Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.25 "Çамрăксен хаçачĕ", ÇĔНТЕРŸÇĔСЕН ФОРУМĔНЧЕ - ЧĂВАШ ЕН ЯШ-ХĔРĔ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
РАШТАВ уйăхĕн 17-мĕшĕнче Мускавра Раççейри Çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетнĕ. «Олимпийский» спорт комплексĕ 20 пин ытла пултаруллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа йышăннă. Унта Чăваш Енрен 150 яхăн çамрăк хутшăннă. Вĕсем - 2007-2009 çулсенче тĕрлĕ олимпиадăра, пултарулăх конкурсĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшса мала тухнисем. Кăçалхи форумра çамрăксене «Талпăну» преми парассине пуçарнă.

Мероприятие тепĕр çĕнĕлĕх те кĕртнĕ - савăнăçлă церемоние хутшăннă чи хастаррисен проекчĕсенчен, тĕрлĕ тытăма лайăх тишкернĕ тĕпчев ĕçĕсенчен курав йĕркеленĕ. Çамрăксемпе ĕçлекен федераци агентстви форума хутшăнакансен çитĕнĕвĕсем пирки çырма шантарнă. Экспертсен канашĕнче Виталий Мутко, Владимир Жидких, Андрей Болтенко, Ольга Слуцкер, Федор Бондарчук, Михаил Прохоров, Михаил Леонтьев пулнă. «ПроТур» номинацире «Çичĕ хастар» туристсен командине суйланă. Çав ушкăнра И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн физкультура воспитанийĕн факультетĕнче ăсталăхне туптакан Сергей Ломов та пур. Вĕсем ака уйăхĕнче «Барнео» станцине çити йĕлтĕрпе чупнă, куçакан пăрсем тăрăх 110 километр утнă. Çурçĕр полюсĕнче Раççей, Чăваш Ен, Çамрăксен çулталăкĕн ялавĕсене асăнмалăх лартса хăварнă.

Уйрăмах хастар ĕçленĕ, тĕрлĕ конкурсра палăрнă çамрăк журналистсене, артистсене, режиссерсене, ăславçăсене, спортсменсене, предпринимательсене, милици ĕçченĕсене, общество пурнăçĕшĕн ырми-канми тăрăшнисене форумра чысланă. Вĕсен хушшинче çĕршывĕпе паллă ятсем те пур: Евгения Канаева, Зелимхан Яхиханов, Василий Бархатов...

Акă, сăмахран, «Талпăну» премин Гран-прине «Çĕнĕлĕх» номинацире Санкт-Петербург йĕкĕчĕсем Федор Царев, Александр Штучкин, Евгений Южаков илнĕ. Вĕсем “WiMax” коммуникатор шухăшласа кăларнă. Ун пекки тĕнчере урăх çук-мĕн. РФ Президенчĕ çак маттурсене хăй алă тытса саламланă. Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх, Çамрăксен çулталăкĕ вĕçленнине пăхмасăр 2009 çулта старт илнĕ проектсене малалла тăсмалла. Çавăн пекех патшалăх ертÿçи çамрăксене общество пурнăçне хастар хутшăнма чĕннĕ:

- Çамрăксем пирки сăмах пуçарсан аслисем: “Сирĕн пурнăç малашлăхра. Эсир - пирĕн пуласлăх”, - теме хăнăхнă. Анчах манăн: “Сирĕн халĕ йăлтах пур”, - теес килет. Эсир патшалăх аталанăвĕшĕн вăй-хăватăра хĕрхенместĕр, ун малашлăхĕшĕн тăрăшатăр. Тăван çĕршывăмăр чи вăйли, экономика тĕлĕшĕнчен чи аталанни, самана таппипе тан утаканни пултăр! Çак тĕллевсене пурнăçлама çут çанталăк, çĕр пуянлăхĕпе кăна усă курни çителĕксĕр. Политика тытăмне, экономикăна, демократи институтне улăштармалла. Çитменлĕхсем, улшăнусем пирки сирĕн калаçмалла, çĕнĕлĕхсем сĕнмелле. Эсир ыйтнине тивĕçтерме тăрăшăпăр.

Форума çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă çамрăксене юлашкинчен Раççей эстрада çăлтăрĕсем концертпа саламланă. Ăна Пĕрремĕш каналăн пултарулăх ушкăнĕ хатĕрленĕ.

- Дима Билан, Дмитрий Колдун юрăçсем, «Мумий тролль», «Каста», «Звери» ушкăнсем питĕ килĕшрĕç, - тет Наталья Александрова, ЧПУн журналистика факультечĕн 2-мĕш курсĕнче ăс пухаканскер. Мускава кайнăранпа эрне иртнĕ пулин те студентка РФ Президенчĕпе куçа-куçăн тĕл пулнăшăн савăнать. Пĕлĕш-тантăшне, тăван-хурăнташне форум пирки каласа кăтартса тĕлĕнтерет, ăмсантарать. Чăваш Ен каччисемпе хĕрĕсем сцена çумĕнче, vip-вырăнсенче, ларнă. Наташа «Наши» юхăмпа тачă çыхăнса ĕçленĕрен лекнĕ унта. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрпуç ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хăйне кăтартма ĕлкĕрнĕ. Республикăри çамрăк журналистсен конкурсĕнче кăçалхипе виççĕмĕш хут çĕнтернĕ. Çавăн пекех литература анинче те тертленме ĕлкĕрнĕ - 11-мĕш класрах «Белая черăмуха» сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнă, халĕ иккĕмĕш кĕнекине кун çути кăтартма хатĕрленет. Пĕрремĕш курсрах Чăваш радиона çÿреме тытăннă. «Ăраскал» радиокăларăм валли материалсем хатĕрлеме пулăшать вăл, аслисен ăсталăхне тĕпе хурса аталанать. Çамрăксен çулталăкĕнче усăллă, пĕлтерĕшлĕ, кирлĕ ĕçсене, проектсене пурнăçа кĕртекенсен ячĕсене асăнса пĕтереймĕн. Акă “Чăваш Енри çамрăксен хăй ирĕклĕхĕн пĕрлешĕвĕ” общество организацин председателĕн çумĕ Яна Ефимова çулталăк тăршшĕпех çамрăксене волонтерсен юхăмне явăçтарнă, ыр кăмăллăх акцисем ирттернĕ, студентсене юн парас ĕçе хутшăнтарнă. Мускаври шартлама сивĕ те ун кăмăлне хуçман:

- “Олимпийский” спорт комплексне кĕртиччен пире хăрушсăрлăх енĕпе çирĕп тĕрĕслерĕç. Урамра 30 градус сивĕччĕ. Тем тăрăшшĕ черет темиçе сехетрен çеç саланчĕ. Ку тем мар. Эпĕ çак форум çамрăксене пĕр тĕвве пухакан усăллă мероприяти пулнине палăртатăп.

Чăваш Ен делегацийĕн йышĕнче республикăри ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен 6-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем те пулнă. Вĕсен шутĕнче - 2009 çулхи Сурдлимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Андрей Андреев, сусăррисен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвне хутшăннă атлетсем Елена Иванова, Татьяна Сабакаева, Диана Волкова, Александр Николаев, Антон Орлов, Виталий Митрофанов.

Регина КУБАЙКИНА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика