Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.03 "Хыпар", Çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетнĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Мускавра РФ Спорт, туризм тата ҫамрӑксен политикин министерствин коллегийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейре кӑҫал иртекен Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗн кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ. Ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи ҫамрӑксен ӗҫӗсен органӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ. Ҫав шутра - Чӑваш Енрен те. "Шӑпах кӑҫал патшалӑхӑн стратеги тӗллевӗсемпе килӗшсе тӑракан ҫамрӑксен политикин никӗсӗсене йӗркелеме пуҫларӑмӑр. Пултаруллӑ хӗр-упраҫпа яш-

кӗрӗме хавхалантармалли тытӑм ҫирӗпленме тытӑнчӗ, ӗҫе ҫӗнӗлле йӗркелеме майсем ҫуралчӗҫ", - палӑртнӑ РФ спорт, туризм тата ҫамрӑксен политикин министрӗ В.Мутко. Вӑл Ҫамрӑксен ҫулталӑкне халалланӑ 38 пин ытла мероприятире ҫӗршыври 7 млн ытла ҫын хутшӑннине асӑннӑ. Хӑйсен ирӗкӗпе хутшӑнакансен юхӑмне аталантарас енӗпе Чӑваш Ен Раҫҫейре чи лайӑх вунӑ регион шутӗнче. Ларура ҫитес ҫулӑн тӗллевӗсене палӑртнӑ. Чи пӗлтерӗшлисен шутӗнче

- ҫамрӑксен политикин норматив никӗсне лайӑхлатасси, кадр потенциалне йӗркелесси, инфратытӑма ҫӗнетесси, ача-пӑча тата ҫамрӑксен общество организацийӗсен ӗҫ-хӗлне аталантарасси, ҫамрӑксен политикин тытӑмне информаципе тивӗҫтересси.

Пухӑннисем Федерацин "Раҫҫей ҫамрӑкӗсем" тӗллевлӗ программин /2011-2015 ҫулсем валли/ проектне пӑхса тухнӑ, ӑна ырланӑ.

И.НИКОЛАЕВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика