Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.27 "Çамрăксен хаçачĕ", Дмитрий Менделеев çулĕпе утакан вĕренекен

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Кашни номертех вулакансене республикăри пултаруллă хĕр-упраçпа, яш-кĕрĕмпе паллаштарма тăрăшатпăр. Пĕри техникăна мĕн ачаран юратать, тепри ăста юрлать, виççĕмĕшĕ спорт енĕпе çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать.

Паянхи тĕпелĕн хăни Д.Менделеев çулĕпе утакансенчен пĕри - Антон Щетинин. Вăл ăсчах ĕçĕ-хĕлне тĕпе хурса хими элеменчĕсен таблицине малалла тишкерме пуçланă. Хăйĕн шухăшне пĕр тĕвве пухса тĕпчев ĕçĕ çырнă. Республика шайĕнчи тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă хыççăн Антон ĕçне Мускава ярса панă. Çивĕч тема хускатнă каччăн шухăшĕ жюри членĕсене килĕшнĕ. Çавна май чăваш каччи Д.Менделеев çуралнăранпа 175 çул çитнине халаллăнă тĕпчев ĕçĕсен конкурсне хутшăнма пултарнă. Çĕршыв шайĕнчи тупăшура Шупашкарти 5-мĕш гимназире ăс пухакан каччă пĕрремĕш вырăна тухнă. Çамрăк ăсчаха Раççей Президенчĕн премийĕпе хавхалантарнă. Вăл пултарулăхне малашне те аталантарасса шанас килет. Вулакансене маттур каччăпа тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе хăйĕнпе тĕл пултăмăр.

- Эпĕ Шупашкарта çуралса ÿсрĕм. Малтан тĕп хулари 47-мĕш шкулта ăс пухрăм. Тăххăрмĕш класс хыççăн 5-мĕш гимназие куçрăм. Хими предметне пĕрремĕш урокранах кăмăлларăм. Класри хĕрсене, хăш-пĕр каччăна ку предмет пачах килĕшмест. Маншăн вăл - чи юратни.

- Гимназире вĕренме пуçлани пултарулăха аталантарма пулăшрĕ-и?

- Паллах. Ку шкулта вĕренмен пулсан Менделеев ячĕпе иртекен конкурса хутшăнма та йывăртарахчĕ, мĕншĕн тесен Раççей шайĕнчи тупăшусене кайма кашни шкулах укçа уйăрмаççĕ, ашшĕ-амăшĕ вара хăйĕн шалăвне тăкакласшăн мар. Çавăнпа пултаруллă чылай çамрăк нухрат çуккипе конкурссене хутшăнаймасть. Ку чăннипех те çивĕч ыйту. Вĕренме халĕ пур шкулта та условисем лайăх. Ман шухăшпа, пĕлÿ çурчĕ çĕнĕ технологисемпе пуянни ачан вĕренĕвне пысăк витĕм кÿмест. Енчен те çамрăкăн ăс пухма тĕллев пур тăк вăл ун патне мĕн пур чăрмава хыçа хăварса талпăнать. Класра çĕнĕ компьютер, доска, парта пулни те ачан ăнтăлăвне вăратмĕ, тавра курăмне аталантармĕ.

- Тĕпчев ĕçĕсен конкурсĕ пирки каласа кăтарт-ха.

- Конкурс уçăлнă саманта çитеймерĕм, мĕншĕн тесен хими предмечĕпе республика шайĕнчи олимпиадăна хутшăнтăм. Тупăшура çĕнтернĕ хыççăн Мускава хаваслă кăмăл-туйăмпа çул тытрăм. Конкурса 130 яхăн çамрăк хутшăнчĕ. Пире ултă секцие пайларĕç. Кашниех хăйĕн ĕçĕпе жюри членĕсене паллаштарчĕ. Хăшĕ-пĕри Д.Менделеевăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ, теприсем ăсчахăн ĕç-хĕлне тишкернĕ, эпĕ вара унăн таблиципе кăсăкланса 8-9-мĕш тапхăрти элементсене тишкертĕм, çĕннисене тупса палăртма май пурри çинчен çырса пĕлтертĕм. Ушкăнри конкурсантсен хушшинче пĕрремĕш вырăна тухни мана чăннипех те савăнтарчĕ. Иккĕмĕш тапхăрти тупăшăва хутшăнасса ĕненес те килместчĕ. Тепĕр кунхине хамăрăн ĕçсемпе урăх жюри членĕсене паллаштартăмăр. Тĕпчеве чи пысăк хак пани маншăн кĕтменлĕх пулчĕ.

- Эсĕ пурнăçна ăслăлăхпа çыхăнтарасшăн-и?

- Паллах. Эпĕ хама урăх ĕçре курмастăп. Шкултан вĕренсе тухсан хими факультетне кĕресшĕн. Нумаях пулмасть Мускав патшалăх университечĕн сумлă преподавателĕсен лекцийĕсене итлесе таврăнтăм. Лайăх специалист пулас килет. Çиелтен çеç вĕренни тивĕçтермест мана.

- Вĕренÿре мĕнле ĕлкĕрсе пыратăн?

- “Тăваттă”, “пиллĕк” паллăсем илетĕп. “Виççĕ” те çаклаткалатăп. Маншăн вĕсем пĕлтерĕшлĕ мар. Пуçра ăс, чунра ăнтăлу пулмасан йĕкĕр “иккĕ” лартса пани те пулăшаймĕ. Гимназире çĕнĕ вĕренÿ йĕркипе ăс пухатăп. Ун çинчен чылай çамрăк илтнĕ пулĕ. Кирлĕ предметсене нумайрах вăхăт уйăрассишĕн ытти дисциплинăна килте вĕренетĕп, кайран учительсене экзамен тытса пĕлĕве кăтартатăп. Хальлĕхе кунашкал меслетпе усă куракан сахал. Çитес çулсенче вĕсен йышĕ ÿсесси паллă ĕнтĕ. Ман шухăшпа, педагогăн вĕренекене ăс панисĕр пуçне вĕсен кăмăл-туйăмне ăнланма пĕлмелле. Класри ачасене уйăрнине юратмастăп.

- Хими предметне кăмăлланине маларах асăннăччĕ-ха. Вăл сана мĕншĕн килĕшет?

- Тĕрĕслев ĕçĕсем тунă чухне пĕр-пĕр темăна ачасем лайăх ăнланччăр тесе учитель пире опытсем кăтартать. Шкул программипе килĕшÿллĕн сăнавсем çителеклĕ пулин те манăн вĕсене ытларах тăвас килет. Шел те, хими предметне юратакансем валли ятарлă кружоксем çук. Çавна май килтех аппаланкалатăп. Кăсăклантаракан сăнавсене хам ирттеретĕп.

- Санăн шухăшупа, паянхи çамрăксен хушшинче пулас ăсчахсем пур-и?

- Паллах. Вĕсем кашни çĕршыврах пулма тивĕç. Хăшĕ-пĕри хăйĕн шухăшне палăртма вĕренсе çитеймен-ха, теприсен пурнăç опычĕ çителĕксĕр. Сăмах май, Дмитрий Иванович Менделеев та шкулта япăх вĕреннĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕнче ăс пухма пуçласан тин вăл ăслăлăха парăннă. Хăйĕн таблицине 20 çул тунă. Унăн ĕçĕ чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çăмăл пулман ăна çак тĕпчеве хатĕрлесе çитерме.

- Д.Менделеев хăйĕн ĕç тăсăмне тĕлĕкĕнче курнă теççĕ...

- Паллах, курма пултарнă. Пĕр-пĕр шухăш канăç памасан кирек кам та çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупаймасть ахăр, ыйтăвăн хуравне тупасса шанать. Унăн та çавнашкалах пулнă ĕнтĕ: хăйĕн ĕçĕ çинчен пĕрмай шухăшланăскере тĕлĕрсе кайсан пуласси курăннă-тăр.

- Паянхи хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм интернет технологийĕпе анлă усă курнине мĕнле хаклатăн?

- Ачана компьютер умĕнчен ирĕксĕрлесе хăптарма çук. Шăпăрланăн кун пирки хăйĕнех тавçăрмалла. Енчен те пуçламăш классенче вĕренекен ывăл-хĕрне ашшĕ-амăшĕ компьютер туянса парсан унăн ăс пухас шухăшĕ сĕвĕрĕлме пултарать. Интернетпа тĕллевлĕн усă курма пĕлни çав тери лайăх.

- Тантăшусене мĕн суннă пулăттăн?

- Кашниех çут тĕнчене килсен икĕ парнене тивĕçет: пурнăç тата вăхăт. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ анлă. Темшĕн эпир, çĕр çинче пурăнакансем, çав шутра çамрăксем те, вĕсемпе тĕрĕс усă курма пĕлместпĕр. Пур япалана та вăхăтра пурнăçлама, паянхи кунпа пурăнма хăнăхса çитейместпĕр. Кашнинех пурнăçри хăйĕн вырăнне тупмалла вĕт. Юратнă çĕрте вăй хуни хавхалантарать, çĕнĕ ĕмĕт-тĕллев çуратать.

Любовь ЗУБОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика