Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.25 "Çамрăксен хаçачĕ", Амăшĕн телейĕ ачасенче

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

ВИҪПРТ Шӑмӑршӑ пултаруллӑ хӗр-упраҫпа, яш-кӗрӗмпе пуян. Вулакансем ҫак яла чӑваш халӑх писателӗн Илпек Микулайӗн, Владимир Бараев поэтӑн, СССР халӑх артисчӗн Ваперий Яковлевӑн, Светлана Кузьмина юрӑҫӑн тӑван тӑрӑхӗ пек пӗлеҫҫӗ.

Ҫак ялтах Ирина Поспелова ҫуралса уснӗ. Ытла та ир амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑскере ачаранах хура-шур курса ҫитӗнме тивнӗ. Мӗн пӗчӗкренех вӑл ӗҫе хӑнӑхнӑ. Вӑй ҫитнӗ таран ашшӗне пулӑшнӑ, пиччӗшӗн канашӗсене ӑша хывнӑ. Нарспи евӗр хӳхӗм Ирина мӗн хушнине вӑхӑтра пурнӑҫланӑ, шкулта лайӑх_паллӑсемпе вӗреннӗ. Юлташӗсем унӑн ваша-ватлӑхӗнчен, ырӑ кӑмӑлӗнчен халӗ те тӗлӗнеҫҫӗ. Шкултан вӗренсе тухсан Виҫпурт Шӑмӑршӑ хӗрӗ ҫӗвӗҫӗ профессине алла илме шухӑш тытнӑ. Ирина пӗчӗк чухнех алсишчӑлха ҫыхма вӗреннӗ, пушӑ вӑхӑтра тӗрлеме кӑмӑлланӑ. Унӑн ылтӑн аллинчен тантӑшӗсем те, вӗрентекенсем те тӗлӗннӗ. Нуша курса ӳснӗскер темӗнле йывӑр пулсан та пуҫа усман.

Сапӑр та вӑтанчӑк пикене каччӑсем сӑнанӑ. Тури Чаткас каччи Саша Ефимов хӗр чӗри патне ҫул хывма пултарнӑ. Пӗр-пӗрне чунран саваканскерсем ҫемье чӑмӑртанӑ. Чуткасра туй кӗрленине чылайччен асра тытрӗ ял-йыш. Савакан чӗресемшӗн ҫак кун чи телейли пулчӗ ахӑр. Нина аппа кинне хӑйӗн хӗрӗ пекех йышӑнать. Ирина хунямӑшӗпе хӑвӑртах пӗр чӗлхе тупнӑ. Ҫапла килӗштерсе пурӑнать Ефимовсен ҫемйи. Иринӑпа Александр хуҫалӑхра вӑй хураҫҫӗ. Хуйха-суйха пӗрле пайлаҫҫӗ, уявсенче килйышпа савӑнаҫҫӗ. Пурнӑҫра пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулин те ҫемйине ҫӗнӗ кайӑк хушӑнманни ҫамрӑксен кӑмӑлне хуҫнӑ. Ирина мӑшӑрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пӗр шӑпӑрлана усрава илме шут тытнӑ. Часах Ефимовсен  килӗнче ача сасси

илтӗннӗ. Пӗр уйӑхри Янӑна тӑван тӗпренчӗкӗ пекех юратса ӳстереҫҫӗ вӗсем. Халӗ ҫак хӗр икӗ ҫул ҫурӑра. "Анне, аннеҫӗм, -чӗнет вӑл Иринӑна, унран хӑпма пӗлмест. Ашшӗне кӑмӑллать, асламӑшӗн юмахӗсене итлеме юратать. Ав мӗн тери пысӑк савӑнӑҫ парнелерӗ пӗчӗк чун Ефимовсене!

Нумаях пулмасть тепӗр ырӑ хыпар илтрӗм. Иринӑпа мӑшӑрӗ 2 ҫулти Данӑпа 4 ҫулти Максима опекӑна илнӗ. Чӑннипех те пархатарлӑ ӗҫ тунӑ вӗсем. Хӑшӗ-пӗри ҫемьери пӗр тӗпренчӗкне те пӑхса ӳстереймест, ӗҫкӗпе иртӗхсе ача ҫинчен манать. Юрать, ҫӗр ҫинче ырӑ ҫынсем пур. Пӗр айӑпсӑр чунсене савӑк пурнӑҫ парнелеҫҫӗ. Ача-пӑчана пӑхса ӳстерме ҫӑмӑл мар, ҫапах мӑшӑрӗ хирӗҫ пулманнипе, хунямӑшӗ ӑнланса-пулӑшса пынипе Ирина мӗн пур йывӑрлӑха ҫӗнтерме тӑрӑшать.

Малтанласа Яна пӗр тӑван Данӑпа Максимран ютшӑннӑ. Халӗ вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗринчен уйрӑлмаҫҫӗ. Пӗрле выляҫҫӗ, ача садне ҫӳреҫҫӗ. Канмалли кунсенче вара Ефимовсен ҫурчӗ ача куллипе тулать. Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан Нина аппӑшӗн хӗрӗн ачисем килсен тата та хаваслӑрах.

"Чӑн та, манӑн кинӗм ылтӑн, -тет Нина аппа. - Тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерет, унӑн тӗррисем пӳрте илемлетеҫҫӗ, кил-ҫуртра яланах тирпей-илем хуҫаланать. Ҫамрӑксен унран тӗслӗх илмелли пурах".

Чаткасри Ефимовсем - чи телейлӗ ҫемьесенчен пӗри. "Арҫын - ҫемье тӗрекӗ, хӗрарӑм -кил ӑшши", - теҫҫӗ. Амӑшӗн телейӗ - ачисенче. Ҫакӑн пек ҫирӗп утӑм туни Иринӑна малалла пурӑнма хавхалантарать, ҫемьере шӑкӑл-шӑкӑл калаҫни, ҫумра ачасем пурри ҫӗнӗ ӗмӗттӗллев ҫуратать.

ЭдуардСЕМЕНОВ. Шӑмӑршӑ районӗ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика