Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.13 "Çамраксен хăçачĕ", "Ачасемпе нухрат пухассишĕн ĕçлеместĕп"

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Республикӑра ҫамрӑксене хавхалантарас тӗлӗшпе тӗрлӗ мероприяти йӗркеленет. "Ҫулталӑк вожатӑйӗ" конкурс та кӑҫал иккӗмӗш хут хӑйӗн тавра пултаруллӑ хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме пуҫтарчӗ. Тупӑшӑва "Арт-студи", "ВесельЧаКИ", "Прайм-Тайм", "Шӑрӑх", "Лето нон стоп", "Тинӗс чарланӗ", "Мачча" тата "Робинзонсем" отрядсен вожатӑйӗсем хутшӑннӑ. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшне ача-пӑча лагерӗнче ӗҫлекен ҫамрӑксенчен кашниех "Супер вожатӑй" конкурса хутшӑнма пултарнӑ. Чи пултаруллӑ 20 яш-хӗр иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Ку тупӑшу вожатӑй портфолионе хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ. Ӑна вӗсем фотоотчетпа, кану лагерӗнчи ачасен аса илӗвӗсемпе, вожатӑй дневникӗпе, отряда йӗркелесе пымалли программӑпа, сӑнавсемпе тата сӗнӳсемпе пуянлатнӑ. "Шӑрӑх" отряд хастарӗ Алексей Смирнов маларах асӑннӑ ӗҫе пуринчен лайӑхрах пурнӑҫланӑ. Конкурса ӗҫ бригадисен республика фестивалӗ тӑснӑ. Асталӑх класӗсем йӗркеленнӗ унта. Финала 8 ҫамрӑк тухнӑ. Юлашки тупӑшу ача-пӑча кану лагерӗ валли тематика планне хатӗрлессипе ҫыхӑннӑ. Жюри членӗсен умӗнче хӗрсемпе каччӑсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ятне "Мачча" отряд командирӗ Вадим Сметанин тивӗҫнӗ. Ана вунӑ пин тенкӗлӗх премипе хавхалантарнӑ. Республикӑри чи хастар вожатӑйпа тӗл пулса калаҫма тӗв турӑмӑр.

ВАДИМ Чӑваш Енре ҫуралса ӳсмен, вӑл Казахстанри Целиноград /халӗ Астана/ хулинче кун ҫути курнӑ. Темиҫе ҫул унта пурӑннӑ хыҫҫӑн ҫемйи Улатӑра пурӑнма куҫса килнӗ. Хулари тӗп шкултан вӗренсе тухсан йӗкӗт ял хуҫалӑх техникумӗнче юрист специальноҫне алла илнӗ. Вӑтам пӗлӳ илни ҫеҫ ҫителӗксӗр пулнине туйса Мускав гуманитарипе экономика институчӗн Шупашкарти филиалне кӗнӗ. "Шкулта вӗреннӗ чухнех мӗн пур ҫӗнӗлӗхпе интересленме юрататтӑм, музыка уйрӑмне ҫӳреттӗм, спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнаттӑм, пӗр мероприяти те мансӑр иртмен", - ачалӑх ҫулӗсене аса илчӗ Вадим.

2007 ҫулта вӑл педагогика отрячӗн ушкӑнне кӗнӗ. Ҫав ҫулах Краснодар крайӗнчи "Дубравушка" кану лагерне ӗҫлеме кайнӑ. Вожатӑй тивӗҫӗсене кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ май ачасем унран хӑпма пӗлмен. Вӑл пуринпе те пӗр чӗлхе хӑвӑрт тупма пӗлни, шӑпӑрлансене ӑнланни, савӑнтарма пултарни легерьте вӑй хуракансене килӗшнӗ. "Ку тӑрӑхри тавралӑх та, тӗрлӗ ҫӗршывран канма килнӗ ачасем те кӑмӑла ҫӗклерӗҫ. Ҫакна ытараймасӑрг 4 смена ӗҫлерӗм. Пушӑ вӑхӑтра экскурсие ҫӳрени тавра курӑма анлӑлатма пулӑшрӗ, студент вӑхӑтӗнче таҫта та ҫитес килетҫке. Инҫе ҫула тухиччен икӗ кун юлсан ӑнсӑртран алла амантрӑм. Илсе каймасран шикленнӗччӗ. Ҫине тӑнипе ӗмӗтӗм пурнӑҫланчӗ. Суран пӗр уйӑх ыратрӗ пулин те хаваслӑ ачасен сасси

хавхалантарчӗ", - пӗлтерчӗ каччӑ пир-вайхи лагере аса илнӗ май.

Вожатӑй пулма ҫӑмӑл мар паллах. Пур ҫамрӑк та унӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаймасть. Тӗрлӗ наци ачисен хушшинче туслӑх, ӑшӑ кӑмӑллӑ хутшӑнусем хуҫаланччӑр тесен самаях тӑрӑшма тивет. Нумайӑшӗ ют ҫӗрте макӑрма, урӑх климата пула чирлеме пуҫлать. Кашни шӑпӑрланӑн пӳҫӗнче тӗрлӗ шухӑш явӑнать. Хӑшӗ-пӗри ашшӗ-амӑшӗ ҫумра ҫук чухне пирус мӑкӑрлантарса пӑхма, ҫын енчӗкне йӑкӑртма, усал ӗҫ тума хӑтланать. Вожатӑйӑн вара ачасене ҫак киревсӗрлӗхсенчен хӑтармалла. Мӗнле те пулин пӑтӑрмах сиксе тухсан аслисем айӑпне тӗпренчӗкре мар, лагерьте ӗҫлекенсенче шыраҫҫӗ, сӑмахлаҫҫӗ. Кун пирки Вадим ҫапла ҫирӗплетрӗ: "Ҫӗр ҫинче пурте расна. Кашнинех хӑйӗн пурнӑҫ йӗрки, ӗҫӗ, тӗллевӗ. Вожатӑйӑн тӗп тивӗҫӗсенчен пӗри - ачасене кӗске вӑхӑтрах пӗр туслӑ ҫемьене пуҫтарасси. Ҫулсем иртсен ҫак ушкӑнри тантӑшсем лагерьти самантсене ырӑпа аса илсен тем пекехчӗ. Хамӑн ӗҫе юратса пурнӑҫлатӑп: нухрат пухассишӗн мар, чун канӑҫӗшӗн. Кунта ачасен психологийӗпе ҫывӑхрах паллашма, вӗсен кашни хусканӑвне пӗлме май пур. Вожатӑйра ӗҫлени - пурнӑҫ шкулӗ".

Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупманни, кунӗпе чупса ҫӳренипе тӑван тӑрӑха таврӑниччен 56 килограмм таран начарланни, ачасене вӑхӑтра ҫывӑрма вырттарманшӑн пуҫлӑхсем ятланине итлени чылай хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме ҫирӗп кӑмӑллӑ, тӳрӗ чунлӑ, ӗҫе тӗрӗс те васкавлӑ пурнӑҫлама хӑнӑхтарать. Вожатӑй ӗҫне пуҫӗпех парӑннӑ май хӑшӗ-пӗри пасара кайсан хӑйӗн валли мар, ҫитес ҫул каллех ачасемпе тӗл пуласса шанса кирлӗ-кирлӗ мар туянса енчӗке пушатать. Шӑпӑрлансем хӑйсен сӗнӗвӗсене, кӑмӑл-туйӑмне ҫырса хӑварччӑр тесе футболкӑсем туянакан та, хваттере-ҫурта юсанӑ хыҫҫӑн юлнӑ обоя лагерьте плакатсем тума илсе каякан та пур иккен. Ку хӑйне майлӑ "чир" тесен те юрать. Вадимӑн та пурнӑҫӗнче ун пек тӗслӗх пӗрре мар пулнӑ: пӗррехинче пушмак илме кайсан ачасене илӗртме пултаракан япалана курнӑ та туянмасӑр пӑрӑнса утайман.

Ҫамрӑксене ялан пӗр ӗҫре тӑрмашни йӑлӑхтармасть-и?" - тесе ыйтсан Вадимӑн хуравӗ ҫапларах пулчӗ: "Манӑн юлташсен хушшинче 40 ҫултан иртнисем те пур, вӗсем ҫаплах вожатӑйра ӗҫлеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри ҫу кунӗсенче ятарласа отпуск илсе ачасем патне каять.

Ҫемье чӑмӑртансан, паллах, татса памалли ыйту нумайланать. Кӗвӗҫ арӑм ҫаклансан ниҫта та ура ярса пустармӗ. Аслӑ шкулта юлашки ҫул вӗренетӗп. Часах алла диплом илме вӑхӑт ҫитӗ. Хамӑн профессие юрататӑп, ҫавӑнпа икӗ ӗҫре ӗлкӗрсе пыма тӑрӑшӑп".

Вадим "Мачча" педагогика отрячӗн командирӗнчӗ ҫулталӑха яхӑн ӗҫлет. Ҫамрӑксем ҫак ушкӑна вунӑ ҫул каяллах йӗркеленӗ. Ячӗ те малтанхиех сыхланса юлнӑ. Ытти отряд ҫу кунӗсенче лагерьте вожатӑйра ӗҫлеме пултаракан хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме хатӗрлет тӗк "Мачча" ҫамрӑкӗсем ача ҫурчӗсене, ҫул ҫитменнисен вӑхӑтлӑх центрне, чирлӗ шӑпӑрлансем патне тӑтӑшах тухса ҫуреҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ мероприятие явӑҫтараҫҫӗ, ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫитӗне-кенскерсене савӑнӑҫ парнелеҫҫӗ.

Пушӑ вӑхӑтра Вадим юлташӗсемпе тӗл пулма, совет кинофильмӗсене пӑхма, кӗнеке вулама юратать. Интернет урлӑ лагерьти юлташӗсемпе ҫыхӑну тытать. Вӗсем ӑна хӑйсем ҫинчен тӑтӑшах аса илтерсе тӑраҫҫӗ-мӗн.

Вадима ачасемпе ӗҫлени, ахӑртнех, хӑйӗн пулас пепкисене те тӗрӗс воспитани пама пулӑшӗ, мӗншӗн тесен вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ, тавра курӑмӗ ӑна ҫывӑх. "Шӑпӑрлансен хушшинче ҫав тери пултаруллисем, тавҫӑруллисем пур. Хӑш чухне тӗлӗнетӗп эпӗ вӗсен калаҫӑвӗнчен: мӑн ҫын пекех пуплеҫҫӗҫке. "Ашшӗ-амӑшӗ ӑсчахсем-ши?" - шухӑшлатӑп ӑшӑмра".

"Ҫулталӑк вожатӑйӗ - 2009" ята ҫӗнсе илнӗ ҫамрӑк малашне те хӑйӗн пултарулӑхне аталантарасшӑн. Хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме кӑмӑл пулсан "Мачча" отряда кӗме чӗнчӗ. Паянхи хӗрсемпе каччӑсене спортпа туслӑ пулма, общество пуҫарӑвӗсене хастар хутшӑнма, ырӑ ӗҫсем тума, яланах лайӑх кӑмӑлпа ҫӳреме сӗнчӗ. "Пуласлӑх - ҫамрӑксен аллинче", - тенипе килӗшет вӑл, ҫавӑнпа хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ ят хӑварассишӗн тӑрӑшать.

ЛюбовьЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика