Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.20 "Çамрăксен хаçачĕ", Малашлăхшăн пăшăрханакан çамрăксен тĕл пулăвĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗн нумай функциллӗ залӗнче "Ял яш-кӗрӗмӗпе хӗр-упраҫӗ - Чӑваш Ен тӗрекӗ" форум иртрӗ. Пӗрремӗш хут иртекен слета Раҫҫейри Ҫамрӑксен ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулне халалланӑ. Ана Ял хуҫалӑх ӗҫченӗн кунӗнче йӗркелени те ахальтен мар: ял-салара ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ҫӗр ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, унта пурӑнакан йӗкӗтсемпе хӗрсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене палӑртас тӗллевпе пуҫарнӑ мероприятие ял хуҫалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм, хӑйсен ӗҫне тин ҫеҫ йӗркеленӗ фермерсем, общество пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, депутатсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

РЕСПУБЛИКӐН тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 100 ытла ҫамрӑк ӳсекен ӑру хулана мӗншӗн туртӑннине, ялта кил-ҫурт ҫавӑрма пикеннисем йывӑрлӑхсене мӗнле парӑнтарнине, тӑван тӑрӑхра хӑйӗн бизнесне уҫма тӗллев лартнисен мӗн-мӗн асра тытмаллине сӳтсе яврӗҫ. Форум ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелени пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗ: хӗрсемпе каччӑсем кичем докладсем тумарӗҫ, пӗрле канашласа вӑл е ку ыйтӑвӑн хуравне шырарӗҫ, ҫамрӑксен шухӑшне министерствӑпа тӗрлӗ ведомствӑра тӑрӑшакансенчен йӗркеленӗ эксперт комиссийӗ хакларӗ. "Ялта тӗпленсе пурӑнма кӑмӑл пур-и?" ыйтӑва 65-ӗн "ҫапла", 11 -ӗн "ҫук" хурав пачӗҫ. Пӑрачкав районӗнче ҫуралса ӳснӗ Сергей Андреев паян ял хулапа тан аталаннине палӑртрӗ: "Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче 5 ҫул пӗлӳ пухнӑран ҫирӗплетсех калатӑп: тӑван тӑрӑхшӑн ҫав тери тунсӑхларӑм, ал усса лармасан ял-салара та ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма пулать, унти пурнӑҫ, хуларипе танлаштарсан, чылай илӗртуллӗрех, кӑсӑклӑрах". Ҫав вӑхӑтрах Куславккара пурӑнакан пӗр яш /ятне палӑртмарӗ/ ҫар комиссариачӗсене, больницӑсене, налук инспекцийӗсене пӗрлештерни чӑрмав кӑларса тӑратнине каларӗ.

Уҫӑ калаҫӑва хутшӑннӑ ҫамрӑксен 80 проценчӗ ^тӑван тӑрӑхра хӑйсен бизнесне уҫма май-меслет ҫителӗклине асӑнчӗ. Борис /хушаматне палӑртмарӗ/ 22 ҫултах хӑйӗн ӗҫне пуҫарни пирки каласа кӑтартрӗ. "Бизнесмен пулае тесен макӑрса ҫӳремелле мар, йывӑр пулсан та аталанма майсем тупмалла. Пуҫаруллисем, ҫынпа калаҫма пӗлекеннисем, малашлӑхран хӑра-маннисем ҫеҫ пысӑк ҫитӗнӳ тӑваяҫҫӗ", -терӗ вӑл. Пухӑннисем те, экспертсем те унӑн шухӑшӗпе килӗшрӗҫ. "Ялта кашниех кил-ҫурт ҫавӑраять-и?" ыйтӑва, шел те, 35 яш-хӗр "ҫук" тесе хуравларӗ. Ҫакна вӗсем пахча ҫимӗҫ, тыр-пул, аш-какай йӳнӗ, строительство материалӗсем хаклӑ пулнипе сӑлтавларӗҫ. Экспертсенчен пӗри, ЧР ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Сергей Димитриев, кризис вӑхӑтӗнче ҫурт хӑпартма меллӗ пулнине палӑртрӗ. "Строительство материалӗсене халӗ ҫав тери йӳнӗпе сутаҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, кризисчен пӗр михӗ цемент 450 тенкӗ тӑнӑ пулсан паян 150-180-па та тупса илме май пур. Выльӑх-чӗрлӗх ытларах усрама тӑрӑшмалла. Эпӗ те сыснасем тытатӑп", - терӗ. Ку сӑмахсемпе Иван Сидякин фермер килӗшмерӗ. "Кризис пуҫланнӑранпа строительство материалӗсем кӑна мар, ял хуҫалӑх продукцийӗн хакӗ те палӑрмаллах чакрӗ. Аш-какая йӳнӗпе пуҫтараҫҫӗ, ҫӗр улмипе тӗш тырӑ пирки каламастӑп та", - терӗ вӑл. Пур пӗрех экспертсем кил-ҫурт ҫавӑрма ялта пурӑнакан специалистсене тавӑрса памалла мар субсиди панине, ҫӑмӑллӑх кредичӗ илме май пуррине ӑнлантарсан 5 ҫамрӑк хӑйӗн шухӑшне улӑштарчӗ.

Пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн республикӑн тӗрлӗ район-хулинчен ҫитнӗ ҫамрӑксем резолюци йышӑнчӗҫ.

Форумӑн иккӗмӗш пайӗнче регион шайӗнче иртнӗ "Профи - 2009" конкурса пӗтӗмлетрӗҫ. Чӑваш Енри Ӗҫлекен ҫамрӑксен чи лайӑх пӗрлешӗвӗсемпе канашӗсене, вӗсен чи пултаруллӑ ертуҫисене Николай Федоров Президент Дипломпа чысларӗ. "Ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен чи лайӑх канашӗ" номинацире Шӑмӑршӑ районӗнчи Васан ял тӑрӑхӗн канашӗ ҫӗнтерчӗ. "Ӗҫлекен ҫамрӑксен чи лайӑх канашӗ" номинацире Ҫӗнӗ Шупашкарти "Химпром" АУОра вӑй хуракан каччӑсемпе хӗрсен ӗҫне палӑртрӗҫ. "Чи пултаруллӑ ертӳҫӗ" ята "Электроприбор" заводри ҫамрӑк специалистсен канашӗн пуҫлӑхӗ Светлана Баранова тата Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ял тӑрӑхӗ ҫумӗнчи канаш хастарӗ Сергей Ильин тивӗҫрӗҫ.

- Кунта республика аталанӑвӗшӗн, ун пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакак ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Эсир хӑвӑр тӑрӑхри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлетӗр, тӗрӗс тӑватӑр. Район центрӗсенче кӑна мар, ялсенче те спорт керменӗсем хута яратпӑр, кашни ял патне ҫити ҫул сарма вӑй ҫитертӗмӗр. Тӗслӗх библиотекӑсем, ҫемье практикин офисӗсем, культура ҫурчӗсем уҫатпӑр -йӑлтах сирӗн валли. Ял ҫыннин тӑрӑшу-лӑхӗсӗр хула та аталанаймасть. Тӑван тӑрӑхрах капмар ҫурт ҫӗклеме май тупӑр. Патшалӑх кил-ҫурт ҫавӑрма кирлӗ укҫа-тенкӗн 70 процентне саплаштарать, -палӑртрӗ Николай Васильевич мала тухни-сене саламланӑ май.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Автор тата Г. ВЕРБЛЮДОВ сӑн ӳкерчӗкӗсем.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика