Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.04 "Çамрăксен хаçачĕ", ÇАМРĂКСЕНЕ ПĔР ТĔВВЕ ПУХАССИ - ТĔПРЕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
ЧĂВАШЛĂХА сыхласа хăварас тĕлĕшпе ытти регионта та ăнăçлă ĕçлеççĕ. Хусанта чăваш çамрăкĕсен канашне 2006 çултах йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - Андрей Семенов. Чăваш яш-кĕрĕмĕпе хĕр-упраçĕн I форумне Хусантан Юрий Яковлевпа Алина Мутина килнĕ.

- Пирĕн организаци Тутарстанри чăваш çамрăкĕсене пĕрлештерес енĕпе ĕçлет. Ялсенче пилĕк чăваш районĕ. Ялта пурăнакансем, паллах, организацие савăнсах кĕреççĕ, хулара вара чăн-чăн патриотсене тупма йывăртарах. Çавăнпа эпир çамрăксене илĕртме тĕрлĕ меслет шухăшласа кăларатпăр, вĕсене пырса тивекен ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Чăвашлăх малашлăхĕ - çамрăксен пĕрлĕхĕнче. Пирĕн, чăвашсен, тачă çыхăнура тăмалла, канăçсăрлантаракан ыйтусене пĕрле сÿтсе явмалла, - палăртрĕ Хусан патшалăх педагогика университечĕн 4-мĕш курс студенчĕ Юрий Яковлев.

- Чăвашсене организацие илĕртес тĕлĕшпе эпир тĕрлĕ мероприяти ирттеретпĕр: çамрăк ораторсем валли тренингсем тата ытти те. «Хастар» уçăлнине илтсен эпир нимĕн шухăшласа тăмасăрах Шупашкара килтĕмĕр. Пухăннисене организаци ĕçĕпе паллаштартăмăр, малашне те хамăра валли чылай çĕннине тупасса, тачă çыхăну тытасса шанатпăр. Пире Чăваш Республикинчи районсенчи çамрăксен организацийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ытларах кăсăклантарать, - калаçăва тăсрĕ Хусан патшалăх университечĕн 5-мĕш курс студентки Алина Мутина.

Хусан çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕ яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа илĕртес, пĕрлештерес тĕлĕшпе нумаях пулмасть «Чăваш пати» ташă каçĕ, Амăшĕн кунне халалланă уяв ирттернĕ.

- Дискотекăна эпир Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче ирттертĕмĕр. “Пати” акăлчан чĕлхинчен куçарсан “каç” тенине пĕлтерет. Хусанта тутар çамрăкĕсем унчченех кун йышши мероприятисем ирттерме пуçланă. Паллах, ташă каçĕ йĕркелеме çăмăлах пулмарĕ. Укçа-тенкĕ енчен йывăрччĕ, тăкаксен пысăк пайне хамăр кĕсьерен кăларма тиврĕ. Спонсорсем тупас тĕлĕшпе чылай ĕçлерĕмĕр, анчах пулăшас текен сахал. Çапах уяв ăнăçлă иртрĕ, унта Хусан çамрăкĕсем ташласа савăнчĕç. Дискотекăра пурте - тутарĕ, чăвашĕ, вырăсĕ - пулнăран тĕрлĕ наци кĕвви янăрарĕ. Çамрăксем пĕр-пĕринпе паллашрĕç, туслашрĕç, каç питĕ килĕшнине пĕлтерекенсем те пулчĕç. Тĕрлĕ наци каччисемпе пикисене пĕрлештерни, ман шухăшпа, паянхи кун питĕ вырăнлă. Юлташлă пулсан, пĕр-пĕрне алă парсан пирĕн малашлăх çутă, - пĕлтерчĕ Юрий.

Çамрăксен çивĕч ыйтăвĕсене сÿтсе явма организаци членĕсем эрнере пĕрре пухăнаççĕ. Çитес вăхăтра вĕсем тепĕр ташă каçĕ йĕркелеме палăртнă. Ăна тата хаваслăрах, тĕрлĕ енлĕ ирттересшĕн. Пĕрлешĕвĕн интернетра хăйĕн сайчĕ пур. Спорт комитечĕ те хăйĕн ĕçне ăнăçлă пурнăçласа пынине палăртрĕç çамрăксем. Сăмах май, унта кĕрекен Алексей Моторкин Раççей шайĕнче иртекен ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар тивĕçнĕ. Пĕрлешÿ хастарĕсем çĕршыври конкурссенче палăрассишĕн кăна тăрăшмаççĕ, республикăри районсенче тĕрлĕ ăмăрту та йĕркелеççĕ.

Ольга ДЮКИНА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика