Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.26 "Чăваш хĕрарăмĕ", Хевтесĕр ачасен уявĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Тӗрлӗ сӑлтава пула сусӑрланнӑ ачасем пурнӑҫӑн кашни саманчӗпе савӑнма пӗлеҫҫӗ, Ҫӗнӗ ҫула та пысӑк хавхаланупа кӗтеҫҫӗ. Вӗсене пулӑшни, социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерни чӑннипех сӑваплӑ. Сусӑр ача халӑх хушшинче хӑйне хӑтлӑ туять тӗк - пирӗн чунра та лӑпкӑ.

Ҫакна шута илсе "Хевтесӗр ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗ" РПУра стационарти шӑпӑрлансем валли "Хӗл Мучи историйӗ" уяв йӗркелерӗҫ. Тӗрлӗ юмахран хӑнана килнӗ сӑнарсемпе алла-аллӑн тытӑн-са пӗчӗк пациентсем пин-пин йӑмӑх ҫутӑпа ялтӑртатакан капӑр чӑрӑш тавра ҫаврӑнчӗҫ,

юрласа та ташласа, савӑк вӑйӑ выляса хӑйсен ашшӗ-амӑшне ачалӑха тавӑрчӗҫ. Кунта сипленекен Вера Кирилловӑпа Эдуард Степанов кӳмӗпе ташлани кашнинех тӗлӗнтерчӗ. Вӗсен "вӗҫевӗ" - вӑйлӑ аллисемпе реабилитаци хатӗрне кӗвӗ ҫеммипе пӗр килмелле чуптарса куҫарни - куракансене хӑпартлантарчӗ.

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Павел Семенов ачасене пылак парнесемпе хавхалантарчӗ, Ҫӗнӗ ҫула ҫутӑ ӗмӗтпе кӗтсе илме сунчӗ: "Сывалас шанчӑк ан сӳнтӗр, Тигр ҫулӗ ҫӗнӗ вӑй-хӑват, ӑнӑҫу та ҫитӗнӳ кӳтӗр", -терӗ.

Л.МАКАРОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика