Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.23 "Хресчен сасси", Çĕнĕ ĕмĕт, çĕнĕ çул

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Шутлă кунсем кăна юлчĕç, кĕçех алăкран 2010 çул пырса шаккĕ. Шăмат кун Шупашкарти культурăпа ÿнер институтĕнче Çамрăксен çулталăкĕпе савăнăçлă лару-тăрура сыв пуллашрĕç. Чи пултаруллисемпе маттуррисем пухăннăччĕ çав каç кунта. Раççей çинчен хывнă юрă янранă май зал икĕ енĕпе те тăван çĕршывăмăр, республика ялавĕсем вĕлкĕшни, тĕрлĕ тĕслĕ çутăсен вылявĕ, яшсемпе хĕрсенче вăй-хăват тапса тăни уяв каçне илемлĕ сăн парнелесе паянхи çамрăксенче чăннипех те çĕнĕ вăй, пуласлăх, ăнтăлу пуррине тепĕр хут ĕнентерчĕ.

- Сывă пул, Çамрăксен çулталăкĕ! Ырă сунса кĕтетпĕр, Учитель çулталăкĕ! - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова. ЧР Правительстви, Н.Федоров президент ячĕпе 2009 çулта республикăра хăйсен ĕçĕсемпе палăрнă хĕр упраçпа яш-кĕрĕме саламларĕ.

Кăçалтан çĕнĕ награда туса хунă. Республикăра çамрăксене ĕçпе тивĕçтерекен биржăн директорĕ Ю.В.Аланова шăпах «Чăваш Республикинчи çамрăксен политикин сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ те. РФ Президенчĕн премине илнĕ яшсемпе хĕрсем те йышлăн - пĕтĕмпе 59-ăн. Канашри 3-мĕш шкулти вĕрентекен Т.В.Николаева, «Чи лайăх класс ертÿçи» ята тивĕçнĕскер, сцена çине ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тухрĕ. Вальс кĕввипе çăмăллăн çаврăна-çаврăна ташлакан мăшăрсем «ашшĕ-амăшĕ тата ачасем» шурă акăшсене аса илтерчĕç. Акă мĕнлерех пулмалла чăн-чăн класс ертÿçин! Ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшне явăçтарни туслă пурăнма, пĕр-пĕрне хисеплеме хистет ман шутпа. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи техника факультечĕн вĕренекенĕсем кăçал «студентсен çуркуннинче» çĕнтернĕ. Халĕ тепĕр хутчен хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕç. Алăпах чечек те, мулкач та, тата темĕн те ăсталама пулать иккен. Çынсем пĕр-пĕрне юратаççĕ тĕк тата савакансем пĕрле пулсан - ку чăн-чăн юмах. Çакна И.Н.Ульянов ячĕллĕ университет студенчĕсем хăйне евĕрлĕ, пĕчĕк чÿречесем урлă сăнласа кăтартрĕç.

ЧППУри модăсен театрĕ «ертÿçи - В.Суранов» республика конкурсĕнче çĕнтернĕ. «Цунами» ачасемпе çамрăксен спорт клубĕ те сцена çине ахальтен тухмарĕ. Вĕсем те малтисен ретĕнче.

Оперăпа балет театрĕн солистне К.Москалева «кăçал Президент стипендине тивĕçнĕ» та, Чечен вăрçине хутшăннă А.Коротеца та итлеме кăмăллă пулчĕ. Ырă ĕçсемпе палăрнă чылай çамрăк сăмах илчĕ уявра. Çамрăксен çулталăкĕ вĕçленчĕ. Анчах та ку лăпланса лармаллине, малалла ăнтăлмалла маррине пĕлтермест. Вăйлисемпе пултаруллисем, хастаррисемпе пуçаруллисем республикăра чăннипех те нумай. Апла пуçа усма юрамасть. Çамрăксенче - пуласлăх, вĕсене шанаççĕ...

Е. Атаманова.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика