Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.06 "Ачалӑха тавӑрар" (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномо-чиллӗ представителӗ Г.Рапота пуҫарнипе Мускавра Ача ҫурчӗсене пулӑшмалли тата ашшӗ-амӑшӗ пӑхса усраман ачасене пурнӑҫа хӑнӑхтармалли "Ачалӑха тавӑрар" коорди-наци проекчӗн Попечительсен канашӗн пирвайхи ларӑвӗ иртнӗ. Унта Попечительсен канашӗн членӗсемсӗр пуҫне ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем те /вӗсем Атӑлҫи округӗнчи 5 регионта пур ӗнтӗ/ хутшӑннӑ.

Ларӑва уҫнӑ май Г.Рапота проект мӗнле ҫурални, унӑн тӗллевӗсем ҫинчен каласа панӑ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ачасен социаллӑ адаптацийӗн тытӑмӗ, полпред шучӗпе, анлӑ пулмалла: ачасене интернат хыҫҫӑн та пӑрахмалла мар, ача ҫурчӗсен ҫемье модельне аталантармалла.

Атӑлҫи округӗнче ашшӗ-амӑшӗ пӑхса усраман ача йышлӑ: 350 учрежденире - 22 пин ытла ача. Вӗсенчен 25% воспитани илме ҫемьесене параҫҫӗ. Ку - федераци округӗсенчи чи пысӑк кӑтарту. Ларура ача ҫурчӗсенчен каякан ҫамрӑксен социаллӑ ыйтӑвӗсене татеа парассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене те тишкернӗ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем хӑйсене хваттерпе тивӗҫтерессе вӑтамран 41 уйӑх кӗтеҫҫӗ. Тепӗр чух ҫак вӑхӑт 7-8 ҫула та ҫитет.

Пухӑннисем ларура панӑ сӗнӳсемпе ӗҫре усӑ курмаллине, проекта пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ опыта округӑн мӗн пур регионӗнче сармаллине палӑртнӑ.

К.Иванов

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика