Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.22 Çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетрĕç (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Иртнӗ эрнере И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче министерствӑсемпе ведомствӑсен представителӗсем, общество пӗрлешӗвӗсен лидерӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем,  республикӑри ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалистсем Ҫамрӑксен ҫулталӑкне пӗтӗмлетме "ҫавра сӗтел" тавра пуҫтарӑнчӗҫ. Канашлура хёр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн ҫивӗч ыйтӑвёсене сӳтсе яврёҫ, ҫитес ҫул тумалли ӗҫсене палӑртса хӑварчӗҫ.

 

Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институчӗн керменӗнче Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ вӗҫленнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Унта республикӑри тӗрлӗ районтан килнӗ пултаруллӑ хӗр-упраҫпа яшкӗрӗм хутшӑнчӗ. Вӗсене ЧР вӗренту министрӗ Галина Чернова саламларӗ. Вӑл Чӑваш Ен Президенчӗ Николай Федоров ячӗпе хастар ҫамрӑксене ҫулталӑкра тунӑ ӳсӗмсемшӗн тав турӗ. "Республика ертӳҫи Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырӑвӑн хӑш-пӗр саманчӗ уйрӑмах ҫамрӑксене пырса тивет. Ҫавӑнпа хӗр-упраҫпа яшкӗрӗме ума лартнӑ тӗллевсем патне ҫирӗппӗн утма чӗнетӗп. Пирӗн пуласлӑх -сирӗн алӑра. Ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн кашнинех тӑрӑшма тивет. Ҫитес ҫул Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те Вӗрентекен ҫулталӑкӗ. Учитель вара кашнин пурнӑҫӗнчех пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ҫавӑнпа вӗсене ҫакнашкал чыс туни вырӑнлӑ", - терӗ министр. Вӑл   ҫамрӑксен   политикин тытӑмӗнче хастар ӗҫленӗшӗн ЧР ҫамрӑксен ӗҫ биржин ертуҫине Юлия Алановӑна патшалӑх наградипе чысларӗ. Ҫавӑн пекех республикӑри чи пултаруллӑ ҫамрӑксене - "Чи лайӑх класс ертӳҫи - 2009" конкурс ҫӗнтерӳҫине Татьяна Николаевӑна, "Чи лайӑх профессионал" конкурс ҫӗнтеруҫине Владимир Ботина, республикӑри сусӑр ачасен хушшинче иртнӗ фестиваль    ҫӗнтерӳҫине

Иван Пакина, ӑслӑлӑх-техника пултарулӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернӗ Евгений Долгова - дипломсем пачӗ. Галина Петровна пур ҫамрӑка та ҫӗнтерӳ патне талпӑнма сӗнчӗ. Пурнӑҫри пӗчӗк ҫеҫ ҫитӗнӳ те ҫав тери хавхалантарнине палӑртса хӑварчӗ.

Залра пухӑннисем валли илемлӗ юрӑкӗвӗ шӑранчӗ. Кашни ҫамрӑк сӑнӗнчех хаваслӑ кулӑ палӑрчӗ.

 

Любовь ЗУБОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика