Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.02.09 Кашни вĕренекене хаклама пĕлмелле (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
  Алина Лукиянова

 Республика Президенчĕ Николай Федоров Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен вĕрентÿ ертÿçисен пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ канашлăвĕнче калани аса килет. “Паллах, шкулăн çынсен ресурсĕн пахалăхĕшĕн ытти кирек мĕнле социаллă институтран та яваплăрах пулмалла. Шăпах çак тапхăрта пулас професси ăнăçăвĕшĕн, кăмăл-сипет çитĕнĕвĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, обществăра тивĕçлĕ вырăн йышăнма, телейлĕ пулма кирлĕ ăнтăлупа пултарулăх аталанаççĕ. Тĕрĕссипе, шкулта пулнă кашни сехет ачана çакăн патне илсе пымалла”, - терĕ вăл. Шкулсенчен чылайăшĕнче ку тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ачасене паха пĕлÿ парас ыйтусемпе пĕрлех вĕсен шухăшлавне, чун туртăмне аталантарасси те пысăк вырăн йышăнмаллине ăнланман вĕрентекен çук пек туйăнать.

Çапах та хăшĕ-пĕри тахçантанпах хăнăхнă йĕркепех пурăнать-ха, çĕнĕлĕхсене асăрхасан та алла илме васкамасть. Уроксем хыççăнах килне каять - унăн ĕç кунĕ вĕçленнĕ те. Шел, ун пек учительсем самана таппинчен юлнине, çавна май профессири çул-йĕрне хăйсемех пÿлсе пынине туймаççĕ пулас. Раççей вĕрентÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко ахальтен мар малашне япăх вĕрентекен валли шкулта вырăн пулмĕ тесех çирĕплетрĕ. Пĕлĕве, тавра курăма ÿстерсе пыракан, пуçаруллă чăн-чăн профессионалсене вара малалла аталанма, ăсталăхĕпе туллин усă курма патшалăх пулăшса пырать. Чи малтанах грантсене асăнмалла. Вĕрентÿ лидерĕсене Раççей, Чăваш Ен президенчĕсен премийĕсене параççĕ. Ĕçри паха кăтартусемшĕн шалу çумне хавхалантару укçи хушса тÿлеççĕ. Кăçал, Вĕрентекен çулталăкĕнче, тата ытларах пулăшма палăртнă. Квалификацие ÿстерме, республика тулашĕнчи сумлă вĕрентÿ учрежденийĕсен, паллă учительсен опычĕпе паллашма май ытларах пулĕ. Çак мелсемпе мĕнле усă курасси, тĕпрен илсен, шкулти педагогика коллективĕнчен, çав шутра кашни вĕрентекенрен хăйĕнчен килет.

Акă Çĕрпÿри 2-мĕш вăтам шкулта ачасене тарăн пĕлÿ илме мĕн кирли йăлтах пур: çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, учебниксем... Чи пахи вара - кунта çирĕм пĕрремĕш ĕмĕр ыйтăвĕсене тивĕçтерекен учительсем ĕçлени. “Шкул ачасене чунран юратни çинче никĕсленет. Унсăрăн вăл чăн-чăн шкул та мар. Эпир кашни вĕренекене хăтлă, канлĕ, савăнăçлă, кăсăклă пултăр, кашнине ÿсĕмĕсем мĕнлине шута илмесĕр, вăл пурришĕн кăна та, юратчăр, хичеплеччĕр, хаклаччăр тесе тăрăшатпăр”, - палăртаççĕ вĕсем. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет шайĕ тĕрлĕ ачапа туллин ĕçлеме пулăшакан çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсем шыраççĕ. Пĕрисен вĕренÿре, ку е вăл предметпа, ăнса пырать, теприсен пултарулăх ĕçĕнче май килет. Вĕсен çак енĕсене туйма-курма кăна пĕлмелле. Çавăнпа педагогсем кашни ачан чунне “уçма” тăрăшаççĕ. Шкулти хушма вĕрентÿ тытăмĕнче кашни ача хăйне кăсăклантаракан ĕç суйласа илме пултарать: тĕслĕхрен, вĕренÿ предмечĕсемпе пĕлĕве ÿстерме е тĕрлĕ кружок-секцире, клубра ăсталăх пухма, вăй-хала çирĕплетме...

Тĕслĕхе пĕр шкул кăна илсе кăтартрăм. Республикăра ун пекки вун-вун шкул. Кашниех вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче хăйне евĕр опыт пухнă. Вĕсенчен вĕренмелли чылай, ку тĕлĕшпе май та ытларах пулĕ. Сăмахран, кăçал ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерстви педагогсен професси ăсталăхне ÿстермелли ятарлă мероприятисен анлă планне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн чи лайăх педагогсем ăсталăх урокĕсем ирттереççĕ. Малтанхи уроксемпе Вĕрентекен çулталăкне официаллă йĕркепе уçнă кун интернет урлă республикăри чылай шкулта паллашма пултарчĕç. Учителĕн професси ăсталăхĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă семинарсем, конкурссем, “çавра сĕтелсем”, новатор педагогсен форумĕ, куравсем тата ытти мероприяти палăртнă. Паллах, кашни районта, ял, хула шкулĕнче ачасене пĕлÿ, воспитани парас тĕлĕшпе çĕнĕ, курăмлă утăмсем тăвасси иккĕлентермест. Вĕрентÿ çулталăкĕнче ку уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев Федераци Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртнă: “Шкулта вĕренме илĕртÿллĕ, кăсăклă пулни пирĕн пата ăнăçупа таврăнĕ. Вăл вĕрентÿ центрĕ кăна мар, ачана хăй тĕллĕн аталанма, пултарулăхпа спорт занятийĕсенче ăсталăха ÿстерме май паракан центр пулни пĕлтерĕшлĕ”. Тăван шкул çакăн пек тĕрлĕ енлĕ центр пулса тăтăр тесен, паллах, кашни вĕрентекен пĕрле вăй хуни кирлĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçлесен тăрăшни сая каймасть.

 

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика