Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.04 "Çамрăксен хаçачĕ", Конкурс йыхравлать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

НУМАЯХ пулмасть Раҫҫей шайӗнчи "Манӑн тӑван кӗтес" конкурс старт илнӗ. Унӑн пуҫаруҫисем - Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен канашӗ, РФ Ял хуҫалӑх тата Спортпа ҫамрӑксен политикин министерствисем.

Конкурсӑн тӗп тӗллевӗ ӳсекен ӑрӑвӑн патри-отлӑх туйӑмне вӑйлатассипе, Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентессипе ҫыхӑннӑ. Вӑл ҫак номинацисемпе иртет: "Манӑн савнӑ ялӑн историйӗ", "Ял тӑрӑхӗн сайчӗ", "Пирӗн ҫамрӑк ял". Ӗҫе тӑван тӑрӑхра пурӑнакан ҫамрӑк ҫемьесем, пултаруллӑ

хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм пирки ҫырса пуянлатма юрать. Унсӑр пуҫне "Ял пуласлӑхне шанатпӑр, Раҫҫейпе мухтанатпӑр!" социаллӑ видиореклама хатӗрлекенсен хушшинче те тупӑшу иртӗ.

Йышӑну тапхӑрӗ 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӑсӑлать. Ӗҫсене Мускав хули, Старая Басманная урамӗ, 15 ҫурт адреспа йышӑнаҫҫӗ. Раҫҫейри ял ҫамрӑкӗсен союзӗн сайчӗ: www.rssm.ru. Унта конкурс йӗркипе тӗплӗн паллашма май пур.

Любовь ЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика