Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.05 "Чăваш хĕрарăмĕ", Çамрăксем - чăвашлăхшăн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чук уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫурчӗ хӗрсемпе каччӑсене Чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрремӗш форумне пуҫтарчӗ. ЧНК президенчӗ Г.Архипов яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ Чӑваш наци конгресне форум йӗркелес ыйтупа хӑйсем пынине асӑнчӗ. Аслисем ҫамрӑксене тӗллевӗсене пурнӑҫлама пулӑшас енӗпе яланах хапӑл пулнине систерчӗҫ.

- Эпир хирӗҫлеме пултараймарӑмӑр, -терӗ Г.Архипов. - Малашне те чӑн чӑваш чун-чӗриллӗ яшсемпе хӗрсене пулӑшӑпӑр. Пирӗн чӑваш пулнишӗн мухтанмалла, пуян историпе, культурӑпа, йӑлайӗркепе мӑнаҫланмалла. Умри ыйтусене палӑртмалла, пӗрле кар! тӑрса малаллах талпӑнмалла, - палӑртрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗрремӗш форумне Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине тата Ҫамрӑксен ҫулталӑкне халалларӗҫ. "Чӑваш ачи, сассуна пар!" чӗнӳпе ӗҫлерӗ вӑл. Унта Чӑваш Енри хастар та пултаруллӑ каччӑсемпе хӗрсем ҫеҫ мар, Мускав хулин, Пушкӑрт, Тутар республикисенчен, Ульяновск, Самар, Оренбург, Тюмень облаҫӗсен представителӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсен хушшинче - культура тата вӗренӳ тытӑмӗнче тӑрӑшакансем, студентсем, медицина ӗҫчен-ӗсем, журналистсем, район администрацийӗн специалисчӗсем, юристсем тата ыттисем те пулчӗҫ.

Пухӑннисем Чӑваш Республикин Гимнне тата чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан И.Яковлевӑн халалӗн пӗр сыпӑкне савӑнса итленӗ май, хумханнине пытараймарӗҫ. Ҫамрӑксене ЧНК Ваттисен канашӗн ячӗпе Н.Наумов мӑчавӑр пил пачӗ, чӑваш ятне ҫӳлтен ҫӳле ҫӗклеме сунчӗ. "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш республикинчи уйрӑмӗн председателӗ

А.Воробьев темиҫе ҫул каялла ҫеҫ общество транспортӗнче ҫамрӑксем тӑван чӗлхепе калаҫманнине, халӗ ку пулӑм тӗпрен улшӑннине палӑртрӗ. ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ С.Петрова вара Чӑваш Енри халӑхӑн 26 проценчӗ хӗр-упраҫпа яшкӗрӗм пулнине пӗлтерчӗ.

- Кунта чи пултаруллисем пухӑннине шанас килет. Паянхи форумӑн тӗллевӗ - чӑваш ҫамрӑкӗсен "Хастар" общество организацине йӗркелесси. Хальхи вӑхӑтра никамӑн та ӳркенмелле мар, чи малтан хӑйӗн пурнӑҫне тивӗҫлипе йӗркелеме тӑрӑшмаллӑ. Глобализаци тапхӑрӗнче ку уйӑрмах пӗлтерӗшлӗ. Чӑваш пулнипе мӑнаҫланнипех инҫе каяймӑн, - терӗ Светлана Владимировна тин ҫеҫ йӗркеленнӗ организаци хастарӗсем усӑ кӳрессе шаннине систернӗ май.

Форумра Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен "Хастар" общество организацийӗн уставне ҫирӗплетрӗҫ, унӑн председательне тата президиумне суйларӗҫ, резолюци йышӑнчӗҫ. Ҫак пӗрлешӗве Т.Николаева ертсе пырӗ. "Хастарӑн" тӗп тӗллевӗсем - тӑван халӑх чӗлхине, культурине, йӑли-йӗркине ӑруран ӑрӑва куҫарасси, ҫамрӑксен прависене хӳтӗлесси, вӗсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене влаҫ органӗсем патне ҫитересси, пултаруллисене тӗрлӗ конкурс-фестивале хутшӑнтарасси, чӑваш дискотекисем йӗркелесси... Ҫак организаци каччӑсемпе хӗрсене хавхалантарма, пулӑшма майсем шырӗ.

Форума хутшӑннисем интернетпа усӑ курса пӗр-пӗринпе ытларах ҫыхӑнмалли, электрон тата СМС-ҫырусене чӑвашла ҫырмалли, вырӑс тата акӑлчан чӗлхисене мар, тӑван сӑмахлӑха тӗпе хумалли пирки тухса калаҫрӗҫ.

Татьяна НАУМОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика