Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.25 "Çамрăксен хаçачĕ", ÇАМРĂКСЕН ÇУЛТАЛĂКĔ уявпа ВĔÇЛЕНЧĔ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Иртнĕ эрнере И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, общество пĕрлешĕвĕн лидерĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, республикăри яшсемпе, хĕрсемпе ĕçлекен специалистсем Çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетме “çавра сĕтеле” пуçтарăннине пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Канашлура пухăннисем хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, çитес çул тумалли ĕçсене палăртрĕç.

2009 çулта çамрăксем тăрăшса вăй хуни куç кĕрет. Республикăри, çĕршыври тĕрлĕ конкурсра, олимпиадăра çĕнтернĕ 59 каччăпа хĕр Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ. Çулсерен “Зарницăпа” “Орленок” вăййисенче 5 пин шкул ачи тупăшать. “Сывă пурнăç йĕркишĕн” акцие кăçал 140 пин, “Селигер” форума 270 пин хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хутшăннă. Ку республикăри çамрăксен 75 проценчĕ общество пурнăçне явăçнине палăртать. Çамрăк çемьесен пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса парассишĕн те чылай тăрăшнă. Ялта пурăнакан, агропромышленноç тытăмĕнче вăй хуракан 170 çамрăк специалиста патшалăх пулăшу панă. Çавăн пекех Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта çамрăк çемьесем валли консультаци центрĕсем ĕçлеме пуçлани вырăнлă, кирлĕ пуçару пулнине палăртса хăвармалла. Волонтерсен организацийĕсен ĕçĕ те курăмлă. Константин Субботин Раççейри чи лайăх волонтерсен ушкăнне кĕни - пысăк чыс.

Раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн керменĕнче Çамрăксен çулталăкĕ вĕçленнине халалланă савăнăçлă каç иртрĕ. Унта республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм хутшăнчĕ. Вĕсене ЧР вĕрентÿ министрĕ Галина Чернова саламларĕ, Чăваш Ен Президенчĕн Николай Федоровăн ятĕнчен хастар çамрăксене çулталăкра тунă çитĕнÿсемшĕн тав турĕ. “Республика ертÿçин ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕн хăш-пĕр саманчĕ çамрăксемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме ума лартнă тĕллевсем патне çирĕппĕн утма чĕнетĕп. Пирĕн пуласлăх - сирĕн алăра. Çĕршыв малашлăхĕшĕн кашнинех тăрăшмалла. Çитес çул Раççейре те, Чăваш Енре те - Вĕрентекен çулталăкĕ. Учитель кашнин пурнăçĕнчех пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать, çавăнпа вĕсене çакнашкал чыс туни вырăнлă”, - терĕ министр, ЧР çамрăксен ĕç биржин ертÿçине Юлия Алановăна “РФ çамрăксен политикин тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ” паллăпа чысларĕ. Çавăн пекех республикăри чи пултаруллă çамрăксене, “Чи лайăх класс ертÿçи - 2009” конкурс çĕнтерÿçине Татьяна Николаевăна, ЧР ШĔМ ĕçченĕсен “Чи лайăх профессионал” конкурсĕнче мала тухнă Владимир Ботина, республикăри сусăр ачасен хушшинче иртнĕ X фестивальте палăрнă Иван Пакина, ăслăлăх-техника пултарулăхĕн конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тухнă Евгений Долгова Диплом пачĕ. Галина Петровна пур çамрăка та çĕнтерÿ патне талпăнма сĕнчĕ, пурнăçри пĕчĕк çеç çитĕнÿ те çав тери хавхалантарнине палăртрĕ.

Канашри 3-мĕш шкул вĕрентекенĕ Татьяна Николаева республикăри çамрăксен ятĕнчен ЧР вĕрентÿ министрне çулталăкра тĕрлĕ енлĕ мероприятисем йĕркеленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Çитес çул Вĕрентекен çулталăкĕ пулнă май вăл Галина Петровнăна хрусталь пеликан /учитель çулталăкĕн палли/ парнелерĕ, малашне те тăрăшса ĕçлеме шантарчĕ.

Куракансем илемлĕ юрă-кĕвĕпе киленчĕç, Çамрăксен çулталăкĕпе çыхăннă тĕрлĕ видеоролике курса хакларĕç. Сцена çинче Раççейри “Студентсен çуркунни - 2009” конкурс çĕнтерÿçисем, “Цунами” ача-пăчапа çамрăксен спорт клубне çÿрекенсем тата Шупашкарти ытти пултарулăх ушкăнĕ пулчĕç.

Любовь ЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика