Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.14 "Хыпар", Çамрăксен малашлăх çулĕ такăр

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ӗнер Чӑваш оперӑпа балет театрӗн нумай функциллӗ залӗнче "Ял яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ - Чӑваш Ен тӗрекӗ" форум иртрӗ. Пӗрремӗш хут иртекен слета Раҫҫейри Ҫамрӑксен ҫулталӑкне тата Чӑваш Республикинчи Ҫӗр ӗҫчецӗн ҫулне халалланӑ. Ӑна Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗнче йӗркелени ахальтен мар: ялта ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑксем ҫӗр ӗҫӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ, унта пурӑнакан яшсемпе хӗрсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене палӑртас тӗллевпе пуҫарнӑ мероприятие ял хуҫалӑх тытӑмӗнче вӑй хуракан хӗрупраҫпа яшкӗрӗм, хӑйсен ӗҫне тин ҫеҫ йӗркеленӗ фермерсем, общество пӗрлешӗвӗсен хастарӗсем, депутатсемпе студентсем хутшӑнчӗҫ.

Республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ 100 ытла ҫамрӑк ӳсекен ӑру хулана мӗншӗн туртӑннине, ялта кил-ҫурт ҫавӑрма пикеннисем йывӑрлӑхсене мӗнле парӑнтарнине, тӑван тӑрӑхра хӑйӗн бизнесне уҫма тӗллев лартнисен мӗн-мӗн асра тытмаллине сӳтсе яврӗҫ. Форум ӗҫне ҫӗнӗлле йӗркелени пухӑннисен кӑмӑлне ҫӗклерӗ: хӗрсемпе каччӑсем кичем докладсем тумарӗҫ, пӗрле канашласа вӑл е ку ыйтӑвӑн хуравне шырарӗҫ, ҫамрӑксен шухӑшне министерствӑпа тӗрлӗ ведомствӑра тӑрӑшакансенчен йӗркеленӗ эксперт комиссийӗ хакларӗ.

"Ялта тӗпленсе пурӑнма кӑмӑл пур-и?" ыйтӑва 65-ӗн "ҫапла", 11-ӗн "ҫук" хурав-ларӗҫ. Пӑрачкав районӗнче ҫуралса уснӗ Сергей Андреев паян ял хулапа тан аталаннине палӑртрӗ: "Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче 5 ҫул пӗлӳ пухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетсех калатӑп: алла усса лармасан ял-салара та ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнма пулать, унти пурнӑҫ, хуларипе танлаштарсан, чылай илӗртуллӗрех, кӑсӑклӑрах". Ҫав вӑхӑтрах Куславккара пурӑнакан пӗр яш /ятне палӑртмарӗ/ ҫар комиссариачӗсене, больницӑсене, налук инспекцийӗсене пӗрлештерни чӑрмав кӑларса тӑратнине каларӗ.

Уҫӑ калаҫӑва хутшӑннӑ ҫамрӑксен 80 проценчӗ тӑван тӑрӑхра хӑйсен бизнесне уҫма май-меслет ҫителӗклине асӑнчӗ. "Ялта кашниех кил-ҫурт ҫавӑраять-и?" ыйтӑва, шел те, 35 яш-хӗр "ҫук" терӗ. Ҫакна вӗсем пахча ҫимӗҫ, тыр-пул, аш-какай йӳнӗ, строительство материалӗсем хаклӑ пулнипе сӑлтав-ларӗҫ. Анчах экспертсем ҫурт ҫӗклеме ялта пурӑнакан специалистсене тавӑрса памалла мар субсиди панине, ҫӑмӑллӑх кредичӗ илме май пуррине ӑнлантарсан 5 ҫамрӑк хӑйӗн шухӑшне улӑштарчӗ.

Пӑшӑрхантаракан ыйтусене татса панӑ хыҫҫӑн республикӑн тӗрлӗ район-хулинчен ҫитнӗ ҫамрӑксем резолюци йышӑнчӗҫ.

Форумӑ н иккӗмӗш пайӗнче регион шайӗнче иртнӗ "Профи -2009" конкурса пӗтӗм-летрӗҫ. Чӑваш Енри Ěҫлекен ҫамрӑксен чи лайӑх пӗрлешӗв-ӗсемпе канашӗсене, вӗсен чи пултаруллӑ ертӳҫи-сене Николай Федоров Президент Дипломпа чысларӗ.

- Кунта республика аталанӑвӗшӗн, ун пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Эсир хӑвӑр тӑрӑхри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ырми-канми ӗҫлетӗр. Тӗрӗс тӑватӑр. Район центрӗсенче кӑна мар, ялсенче те спорт керменӗсем хута яратпӑр, кашни ял патне ҫити ҫул сарма вӑй ҫитертӗмӗр. Тӗслӗх библиотекӑсем, ҫемье практикин офисӗсем, культура ҫурчӗсем уҫатпӑр - йӑлтах сирӗн валли, - палӑртрӗ Николай Васильевич. -Паян Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунне паллӑ тӑватпӑр. Сире шӑпах ҫак уявра ҫакӑнта пухни пӗлтерӗшлӗ: ял ҫыннин тӑрӑшулӑхӗсӗр хула  та  аталанаймасть.   Тӑван  тӑрӑхрах капмар ҫурт ҫӗклеме май тупӑр. Патшалӑх кил-ҫурт ҫавӑрма кирлӗ укҫа-тенкӗн 70 процентне саплаштарать.

Ял ҫамрӑкӗсене ура ҫине тӑма пулӑшнӑшӑн "Профи - 2009" конкурсӑн "Ял тӑрӑхе ҫумӗнчи канашӑн чи пултаруллӑ ертуҫи" номинацийӗнче ҫӗнтернӗ Сергей Ильин тав сӑмахӗ каларӗ.

- Ялта пурӑнма паян пӗтӗм услови пур. Унӑн пуласлӑхӗ - ҫамрӑксенче. Йӗрекенни йӗтӗр, пирӗн ҫула ан пӳлтӗр. Кӗҫех эпир Европӑпа та танлашӑпӑр, - терӗ Йӗпреҫ районӗнчи Туҫа каччи.

Дмитрий МОИСЕЕВ.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сӑн ӳкерчӗкӗ

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика