Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.02 "Хыпар", "Хастарлă, хыт утăмлă пулăр…"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кам пӗлместши Ҫеҫпӗл Мишши ҫырнӑ ҫак йӗркесене? Шӑпах кӑвар чӗреллӗ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата Ҫамрӑксен ҫулталӑкне халалланӑ та Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче иртнӗ чӑваш ҫамрӑкӗсен I форумне. "Чӑваш ачи, сассуна пар!" чӗнупе ӗҫлерӗ вӑл. Унта Чӑваш Енри хастар та пуҫаруллӑ хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫеҫ мар, Мускав хулин, Пушкӑрт, Тутар республикисен, Ульяновск, Самар, Оренбург, Тюмень облаҫӗсен представителӗсем те хутшӑнчӗҫ. Делегатсен йышӗнче студентсем, журналистсем, культура тата медицина ӗҫченӗсем, районсен администрацийӗнче тӑрӑшакан специалистсем, юристсем тата ыттисем пулчӗҫ. Форума Чӑваш наци конгресӗ тата ЧР Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерстви ҫине тӑнипе йӗркеленӗ.

Пухӑннисем чи малтанах Чӑваш Республикин Гимнне тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевӑн халалӗн пӗр сыпӑкне савӑнса та хумханса итлерӗҫ. Унтан ҫамрӑксене ЧНКн Ваттисен Канашӗ пил пачӗ, чӑваш йӑли-йӗркине, чӗлхине, историне упрама ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов хастар хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм пӗрле пухӑнса чӑваш ачисен ыйтӑвӗсене татса парас, тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшас енӗпе ӗҫлес кӑмӑлӗ пуррине палӑртса хӑйсем патне пынине, йӗркелӳ комитечӗ туса хунине каларӗ. "Хастар" ятпа пухӑннӑ ҫак йыш наци аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшлӗ утӑмсене пӗтӗмпех хӑй виҫсе тӑвасса шаннине пӗлтерчӗ.

"Единая Россия" партин Чӑваш Республикинчи представителӗ Александр Воробьев лару-тӑру темиҫе ҫул каяллахинчен чылай улшӑннишӗн савӑннине пытармарӗ: паян нумайӑшӗ хулара та чӑвашла калаҫма вӑтанмасть. Пирӗн хамӑрӑн чӗлхене пӗлмеллех, унпа мухтанмалла. "Пӗлтӗр Анапӑра иртнӗ ҫамрӑк парламентарисен форумне хутшӑнма тур килчӗ. Делегацисем хӑйсен регионӗсемпе паллаштарма пуҫласан пирӗн Александр Васильев, ҫамрӑксен "Молодая гвардия" общество организацийӗн ертуҫи "Нарспи" наци мюзиклӗн пӗр сыпӑкне юрларӗ, паллах, чӑвашла. Ыттисем пирӗн ҫине мӗн тери ӑмсанса пӑхнине курасчӗ сирӗн! - терӗ Александр Юрьевич. -Тӑван чӗлхене, культурӑна, йӑла-йӗркене эпир хамӑр ҫеҫ аталантарма пултаратпӑр".

ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова Чӑваш Енри халӑхӑн 26 проценчӗ ҫамрӑксем пулнине пӗлтерчӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ вӗренет тата ӗҫлет. Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн 60 проценчӗ общество организацийӗнче тӑрать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 700 яхӑн организаци шутланать, ытларахӑшӗ - шкулсенче. "Паян хамӑрӑн пуян историпе мухтанса ларнипе ҫеҫ малалла каяймӑн, - терӗ Светлана Владимировна. - Глобализаци тапхӑрӗн, 21-мӗш ӗмӗрӗн хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пур. Хальхи вӑхӑтра никамӑн та уркенмелле мар, чи малтан хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлипе йӗркелеме тӑрӑшмалла. "Эпӗ тӑван чӗлхене юрататӑп", - тесе кӑкӑр ҫапса ҫӳрекене, анчах ҫав тери начар пурӑнаканскере, кам хисеплӗ? Халӗ ӗҫлесен ҫеҫ лайӑх пурӑнма пулать. Тин ҫеҫ йӗркеленнӗ организаци хастарӗсене ҫапла калас килет: эсир культура мероприятийӗсем ҫинчен ҫеҫ ан шухӑшлӑр-ха. Интереслӗ проектсем хатӗрлесе пурнӑҫа кӗртӗр..Вӗсем чӑнласах та усӑ куччӗр".

Раҫҫей ҫамрӑксемпе ача-пӑча пӗрлешӗвӗсен Наци канашӗн нацисен ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн ертӳҫи Егор Якорев та, РФ Регион аталанӑвӗн министерствин тӗп специалист-эксперчӗ Максим Никитин та общество ӗҫӗнче ҫамрӑксен уйрӑмах хастар пулмаллине, ҫӗршыв пуласлӑхӗ шӑпах вӗсенчен килнине палӑртрӗҫ. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗренекен Вапентина Громова хула шкулӗсенче чӑваш чӗлхи урокӗсен шучӗ чаксах пынине, ҫавна май ҫак предмета вӗрентекенсем ӗҫ тупайманнине пӑшӑрханса каларӗ. Аслӑ шкулсенче чӑваш факультетӗнче ӑс пухакансемсӗр пуҫне урӑх никам та тӑван чӗлхепе калаҫма тӑрӑшманни те кулянтарать хӗре.

Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑс пухакан Регина Тимофеева пултаруллӑ та ӑслӑ ҫамрӑксем тӑван тӑрӑхра ӗҫ тупайманран Мускавпа Питӗре тата ытти хулана тухса кайнине каларӗ. Чӑваш Енре уйрӑм наци телекуравӗ ҫуккишӗн чунӗ ыратнине, ку чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри пулнине палӑртрӗ. "Ҫамрӑксен республика ертуҫисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме тӑрӑшмалла, палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртмелле. Пирӗнте - ыранхи кун пархатарӗ, йӑхнесӗлсен шанчӑкӗ", - хавхаланса калаҫрӗ Регина. Тутарстанра тухса тӑракан "Сувар" чӑваш хаҫачӗн тӗп редакторӗ Константин Малышев хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн интернетра пӗр-пӗринпе чӑвашлах хутшӑнма май пуррине, SMS-ҫырусене те тӑван чӗлхепех ҫырсан аван пулассине систерчӗ. "Чӑвашла калаҫнипе-ҫырнипе малалла кайма ҫук тесе ан шухӑшлӑр. Тӑван чӗлхене хамӑрпа пӗрле пуласлӑха илсе каяр. Унсӑрӑн унӑн малашлӑхӗ тӗтреллӗ пулӗ", - терӗ вӑл.

Форумра Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен "Хастар" общество организацийӗн уставне ҫирӗплетрӗҫ, унӑн председательне тата президиумне суйларӗҫ. Ҫак пӗрлешӗве Татьяна Николаева ертсе пырӗ. "Хастарӑн" тӗп тӗлле-вӗсем - тӑван халӑхӑн чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине ламран лама куҫарасси; ҫамрӑксен прависене хӳтӗлесси, вӗсен ҫивӗч ыйтӑ-вӗсене влаҫ органӗсем патне ҫитересси; пултаруллисене тӗрлӗ конкурс-фестивале хут-шӑнтарасси, чӑваш дискотекисем йӗркелесси... Ҫак организаци хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме хавхалантарма, пулӑшса пыма майсем шырӗ.

Форума хутшӑннисем чӑваш ҫамрӑкӗсене наци пуянлӑхне сыхласа хӑварас ӗҫе хастартарах хутшӑнма, ҫитӗнекен ӑрӑвӑн йывӑрлӑхӗсене татса пама пулӑшакан меслетсене сёнме, кӑмӑл-сипет тата патриот воспитанийӗн ыйтӑвӗсене ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме чӗнсе каларӗҫ. Ятарлӑ резолюци йышӑнчӗҫ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика