Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.20 "Çамрăксен хаçачĕ", Ячĕ те унăн урăхла çырăнать

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Крестина Дедушкинӑпа эпир пӗлтӗр, Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗрсен, паллашрӑмӑр. Тӗлӗнмелле пултаруллӑ та маттур, уҫӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, кирек хӑҫан та ҫынна пулӑшма хатӗр вӑл. Хастар студентка Шупашкара Тутар Республикинчи Пӑва районӗнчи Элшел ялӗнчен ӑс пухма килнӗ. Крестина вӗренӳре яланах малти ретре. Аслӑлӑх-практика конфе-ренцийӗсене хутшӑнать, юрлама, театрта выляма та ӗлкӗрет, сӑвӑсем шӑрҫалать, ЮТВ телеканалпа ҫыхӑну тытать, спортпа та туслӑ вӑл. Ячӗ те унӑн урӑхла ҫырӑнать: Кристина мар, Крестина.

- Епле майпа таҫта та ӗлкӗрме вӑй-хал тупатӑн-ха? Паян сан занятисем хыҫҫӑн телекурава вӗҫтермелле, ыран театра каймалла, унтан материалсене редакцие леҫсе памалла...

-  Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук. Телекуравпа ҫыхӑну тытни, театрпа вокал кружокӗсене ҫӳрени тата ытти мероприятие хутшӑнни  - маншӑн  питӗ пысӑк савӑнӑҫ.   Тен,   ҫавӑнпа   эпӗ   пур ҫӗре те ӗлкӗретӗп. Ҫын хӑйӗн юратнӑ    ӗҫне    кӑна    тӑрӑшса, ывӑнмасӑр пурнӑҫлаять.

- Эсӗ "Ҫӑл куҫ" театра ҫуретӗн. Ҫапла-и? Унта пӗрремӗш хут хӑҫан кайнӑ?

-  Ҫав театра пӗрремӗш курсранах ҫӳретӗп. Выляма арҫын ача   ролӗнчен   пуҫларӑм.   Ҫакӑ мана пӗрре те чӑрмав кӳмерӗ, кружок ертуҫи Галина Моисеевна   Скворцова    каланӑ   тӑрӑх, артистӑн   тӗрлӗ   роле   выляма пӗлмелле. Сӑнарӗ пӗчӗкех пулмарӗ, тӗп герой тесе капасан та йӑнӑш мар. Паллах, пӗрремӗш хут  ҫӑмӑлах  мар,   ҫапах  роле кӗме   тӑрӑшрӑм.   Арҫын   ачан туйӑмӗсене тӗрӗсех уҫса кӑтартрӑм пулӗ.

-  Сцена ҫине мӗн ачаранах  тухатӑн-и? Пӗлтӗр "Кӗмӗл сасӑ" фестивале хутшӑнтӑн. Чӑваш юррисене шӑрантаратӑн. Сассу чӑннипех тыткӑна илет...

-  "Пирӗн пуласлӑх" номинацире палӑртӑм. Ку   пӗрремӗш   пысӑк

ҫитӗну пулчӗ. Сасса малалла аталантарас тӗллевпе "Нюанс" ушкӑна ҫӳретӗп. Пӗрремӗш хут хапӑх умне 4-мӗш класра тухрӑм, чӑваш юррине шӑрантартӑм. Ҫакӑнтан пуҫлаичӗ те ӗнтӗ манӑн сцена пурнӑҫӗ.

- Вӗренме вӑхӑт ӑҫтан тупатӑн-ха? Ҫӗрӗпе алӑра кӗнеке тытса ларма тиветтӗр?

-   Пӗлӳ пухма ҫӑмӑлах мар паплах. Ҫапах эпӗ ӑна пӗрремӗш вырӑна хума тӑрӑшатӑп. Ҫӗрӗпе ларни   те   пулкалать,   хӑш-пӗр чухне   ҫул   ҫинче   те   кӗнеке вулатӑп. Атте-аннене те савӑн-тарас килет, ҫавӑнпа сессие чи лайӑх паллӑсемпе вӗҫлеме тӑрӑшатӑп.

- Эсӗ сӑвӑсем шӑрҫалатӑн...

-  Ҫыратӑп, вӗсене эпӗ поэтсен хушшинче те вуланӑ. Чуна йывӑр самантсенче алла ручка тытатӑп, ҫавӑнпа чылайӑшӗ хурлӑхлӑ.  Паллах,  савӑк туйӑмлисем   те   пур.   Паянхи   кун   чи кӑсӑклӑ тема маншӑн - тӑван тӑрӑх. Мӗншӗн тесен эпӗ унта час-часах   ҫитсе   килейместӗп, питӗ тунсӑхлатӑп.

-    Журналист    профессине мӗншӗн суйларӑн?

-  Пӗр енчен мана гуманитари ӑслӑлӑхӗсем   питӗ   килӗшеҫҫӗ. Шкул саккинченех литературӑна кӑмӑллатӑп. Тепӗр енчен журналистика -  пултарулӑх профессийӗ.

Олеся КУВАЙСКАЯ, Кристина АЛЕКСАНДРОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика