Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.05 "Хыпар", Ял халăхĕ кăмăллă

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ял ҫыннисенчен ытларахӑшӗ выльӑх-чӗрлӗх усрать. Анчах вӗсене тӑрантарни тата ӑшӑ витере тытни ҫеҫ ҫителӗксӗр, чӗрӗ чунсене тӗрлӗ чир-чӗр ан ертӗр тата ан аптраттӑр, пӗр-пӗр амак ҫулӑхсан вара унран часрах сыватас тесе те тӑрӑшмалла. Ял халӑхне ку енӗпе выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешекен станци специалисчӗсем пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем уйрӑм ҫынсен ҫеҫ мар, мӗн пур йышши хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе, кайӑк-кӗшӗке пӑхса тӑраҫҫӗ.

Елчӗкри выльӑх-чӗрлӗх чирӗ-семпе кӗрешекен станцире вӑй хуракансем кӑҫалхи планпа палӑртнӑ ӗҫсене ҫак кунсенче вӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем мӑйракаллӑ шултра выльӑха, сурӑх-качакана фацеллезран, лӗпӗрен укол тӑваҫҫӗ.

Патшалӑх учрежденийӗн специалисчӗсем районта выльӑх шучӗ ан чактӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе килӗштерсе ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, ҫутӑ ӗмӗтлӗскерсем мӗн усрас шухӑшлине, ӗрчетме палӑртнӑ чӗр чуна ӑҫтан илсе килес тенине пӗлсех тӑраҫҫӗ.

Ҫак тытӑмра тӑрӑшакансем ял ҫыннин пурнӑҫне май килнӗ таран ҫӑмӑллатасшӑн, ҫавна май ветеринари станцийӗнче тата тӑватӑ участокра ӗнесемпе пушмак пӑрусене искусствӑллӑ майпа пӗтӗлентерессине йӗркеленӗ.

- Ку енӗпе кӑҫал Аслӑ Пӑла Тимешри сиплемӗшре /лечебницӑра/ вӑй хуракансем уйрӑмах маттур пулчӗҫ. Вӗсем кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче 140 ытла ӗнене пӗтӗлентернӗ. Специалистсем планпа палӑртнӑ пӗтӗм мероприятие вӑхӑтра пурнӑҫланӑ. Хӑш-пӗр ӗнене хуҫисем сиплемӗше пӗр хут ҫеҫ илсе килмен-ха ӗнтӗ. Ҫитменнине тата выльӑх ӗҫ вӑхӑчӗ вӗҫленнине е канмалли кун, уяв пулнине пӗлмест-ҫке, унӑн хӑйӗн "саккунӗсем", - каласа кӑтартать станци пуҫлӑхӗ Александр Скворцов.

Чӑн та, Аслӑ Пӑла Тимешри сиплемӗшре ӗнесене искусствӑллӑ майпа пӗтӗлентерес енӗпе тӑрӑшакан Владимир Портнов ветврач-эпизоотологӑн тепӗр чухне каҫхине те, канмалли кунсенче тата уявсенче те ӗҫ вырӑнне кайма тивет. Ял халӑхӗ пулӑшу ыйтсан хирӗҫлемест вӑл, ҫакӑ чӑнласах та кирлине ӑнланать.

-   Выльӑх айӑплӑ  мар  вӗт. Ҫавӑнпа та нихӑҫан та кутӑнлашса,    ӳркенсе    тӑмастӑп. "Юрать, эсир пур", - тет вара чылайӑшӗ, - чунне уҫать Владимир Павлович.

Аслӑ пӗлӳллӗ ветврач ӗнесен сывлӑхне те тӳрех тӗрӗслет. Пӗр-пӗр чир пуррине сиссен мӗнле сиплемеллине ҫырса парать, эмел сӗнет.

-  Теприсем ӗнене вӑкӑр патне илсе каяҫҫӗ те чир ертеҫҫӗ. Ун пек чухне кам пулӑшӗ вӗсене? Е ӗне йӑхса юлмасса та пултарать. Сӑлтавне хуҫисене кам ӑнлантарӗ? Кам ҫакнашкал лару-тӑрӑва лексе курнӑ - вӑл сиплемӗше килет.    Мӗншӗн    тесен    аслӑ пӗлӳллӗ специалистсем хӑйсен ӗҫне   лайӑх   пӗлеҫҫӗ.    Ӗнене пӗтӗлентернӗшӗн   хаклах   илместпӗр. Ҫитменнине, унӑн пӗр пайне патшалӑх субсиди мелӗпе ҫемьене каялла тавӑрса парать, - калаҫӑва малалла тӑсать Александр Авксентьевич.

Владимир Портнов - ветеринарсен династийӗнчен. Унӑн амӑшӗ, аппӑшӗпе шӑллӗсем те ҫак енӗпе ӗҫленӗ, халӗ те тӑрӑшаҫҫӗ. Мӑшӑрӗ Тамара Александровна - сиплемӗш пуҫлӑхӗ. 1982 ҫултанпах тӑрӑшать вӑл ҫак должноҫра. Сӑмах май, вӗсен ывӑлӗ Денис та ҫак ҫулах суйланӑ. Биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вӑл, халӗ "Комбайн" хуҫалӑхӑн тӗп ветврачӗ. Аслӑ Пӑла Тимешри лечебницӑра вӑй хуракан Портновсем иккӗшӗ те, Светлана Мукинӑпа Наталья Сорокина фельдшерсем те, Анатолий Скрипкин водитель те тивӗҫӗсене таса чун-чӗререн пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем 10 ялӑн, ҫак территорире вырнаҫнӑ виҫӗ ял хуҫалӑх предприятийӗн, тулли мар яваплӑ икӗ обществӑн выльӑхне куҫран вӗҫертмеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра икшер ӗне усракан та пур. Аслӑ Пӑла Тимешри Шахеевсен вара ҫулла сурӑх шучӗ 155 пуҫа ҫитнӗ иккен. Унсӑр пуҫне вӗсен ӗне, пӑрусем, хур-кӑвакал пур. Чи кирли - кил хуҫисем выльӑх-чӗрлӗхе вакцинаци тутарма, тӗрӗслевсем ирттерме хирӗҫ мар.

- Йыш туслӑ пирӗн. Выльӑх-чӗрлӗхпе ӗҫлесси ҫӑмӑлах мар. Ҫавна май пирӗн ӗҫре пӗр-пӗрне ӑнланмасан малалла каяй-мастӑн, - лару-тӑрупа паллаштарать Тамара Александровна. -Хӑш-пӗр мероприятие эпир килӗрен ҫӳресе пурнӑҫланишӗн чылайӑшӗ савӑнать: "Ку пирӗншӗн ҫӑмӑллӑх", - тет. Яланах сӗнӳсем ыйтаҫҫӗ, тепӗр чухне шӑнкӑравлаҫҫӗ.

Эппин, халӑх ветеринари службин ӗҫченӗсене шанать. Вӗсен ӗҫӗпе ҫынсем чӑнласах та кӑмӑллӑ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика