Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.25 "Хыпар", Ăнăçула вăрăм ĕмĕр çăл куçĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн республикӑра "Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акци старт илчӗ. Унӑн тӗллевӗ - ҫамрӑксене хӑйсен сывлӑхӗ тӗлӗшпе яваплӑрах пулма хӑнӑхтарасси, влаҫ органӗсене хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн канӑвне йӗркелес ыйтупа ытларах ӗҫлеттересси.

Куславкка районӗнче ҫак акцие ҫулта-лӑкра икӗ хут ирттереҫҫӗ: ҫуркунне /пуш-ака/ тата кӗркунне /юпа-чук/. Шкул ачи-семпе ӗҫлекен ҫамрӑксем асӑннӑ мероприятие хастар хутшӑнаҫҫӗ. Вӗрентӳпе ытти учрежденире спорт ӑмӑртӑвӗсем, олимпиадӑсем, фотоконкурссем, шахмат турнирӗсем, калаҫусем, вӑйӑсем т.ыт.те иртеҫҫӗ.

Юпа уйӑхӗнче, калӑпӑр, "ҫавра сӗтелсем" йӗркеленӗ, унта ҫамрӑксен организацийӗсен лидерӗсем, хула тӑрӑхӗн администрацийӗн вӗрентӳ тата сывлӑх сыхлавӗн уйрӑмӗн специалисчӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем ҫамрӑксем пирус туртма, эрех-сӑра ӗҫме, наркотикпе иртӗхме мӗншӗн пуҫланин сӑлтавӗсене тишкернӗ, усал йӑласемсӗрех аван пурӑнма май пурри пирки калаҫнӑ, сывлӑха сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ проектсемпе тата программӑсемпе паллашнӑ. Педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ валли "Инкек ан ҫулӑхтӑр", "Сывӑ пурнӑҫ йӗрки - ӑнӑҫу тата вӑрӑм ӗмӗр ҫӑл куҫӗ", "Пурнӑҫ.йӗрки - сывӑ ҫемье никӗсӗ" тренингсем ирттернӗ. Шкул библиотекисенче пуринче те "Тӗпсӗр авӑр умӗнче" кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ.

Районта лектор ушкӑнӗсем, агитбригадӑсем йӗркеленӗ. Вӗсем ял ҫамрӑкӗсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас ӗҫе хутшӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шкулсене те ҫитеҫҫӗ. Акӑ Тӗмшерти "Хӑшӗ-хӑшне е усал йӑласен тӗнчинче" вӑйӑ, Тӗрлемесри "Теветкеллӗх зони" брейн-ринг, "Вӑйсӑррисен эмелӗ" вӑйӑ, Куснарти "Яваплӑх тата явапсӑрлӑх" дискусси, Елчӗкри "Наркотиксене - "ҫук!" профилактика урокӗсем нумайӑшӗн асӗнче юлӗҫ. Хулари 3-мӗш шкулта "Усал йӑласене "ҫук" тесе калар" тренинг иртнӗ. 2-мӗш шкулти ачасемпе ҫамрӑксем "Хӑватлӑ чӗлӗмҫӗ" ят пани" сценӑна сӑнланӑ.

"Шанас килет: ҫак мероприятисем ҫитӗнекен ӑру хушшинче сывӑ пурнӑҫ йӗркин статусне тата пахалӑхне ӳстерме пулӑшӗҫ. Акци вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем хӑйсене йӗркеллӗ тытмаллине, пурнӑ.ҫра тӗрӗс ҫулпа утмаллине, стресс ҫуратакан лару-тӑрӑва хирӗҫ тӑмаллине ӑнланаҫҫӗ", -палӑртать райадминистрацин вӗрентӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ И.Коваленко.

"Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акци Куславкка тӑрӑхӗнче чӳк уйӑхӗн вӗҫӗчченех пырӗ. Йӗркелуҫӗсем кӑсӑклӑ та усӑллӑ мероприятисем татах та ирттерме палӑртнӑ.

В.ПАВЛОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика