матвиенкăна тĕслĕх вырăнне хуракан директор (Çамрăксен хаçачĕ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Патăрьел районĕнчи Алманчă вăтам шкулĕн директорĕшĕн Марианна Горбуновăшăн Санкт-Петербург кĕпĕрнаттăрĕ Валентина Матвиенко тĕслĕх вырăнĕнче. Ун шухăшĕпе, хĕрарăмпа арçын ĕçне пайламалла мар. Чун хавалĕпе тăрăшса вăй хуракан тата ĕç-пуçа йĕркелеме пĕлекен çеç ертÿçĕ пулаять. Тĕрĕссипе, Марианна Александровна мана илемлĕ литературăри урхамаха чарма, хĕмленсе çунакан вута кĕме хатĕр сăнара çывăх пек туйăнчĕ. /Директор шăпине пÿрнĕ йывăрлăхсене шута илсен çавнашкал кăна пĕтĕмлетÿ тумăн!/ Çил-тăвăл алхасса пĕр каçра - 2009 çулхи Мăнкунра - шкул тăррине сирсе антарни мĕне тăрать. Çавăн чухне хурлăхлă хыпарпа историе кĕрсе юлнă Алманчăсем.

- Кам пире чăннипех пулăшма пултарни, нимĕнле вăй-хала, нухрата хĕрхенменни çийĕнчех сисĕнчĕ. Тăван шкулта ĕçленĕ хушăра асра юлнă саманта аса илме хушсан çак лару-тăрăва асăнăттăм. Шкул ачисем, ял-йыш кар! тăчĕç, кам мĕн пултараять - вăй çитнĕ таран тăрмашрĕ, ял тăрăхĕн ертÿçи самай пулăшрĕ. Ачасене тăватă кун маларах каникула ярса 1-4 классем валли ача-пăча садĕнче, 5-11-мĕшсене Красномайскинче пÿлĕмсем хатĕрлерĕмĕр, - терĕ Марианна Александровна.

Кам пулма ĕмĕтленнĕ-ха маттур çак хĕр? Алманчăра çуралса ÿснĕ Марианна Горбунова тăван шкулта 8-9-мĕш классенче ăс пухнă чухне милиционера вĕренме каясси пирки çирĕп шухăш тытнă. Анчах ашшĕпе амăшĕ юратнă хĕрне ку енĕпе пĕлÿ пухма яман, çирĕппĕн “çук” тенĕ. Марианнăн çунатлă ĕмĕчĕ çавăн чухне татăлнă, çывăх çыннисем хута кĕменшĕн чунран пăшăрханнă вăл. Чĕмпĕре документсем леçме кайсан хăш факультетра вĕренесси пирки пуçне ытлашши ыраттарман, чун туртман çĕре пур пĕрех мар-и? “Мĕн кĕтет - çавă пулать”, - тенĕ. Физикăпа математикăна лайăх пĕлекен хĕр политехника университетне кайма шухăшланă. Анчах кунĕпе черетре тăрса ăшталаннăскер юлашкинчен чăтăмне çухатнă та педуниверситета кайнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса студент шутне кĕнĕ. “Çавăн чухне çынпа мар, техникăпа ĕçлеме чылай çăмăлраххине ăнлантăм”, - тет шкул директорĕ.

Алла диплом илнĕ çамрăк педагог тÿрех ĕçе кÿлĕннĕ. Алманчăри вăтам шкулта 12 çул ачасемпе физикăри пĕлĕвне пайланă. Тивĕçĕсене лайăх пурнăçланăран ăна виçĕ çул каялла директорта вăй хума шаннă. 22 педагог тăрăшса ĕçлекен, 168 ача ăс пухакан шкула ертсе пыма çăмăл мар. Педагогика ăсталăхне çулсерен туптакан вĕрентекенпе тĕслĕх учитель пирки сăмах пуçартăм: “Ачасене вĕрентес ĕçе чун-чĕререн парăннă çынсем пур-и?” тата “Самана улшăнăвне шута илсе çыннăн мĕнлерех енсем малта пулмалла?”

- Хăть те хăш профессире те ятлă-сумлă, тĕслĕх илме тивĕçлĕ çынсем пур. Вĕрентÿ тытăмĕнче те çаплах. Çак ĕçпе пурнăçа çыхăнтарнă пулсан чи малтан ачасене юратма пĕлмелле. Вĕсем питĕ сисĕмлĕ, суяна тÿрех уйăраççĕ, шанма пăрахаççĕ. Çав çыхăну çук тăк вĕрентнин усси те çук - вăхăта сая яни кăна. Тепĕр самант пур: ачасем учитель çи-пуçне питĕ сăнаççĕ, çавăнпа ĕçе тирпейлĕ тумланни, хамăра сăпайлă, килĕшÿллĕ тытни пире çÿллĕрех шая çĕклет. Ачасемпе тачă çыхăну тытмалла, вĕсемпе хуйха-суйха пайламалла. Аслă шкулта илнĕ пĕлÿпе çырлахни çителĕксĕр, интернетпа туслашмалла. Унти çĕнĕлĕхсемпе усă курса уроксене кăсăклăрах ирттермелле, тавра курăма аталантармалла. Шкулти кашни вĕрентекенĕнех килте ноутбук е компьютер пур. Пушă вăхăтра, канмалли кунсенче презентацисем хатĕрлетпĕр те уроксенче усă куратпăр. Педагогсен 60 проценчĕ интернет кĕртнĕ. Сайтсенчи çĕнĕ информаципе паллашатпăр та пĕр-пĕрне систерме васкатпăр. Вĕрентекен ĕçне, шкул шайне ачасем ăмăртусенче кăтартаççĕ. Аллăмри хулăн портфолио эпир япăх мар ĕçленине çирĕплетет пулĕ, - терĕ вăл.

Алманчăри вăтам шкул вĕренекенĕсем олимпиадăсене хастар хутшăннине тÿрех асăрхарăм: çÿлексем çине вырнаçтарнă кубоксем спорт пурнăçĕ вĕресе тăни пирки систерчĕç. Çитĕнÿсемпе Марианна Александровна хăй паллаштарчĕ:

- Ĕçтешĕмсене яланах çапла калатăп: эпир кунта хăть те мĕнле ылтăн çынсем пулсан та хамăра район, республика шайĕнче кăтартаймастпăр тăк - тăрăшни харама каять. Нумай чухне пире сăпайлăх, хамăр вăя шанманни пĕтерет çав. Çавăнпа юлашки виçĕ çул тĕллевлĕ ĕçлерĕмĕр, çимĕçĕ те курăнать. Çулсерен тĕрлĕ предмет олимпиадинче 12-15-шер ача малти вырăнсене йышăнать. Пултаруллă, маттур хĕрсемпе каччăсем пур, хăшĕ-пĕри 7-8 олимпиадăра палăрма ĕлкĕрет. Акă Нина Фоминана илер: акăлчан, вырăс чĕлхисене, обществăпа правăна, технологипе математикăна, экономикăна хĕвел çаврăнăш пек шĕкĕлчет.

Нарăсăн пĕрремĕш эрнинче ытти çулта шкултан тухса кайнисем хăнана килеççĕ. Вĕсем ППЭне еплерех хатĕрленни пирки, шкулти пĕлÿ вĕсене малашлăхра пулăшса пыни çинчен калаççĕ. Парта хушшинчи шăпăрлансене аслă шкулсемпе, унти йĕркепе паллаштараççĕ.

Нарăсăн 23-мĕшĕнче волейбол ăмăртăвне ирттересси йăлара. Тен, çавăнпа ку енĕпе пире çитекенни çук. Юлашки 5 çулта эпир районта - пĕрремĕш. Баскетбол енĕпе, сĕтелçи теннис вăййипе те лайăх çитĕнÿсем. Çăмăл атлетика секцийĕ çулталăк çурă кăна ĕçлет пулин те ачасем унта хаваспах çÿреççĕ. Сăмах май, пĕлтĕр икĕ каччăна - Александр Мышовпа Эдуард Карсакова Олимп резервĕсен Шупашкарти училищине вĕренме илчĕç. Спартакиадăра мала тухнисĕр пуçне Алманчă спортсменĕсене районăн пĕрлештернĕ командине чĕнчĕç. Ачасем çине пăхса эпир те çĕнĕ шухăшпа çунатлантăмăр: халĕ кашни кĕçнерни кун каçхи ултă сехетре волейбол секцине çÿретпĕр.

- Марианна Александровна, кăçал Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитет. Мĕнле мероприятисем йĕркелеме палăртнă?

- Çĕнтерÿ парачĕ вĕренекенсен кăмăлне каять. Çар тумне тăхăнаççĕ те хăйсене Тăван çĕршыва хÿтĕлекен салтаксем пекех туяççĕ. Ветерансене сума сăваççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ. Шел, вĕсен йышĕ пĕчĕкленсе пырать. Паянхи кун тĕлне иккĕн кăна - Юрий Куцыпинпа Аркадий Петров - пурăнаççĕ. Ветерансемпе ятарлă тĕл пулу ирттерекенччĕ. Вăрçă хирĕнче çапăçнă паттăрсен каласа памалли чылай-çке.

- “Хальхи ачасем усал, итлемеççĕ”, - тенине час-часах илтме тÿр килет. Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и?

- Çапла, хальхи ачасемпе пĕр чĕлхе тупма çăмăл мар. Анчах вĕсем усал мар, калаçу мелне тупма çеç пĕлмелле. Вĕсене кăсăклантарсан çумран хăпма та пĕлмеççĕ. Ăс-тăн шайне ÿстермелле, пĕр вырăнта тăнипе ĕç тухмасть. Вĕрентекен: “Мĕн вăл конвергенци технологийĕ, калăр-ха?” - тейичченех ачан ку ыйтăвăн хуравне пĕлмелле. Психологи мелĕсене пĕлмелли пирки каламастăп та.

- Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр?

- Кун шкулта иртет. Документсемпе нумай ĕçлемелле, çавăнпа пушă вăхăт çукпа пĕрех. Компьютер умĕнче ларнисĕр пуçне спортзалра сывлăха çирĕплететĕп. Отпускра вăрманта шăплăхпа, çут çанталăк илемĕпе киленетĕп. Тăвансемпе çырлана, кăмпана çÿретĕп.

- Ĕçтешĕрсене Вĕрентекен çулталăкĕнче мĕн сунатăр?

- Чи хакли - сывлăх. Конкурссенче хăйсене тĕрĕслесе пултарулăхне кăтартчăр. Ачасем вĕсен тата шкул ятне çĕклеччĕр.

Регина КУБАЙКИНА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика