Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.11 "Çамрăксен хаçачĕ", Нухратсăр никĕс ярса çурт çĕклеймĕн

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Тĕпеклĕ чăх çăмарта тăвать, тирпейлĕ çын çурт лартать теççĕ. Çутă малашлăха ĕненсе, çунатланса пурăнать этем. Хăтлă йăва çавăрса ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтересшĕн. Çапах ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр хăпарманнине епле чухламăн? Ял тăрăхĕнче уйрăмах çĕнĕ проектпа çĕкленсе тÿпене кармашакан кермен пек пÿртсене курсан чун савăнать. Çĕр сĕткенĕн хăвачĕпе усă курма пĕлекен çамрăксем çуралнă тăрăхрах тĕпленни куç кĕрет. Вăрмар районĕнчи Пинерте урамсем çĕнелсе пынине кирек кам та тÿрех асăрхĕ. Тавралăхпа киленсе пынă май Ивановсен икĕ хутлă çурчĕ умне çитсе тăнине те сисмерĕм. Çакăнта татулăхпа килĕшÿ кăна хуçаланассине шанас килет. Ивановсен çемйи федерацин “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тĕллевлĕ программине хутшăнса тавăрса памалла мар субсидие тивĕçнине палăртма кăмăллă. Документсене администрацие тăратиччен çуртăн 70 процентне хăпартмалла, çавна май çамрăк çемьен автомашинăна та сутма тивнĕ. Çапах çакă мар-ха чи пĕлтерĕшли, ĕç-пуçа тĕпĕ-йĕрĕпе çырса кăтартма çĕнĕ çемье мĕнле çуралнинчен пуçлани вырăнлă.

Упăшкапа юнашар хулара та, ялта та лайăх

Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче вĕренекен Татьяна тĕп хуларах ĕç тупса тĕпленме ĕмĕтленнĕ. Ашшĕ-амăшĕ те хирĕçлемен. Анчах юрату шухăша самантрах улăштарма хистенĕ, чуна çывăх çынпа юнашар пулассишĕн çакнашкал утăм тунăшăн хĕр пĕрре те ÿкĕнмест. Пĕр ял урамĕсемпе çÿресе çитĕннĕ, хăйĕнчен 6 çул аслăрах Андрее Татьяна тахçантанпах килĕштернине пытармасть. Пирус туртман, эрех ĕçмен, ылтăн алăллă яша епле асăрхамăн? Çапах хĕр-упраç вăрттăн туйăм тавра малтан сăмах пуçарма хал çитереймен. Андрей çартан таврăнсан тин сăнĕпе те, кĕлеткипе те чипер Таньăна куç хывнă. Кам пĕлет, тен, яша пикен ырă кăмăлĕ ытларах илĕртнĕ? Туслăх хăвăртах юратăва куçнă. Андрей савнине уйăхранах ылтăн çĕрĕ парнелени хĕртен арăм тăвас шухăшпа пурăннине çирĕплетет. Ялта тĕпленнĕскер Шупашкарта пĕлÿ пухакан чун çунтармăшĕ патне тăтăшах кайса çÿренĕ. Хĕре чечек çыххи, çемçе тетте парнеленĕ вăл. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа пĕрле уçăлса çÿрени хăех асра юлнă манăçми самантсем. Икĕ çултан каччă хĕре ĕлĕкхи йăлапа вăрласа кĕнĕ. Калаçса палăртман çĕртех килне илсе кĕнĕшĕн Таня йĕрсе те кăтартнă. Унăн кăмăлне тупма пĕлекен Андрей пулас мăшăрне хăвăртах лăплантарнă. Юратакан икĕ чĕре пĕр тĕллевпе пурăнать-çке. Йĕрке тăрăх Таня виçĕ кунран киле таврăнсан савнисен ашшĕ-амăшĕ хăнасем пуçтарса туй епле йĕркелессине татса панă. Тăвансем, кÿршĕсемпе пĕлĕшсем кĕрекере çĕнĕ мăшăра саламласа пил пани Андрейпе Таньăн асĕнче çырăнни иккĕлентермест. “Мăшăрăм ĕçе кайсанах тунсăхлама пуçлатăп”, - чунне уçать кил хуçи арăмĕ. Юратнă çынна куллен курас килет-çке. Андрей вара ытларах чухне Хусанта строительство енĕпе ĕçлет. Темиçе уйăхран тин ĕç вĕçлесе киле таврăнать вăл. Юрать-ха, карас телефонĕпе çыхăну тытма май пур. Кун пек кулленхи ĕç-пуç çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартма пулать. Арăмĕпе упăшкин сăмах тупăнсах тăнăран калаçу та вăраха тăсăлать паллах. Пиллĕкри Никита та ашшĕ таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет.

Пурнăç кустăрми хăй еккипе тикĕссĕн чупнăшăн чунран хĕпĕртет Татьяна. Йăх тăсăмĕ - ывăл - парнеленĕ вăл упăшкине. Никита икĕ çул тултарсан Пысăк Енкассинчи вăтам шкулта бухгалтерта ĕçлеме пуçланă. Мăнукĕн ачине кукамăшĕ Мария Георгиевна Рюмцева пăхни мĕнешкел усăллă. Халĕ арçын ача садике çÿрет. Çапах Татьянăн ĕç кунĕ вĕçленмесĕр шкултан васкаса тухмалла мар, Никита кукамăшĕпе Лидия Павловна Семеновăпа киле таврăнать. Ачан çывăх çыннине каласа кăтартмалли, унран ыйтса пĕлмелли темĕн чухлех. Кулленхи пурнăç çĕнĕлĕхсемпе пуянланать-çке.

Ăста алă ĕç тупать

ХальлĔхе Ивановсем Таньăн ашшĕпе амăшĕн килĕнче пурăнаççĕ. Хăйсен çуртĕнче вак-тĕвек ĕç кăна юлнă. “Мăшăрăм пĕлтĕр хĕлĕпех пÿрт ăш-чиккине çавăрчĕ”, - ăнлантарать çамрăк арăм. Чăн та, ăста ĕçлени тÿрех паллă. Икĕ хутлă çуртри кашни пÿлĕме вагонкăпа çапса илемлетнĕ. Сăмах май, строительствăн çак хатĕрне кăна 90 пин тенкĕлĕх туяннă вĕсем. Иккĕмĕш хута çаврăнса хăпармалли эрешлĕ пусмана та Андрей хăех ăсталанă. Кĕçех ламинат сарма пуçласшăн. Çутă та, газ та кĕртнĕ. “Андрей тирпейлĕхе юратать. Ĕç вĕçлесен тусан таранчченех шăлса тасатать”, - сăмахне тăсать Татьяна. Лара-тăра пĕлменскерсем кĕçех кашни пÿлĕме хăтлăх кĕртĕç. Ашшĕ-амăшĕн çывăрмалли вырăнĕпе юнашар ачасем валли икĕ пÿлĕм уйăрнă. Мĕнех, Ивановсем йыш хушма палăртни курăмлă. Ваннăй та туса пĕтернĕпе пĕрех. Килте ĕç пÿлĕмĕ те, столовăй та пур. Пластмасса чÿречесем лартнă. Хут çинче йĕрленнĕ шухăш пурнăçа кĕни хавхалантарать.

Çапах укçа-тенкĕсĕр никĕс ярса пысăк ĕçе пуçăнаймăн. Андрейпе Татьянăн çывăх çыннисем те çурт хăпартма пулăшнă паллах. Кун пек чухне ял халăхĕ те нимене пуçтарăнать. Ивановсем Россельхозбанкран 15 çуллăха 6 процентпа 100 пин тенкĕ кредит илнĕ. Уйăхсерен пин тенкĕ тавăрни - ĕçлекен çынсемшăн пысăк укçа мар. Çамрăк çемье автомашинăна сутнине палăртнăччĕ. “Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа çамрăк специалистсене патшалăх 430 пин тенкĕ субсиди пани Ивановсемшĕн те капашсăр пысăк пулăшу. Чăн та, куç хăрать те алă тăвать. 2007 çулта купалама пуçланă 138 тăваткал метр йышăнакан çурт кĕçех Никитăн сассипе тулĕ. Хальлĕхе Ивановсем миçе пепке çуратассине палăртман пулсан та вĕсем сак тулли ача çитĕнтерессе ĕненес килет.

Çамрăк çемье пахчара та улма-çырла йывăççисем лартма ĕлкĕрнĕ. Картишĕнче хуралтă та, гараж та, çуллахи кухня вырăнĕ те купаланă. Халĕ Андрейпе Татьяна çĕнĕ сĕтел-пукан, автомашина туянма укçа пуçтараççĕ. Кил хуçи шăпах Хусана ĕçлеме кайнăччĕ. Вăл Çĕнĕ çулсăр та арăмĕпе ачине ыталаса чуп тăваймĕ. Мĕн тăвăн - ытларах укçа ĕçлесе илессишĕн çакнашкал пурăнма тивет. Уявсем хыççăн çĕнĕ вăйпа килти ĕçе вĕçне çитерĕ вăл. Унтан Ивановсем тăванĕсене çĕнĕ пÿрт ĕçкине пуçтарĕç. Пурнăç урапи малалла куснă май кашни çĕнĕ кун савăнăç кÿтĕр вĕсене. Çĕнĕ çĕре телей кайăкĕ вĕçсе пытăр. Ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме вара хăйсем тăрăшасси паллă.

Марина ТУМАЛАНОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика