Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.26 "Чăваш хĕрарăмĕ", Çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетрĕç

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Иртнӗ эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем, общество пӗрлешӗвӗн лидерӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем, республикӑри яшсемпе, хӗрсемпе ӗҫлекен специалистсем Ҫамрӑксен ҫулталӑкне пӗтӗмлетме "ҫавра сӗтеле" пуҫтарӑннине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Канашлура пухӑннисем хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ, ҫитес ҫул тумалли ӗҫсене палӑртрӗҫ.

2009 ҫулта ҫамрӑксем тӑрӑшса вӑй хуни куҫ кӗрет. Республикӑри, ҫӗршыври тӗрлӗ конкурсра, олимпиадӑра ҫӗнтернӗ 59 каччӑпа хӗр Раҫҫей Президенчӗн премине тивӗҫнӗ. Ҫулсерен "Зарницӑпа" "Орленок" вӑййисенче 5 пин шкул ачи тупӑшать. "Сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акцие кӑҫал 140 пин, "Селигер" форума 270 пин хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм хутшӑннӑ. Ку республикӑри ҫамрӑксен 75 проценчӗ общество пурнӑҫне явӑҫнине палӑртать. Ҫамрӑк ҫемьесен пурӑнмалли кӗтес ыйтӑвне татса парассишӗн те чылай тӑрӑшнӑ. Ялта пурӑнакан, агропромышленноҫ тытӑмӗнче вӑй хуракан 170 ҫамрӑк специалиста патшалӑх пулӑшу панӑ. Ҫавӑн пекех Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫамрӑк ҫемьесем валли консультаци центрӗсем ӗҫлеме пуҫлани вырӑнлӑ, кирлӗ пуҫару пулнине палӑртса хӑвармалла. Волонтерсен организацийӗсен ӗҫӗ те курӑмлӑ. Константин Субботин Раҫҫейри чи лайӑх волонтерсен ушкӑнне кӗни - пысӑк чыс.

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн керменӗнче Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ вӗҫленнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан килнӗ пултаруллӑ хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм хутшӑнчӗ. Вӗсене ЧР вӗрентӳ министрӗ Галина Чернова саламларӗ, Чӑваш Ен Президенчӗн Николай Федоровӑн ятӗнчен хастар ҫамрӑксене ҫулталӑкра тунӑ ҫитӗну-семшӗн тав турӗ. "Республика ертӳҫин ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӗн хӑш-пӗр саманчӗ ҫамрӑксемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑн-па хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме ума лартнӑ тӗллевсем патне ҫирӗппӗн утма чӗнетӗп. Пирӗн пуласлӑх -сирӗн алӑра. Ҫӗршыв малашлӑхӗшӗн кашнинех тӑрӑшмалла. Ҫитес ҫул Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те - Вӗрентекен ҫулталӑкӗ. Учитель кашнин пурнӑҫӗнчех пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ҫавӑн-па вӗсене ҫакнашкал чыс туни вырӑнлӑ", - терӗ министр, ЧР ҫамрӑксен ӗҫ биржин ертӳҫине Юлия Алановӑна "РФ ҫамрӑксен политикин тытӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ" паллӑпа чысларӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри чи пултаруллӑ ҫамрӑксене, "Чи лайӑх класс ертӳҫи - 2009" конкурс ҫӗнтеруҫине Татьяна Николаевӑна, ЧР ШӗМ ӗҫченӗсен "Чи лайӑх профессионал" конкурсӗнче мала тухнӑ Владимир Ботина, республикӑри сусӑр ачасен хушшинче иртнӗ X фестивальте палӑрнӑ Иван Пакина, ӑслӑлӑх-техника пултарулӑхӗн конкурсӗнче 1-мӗш вырӑна тухнӑ Евгений Долгова Диплом пачӗ. Галина Петровна пур ҫамрӑка та ҫӗнтерӳ патне талпӑнма сӗнчӗ, пурнӑҫри пӗчӗк ҫеҫ ҫитӗну те ҫав тери хавхалантарнине палӑртрӗ.

Канашри 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Николаева республикӑри ҫамрӑксен ятӗнчен ЧР вӗрентӳ министрне ҫулталӑкра тӗрлӗ енлӗ мероприятисем йӗркеленӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Ҫитес ҫул Вӗрентекен ҫулталӑкӗ пулнӑ май вӑл Галина Петровнӑна хрусталь пеликан /учитель ҫулталӑкӗн палли/ парнелерӗ, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме шантарчӗ.

Куракансем илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе киленчӗҫ, Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ видеоролике курса хакларӗҫ. Сцена ҫинче Раҫҫейри "Студентсен ҫуркунни - 2009" конкурс ҫӗнтерӳҫисем, "Цунами" ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт клубне ҫӳрекенсем тата Шупашкарти ытти пултарулӑх ушкӑнӗ пулчӗҫ.

Любовь ЗУБОВА.

 

Ҫӗнӗ ҫул умӗн Ҫамрӑксен ҫулталӑкне ҫӗршыв шайӗпе те пӗтӗмлетнӗ. 20 пин ытла яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ Мускавра «Олимпийский» спорт комплексне пухӑннӑ. Кӑҫалхи форумра чи пултаруллӑ, маттур, хастар ҫамрӑксене «Талпӑну» премипе чысланӑ, чи лайӑх проектсен куравне йӗркеленӗ. Форума ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен пуҫтарӑннӑ ҫамрӑксене Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗпе саламланӑ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ асӗнче яланлӑха юлнӑ чи хумхануллӑ самант, паллах, Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев хӑй те форума хутшӑнни, ҫамрӑксене малашлӑхра ырӑ сунса саламлани.

Палӑртрӑмӑр ӗнтӗ: уява ҫӗршывӑн пур регионӗнчен те тенӗ пек хутшӑннӑ. Мускаври аслӑ шкулсенче ӑс пухакан чӑваш ҫамрӑкӗсемшӗн вара тепӗр самант та уйрӑмах хум-хануллӑ пулнине асӑнчӗҫ. «Зал-ра чӑваш символӗллӗ темиҫе ялав та вӗлкӗшрӗ, - терӗҫ вӗсем. - Ҫакӑ пире уйрӑмах килӗшрӗ!» Чӑваш саламне Раҫҫей ҫамрӑкӗсем патне вара республикӑран 150 яхӑн яш-кӗрӗм илсе ҫитернӗ. Вӗсен хушшинче  ҫӗршывӗпех  чапа тухнӑ Сергей Ломов та пулнӑ. Каччӑ И.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн физкультура воспитанийӗн факультетӗнче ӑс пухать. Вӑл ытти ҫамрӑксемпе пӗрле кӑҫал ҫурҫӗр полюсне ҫити йӗлтӗрпе чупнӑччӗ, унта Раҫҫей, Чӑваш Ен, Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗн ялавне лартса хӑварнӑ. -Форумра «ПроТур» номинацире шӑпах туристсен «Ҫичӗ хастар» ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ.

Дмитрий Медведев яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ вӗҫленнине пӑхмасӑрах 2009 ҫулта старт илнӗ проектсене малалла та тӑсма чӗнсе каланӑ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика