Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.09 "Хресчен сасси", Тăван кил ăшши - хĕвел ăшши

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

- Ялта хуларинчен нимпе те кая мар. Ял халăхĕ пурăнать, эпир ăна пĕтме памăпăр, - тенĕччĕ Сергей Ильин пурне те илтмелле çирĕппĕн «Ял çамрăкĕсем - Чăваш Ен тĕрекĕ» республика форумĕнче. Н.Федоров президент та ырларĕ маттур каччă шухăшне ун чух. Йĕпреç районĕнчи Туçаран Сергей, кăçал «Профи» конкурсра «Ял тăрăхĕ çумĕнчи çамрăксен канашĕн чи пултаруллă ертÿçи» ята тивĕçрĕ. Кĕлĕмкасси хутлăхĕнчи яшсемпе хĕрсене пĕрлештерекен канашра нумаях та ĕçлемест-ха С.Ильин, çапах та кĕске хушăрах ырă пуçарусемпе палăрма ĕлкĕрнĕ. Пушă вăхăт çукпа пĕрех унăн, Патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕн Шупашкарти филиалĕнче ăс пухать, вырăнти «Ахах» фольклор ансамблĕнче юрлать.

Яла юлнă яш-кĕрĕм пурнăçĕ Сергея сахал мар шухăшлаттарнă. Хастаррисем Кĕлĕмкасси тăрăхĕнче чылаййăн-çке. Республикăпа район конкурсĕсене вĕсем те хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксене хăй тавра пуçтарма, тĕллевсемпе хавхалантарма шут тытать Туçа каччи. Иртнĕ çуркунне яшсемпе, хĕрсемпе канашласа пĕрлешÿ йĕркелеççĕ. Паянхи кун унта вуннăн. Пиллĕкмĕш курсра вĕренекен С.Ильин диплом илсен хăй те тăван ялнех таврăнасшăн. Мĕн ачаран çĕр ĕçĕ килĕшет ăна. Çырла-кăмпа пуçтарма, пулла çÿреме кăмăллать.

- Хам хулара чухне ялта мана пулăшса пыракан хĕрсем пур. Эпĕ вĕсене шанатăп. Çапах та концертсемпе уявсем умĕн эрнере икĕ-виçĕ хутчен те кайса килетĕп. Мероприятисене ячĕшĕн çеç йĕркелемелле мар, - тет Сергей.

Культура çуртĕнче иртекен пĕр уявран та юлмаççĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунĕ-и е мартăн 8-мĕшĕ, Çĕнтерÿ кунĕ-и е Çĕнĕ çул - чи пуçаруллисем çамрăксен канашĕн членĕсем. Уява сăн кĕртекенсем, илемлĕ те савăнăçлă тума пулăшаканĕсем. Спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмаççĕ. Футболла выляса малти вырăнсем йышăнаççĕ.

«Макăракан макăртăр, пирĕн çул çине ан тăтăр» каларăша тĕпе хурать Сергей Ильин. Йывăрлăхсене ĕçпе кăна çĕнтерме, малалла çирĕппĕн утма май пуррине лайăх ăнланать вăл. Халĕ пачах урăх вăхăт, хăв тăрăшмасан, пĕрмай йĕрсе ларсан ума лартнă тĕллевсене нихăçан та пурнăçлаймăн.

Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн çамрăкĕсем ашшĕ-амăшĕ чĕртнĕ вучаха сÿнтерме памаççех.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика