Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.14 "Чăваш хĕрарăмĕ", Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли – район хаçачĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Шупашкарти Калинин райадминистраци пуҫлӑхӗ О.Биркжов - тӗлӗнмелле етрӳҫӗ. Вӑл пуҫарнипе, ҫине тӑнипе район ҫамрӑкӗсем валли ятарласа "МолодежКа" хаҫат тухма пуҫланӑ. Кунӗпе вун-вун ыйтӑва татса пама тивсен те пуҫлӑх яшкӗрӗмпе хӗр-упраҫ пурнӑҫӗпе кӑсӑклансах тӑрать, хаҫатӑн кашни страницине хӑй тишкерет. Ҫакӑ - пушӑ сӑмах мар. Хӑй умӗнчи компьютерӗн пускӑчӗсене шаклаттарса Олег Борисович кӑларӑмӑн ҫӗнӗ номерӗпе кӑмӑлласах паллащтарчӗ. Хаҫата хатӗрлесе кӑларас ӗҫре вӑй хуракан Татьяна Капранова ҫакна пӗлтерчӗ:

- Эпир хальлӗхе пӗчӗкха, уссе ҫитеймен - ҫавӑнпа та "ача садне кӑна ҫӳретпӗр". Малалла аталанатпӑр паллах. Вӑхӑт иртнӗ май хӑйне евӗрлӗ журнал кӑларма ӗмӗтленетпӗр.

Хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ 2008-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче  кун ҫути  курнӑ.

"МолодежКа" тӗллевӗ паллӑ: ҫамрӑксен тӗрлӗ юхӑмне пӗрлеш-термелле, пурнӑҫ ҫине мӗнле куҫпа пӑхнине, йывӑрлӑхӗсене тишкермелле, пултарулӑх енчен аталанма май туса памалла.

Ҫамрӑксене туслӑ пӗр ушкӑна пухассишӗн сахал мар вӑй хураҫҫӗ кунта. Ҫакна пӗр-икӗ ҫын ҫеҫ пурнӑҫа кӗртейменни паллах ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та районти аслӑ, вӑтам шкулсен тата техникумсен етрӳҫисене те явӑҫтараҫҫӗ. Вӗсемпе пухӑнса канашлаҫҫӗ, ҫӗнӗлӗхсене сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫамрӑксемпе те час-часах тӗл пулусем ирттереҫҫӗ. Райадминистраци ҫумӗнчи Ҫамрӑксен правительствин членӗсем ыттисене те общество ӗҫне явӑҫтарма тӑрӑшаҫҫӗ.

- Ҫамрӑксен хушшинче хас-таррисем яланах тупӑнаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах пуҫарусӑррисем те пур. Шӑпах ҫавсене "вӑратассишӗн" тапалантпӑр та. Тӗрлӗ конкурс, фестивальсем ирттеретпӗр. Ҫӗнӗ юхӑмсем йӗркелетпӗр. Паллах, хавхалантарма та манмастпӑр, -каласа кӑтартать "МолодежКа" координаторӗ Т.Капранова.

Районта каччӑсемпе хӗрсем валли Ҫамрӑк лидерсен шкулне йӗркеленӗ. Аслӑ шкулсенче пӗлӳ пухакансем кӗреҫҫӗ унта. Пӗчӗкреххисем валли вара ачасен пултарулӑх центрне уҫнӑ.

Пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлетпӗр. Пуласлӑх - ҫамрӑксен аллинче. Яш-кӗрӗмре лидер пахалӑхӗсене аталантармалла, -палӑртать шухӑшне Татьяна.

Хаҫат Калинин районӗнчи хыпарсемпе ҫеҫ мар, хулара пулса иртекен ӗҫ-пуҫпа та паллаштарать вулакана. Кӑларӑмӑн редакци канашӗ пур. "МолодежКӑна" кун ҫути курма корреспондентсем пулӑшаҫҫӗ. Камӑн ҫырма кӑмӑл пур - ҫавӑ шӑрҫалать. Шкул ачисем те, студентсем те, ахаль ҫынсем те, тӗрлӗ учрежденире вӑй хуракансем те ҫамрӑксен кӑларӑмӗпе хаваспах ҫыхӑну тытаҫҫӗ.

 

Татьяна НАУМОВА

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика