Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2010.01.12 "Хыпар", "Çамрăксен хаçачĕ" - пĕрремĕш

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикин тата архив ӗҫӗн министерстви пичет тата электрон информаци хатӗрӗсен хушшинче Ҫамрӑксен ҫулталӑкне халалласа ирттернӗ республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Сӗннӗ 44 ӗҫе тӗплӗ тишкернӗ хыҫҫӑн мала тухнисене палӑртнӑ. "Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫамрӑксен ҫулталӑкне чи лайӑх ҫутатнӑ республикӑри пичет кӑларӑме" номинацире "Хыпар" Издательство ҫурчӗ" патшалӑх унитари предприятийӗ кӑларакан "Ҫамрӑксен хаҫачӗ" ҫӗнтернӗ. "Районкӑсенчен" - "Вперед" (Ҫӗмӗрле) тата "Ҫӗнтерӳ ялавӗ" (Муркаш) хаҫатсем.

Ҫак темӑна тӗплӗ ҫутатнӑ журналистсенчен Надежда Яковлевӑпа ("Тантӑш") Анастасия Березина ("Грани", Ҫӗнӗ Шупашкар), Людмила Максимовӑпа ("Шупашкар-ТВ") Екатерина Скворцова ("Чӑваш Ен" телерадиокомпани) мала тухнӑ. Ытти номинацире - "ЮТВ видеокомпани" тата "Чӑваш Ен наци радио" автономи учрежденийӗ.

Ю.ЛИСТОПАД.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика