Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.06 "Ҫамрӑк ҫемье" центр шанчӑк ҫуратать (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Мӑшӑр уйрӑлни тӗрлӗ сӑл-тавран килет. Пӗрремӗшӗ -мӑшӑр хушшинчи ӑнланулӑх ҫукки, кашниех ҫемье пуҫӗ пулма тӑрӑшни. Паян кил-ҫуртри мӗн пур ыйтӑва хӗрарӑм татса пани пирки тӑтӑшах илтме тур килет. Иккӗмӗшӗ - пурнӑҫа йӗркелесе пыма укҫа-тенкӗ ҫитменни. Ку квалификацисӗр специалистсен шалӑвӗ пӗчӗккипе те ҫыхӑннӑ. Ҫемьене арканасран чылай чухне ҫут тӗнчене килнӗ пепке, ҫутӑ пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленни ҫеҫ сыхласа хӑвараяҫҫӗ. Маларах асӑннӑ пӑтӑрмахсене тӗпе хурса ҫамрӑксем халӗ мӑшӑрланма та васкамаҫҫӗ. Май пулсан пӗрле пурӑнса пӑхма шухӑш тытакан та нумай. Статистика кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, кунашкал ҫемьесен йышӗ - 20 процент, вӗсенчен пӗрре виҫҫӗмӑш пайӗнче ача ҫуралать. Шел те, саккунлӑ арӑмӗпе упӑш-ки пулса тӑнисем те чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн уйрӑлнӑ тӗслӗхсем тӗл пулаҫҫӗ. Ку хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм ҫемье чӑмӑртама хатӗр пулманнинчен те килет. Ҫунатлӑ яшлӑхпа киленмесӗрех ҫемье ҫавӑрма психологсем те сӗнмеҫҫӗ. Пурнӑҫ пӗр йывӑрлӑх-сӑр иртмест ӗнтӗ. Чылайӑшӗ уйрӑлнин сӑлтавне пурӑнмалли кӗтес ҫуккипе ҫыхӑнтарать. Чӑннипех те, ку ҫивӗч ыйту, анчах ӑна ҫӗнтерме пулать-ҫке.

Патшалӑх ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшас тӗлӗшпе тӗрлӗ социал-лӑ служба, центр, пӗрлешӳ йӗрке-лет. Акӑ Чӑваш Енре пилӗк ҫула яхӑн "Ҫамрӑк ҫемье" общество юхӑмӗ ӗҫлет. Тӗрлӗ мероприяти йӗркелет вӑл: конференцисем, семинарсем... "Ҫамрӑк ҫемье" республика шайӗнчи конкурса та ҫак юхӑм ҫине тӑнипе пуҫарнӑ, ҫулла ача-пӑча кӳмисен фестивальне ирттерчӗҫ. Ҫак пӗрлешӳ хастарӗсем хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме хӑйсем йӗркелекен мероприятисене куллен хутшӑнма хистеҫҫӗ, вӗсен пурнӑҫне лайӑх-латассишӗн пӗрмай тӑрӑшаҫҫӗ. Нумай пулмасть "Ҫамрӑк ҫемье" общество юхӑмӗн тепӗр пуҫа-рӑвӗ пурнӑҫа кӗчӗ. Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче консультаци ценрӗ уҫӑлчӗ. Йывӑр лару-тӑрӑва ҫак-ланнӑ мӑшӑрсем малашне асӑн-нӑ центра килсе специалистсем-пе канашлама пултараҫҫӗ. Вӗсе-не кунта тӗрӗс те тулли хуравсем парӗҫ, ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса пама патшалӑх пулӑшӑвӗпе

мӗнлерех усӑ курма май пуррине ӑнлантарӗҫ. Уҫӑлнӑ центрӑн тӗллевӗсемпе вулакана паллаш-тарас тӗлӗшпе "Ҫамрӑк ҫемье" юхӑмӑн председателӗпе Виталий Никоноровпа курса калаҫрӑмӑр.

- Виталий Славинович, уҫӑлнӑ центр хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗме мӗнлерех пулӑшу парӗ?

- Паянхи лару-тӑрура, тӗнче-ре финанс кризисӗ хуҫаланнӑ тапхӑрта, уйрӑмах пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерес ыйтӑва татса пама йывӑр. Чылайӑшӗ ку енӗпе патшалӑх пулӑшу панине пӗлмест. Теприсем вара документсем пух-ма хал ҫитереймеҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри: "Пире кунашкал ырлӑх пур пӗрех ҫакланмасть", - тет те алӑ сулать. Кӑмака ҫинче выртнипе ҫеҫ пӳрте ӑшӑтаймӑн-ҫке-ха, вӑй хумасӑр ҫурт та купаланмасть. Темшӗн паянхи ҫамрӑксем ҫакна ӑнланасшӑн мар. Атте-анне ҫумра чухне мӗн пур ӗмӗт пурнӑҫа кӗрсе пыни малашне те ҫаплах пуласса ҫирӗплетмест-ҫке. Ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртансан унӑн ҫирӗплӗхӗшӗн кашнинех тӑрӑш-ма тивет. Ҫавӑнпа ҫамрӑксене мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен хӑтарас тӗлӗшпе ҫак центра уҫрӑмӑр. Кунта кил-нисем пурӑнмалли кӗтеспе тивӗ-ҫтерес енӗпе ӗҫлекен програм-мӑсем ҫинчен, патшалӑх пулӑ-шӑвӗ пирки, ипотека кредичӗпе мӗнле усӑ курма май пуррине тата ытти нумай-нумай ыйтӑвӑн хуравне пӗлӗҫ.

- Ҫак центра хулара пурӑнакан-сен ҫеҫ пыма ирӗк пур-и?

- Пирӗн ценрӑн алӑкӗ рес-публикӑри мӗн пур район ҫам-рӑкӗшӗн те уҫӑ. Енчен те ҫемьере пурӑнмалли кӗтес ый-тӑвне татса параймасан та пуҫа усма кирлӗ мар, ҫирӗп тӗллев-сене эпир пурнӑҫа кӗртме пулӑ-шӑпӑр.

- Специалистпа камсем канаш-лаяҫҫӗ?

- Пирӗн центра 35 ҫула ҫитменнисем килееҫҫӗ. Чун ха-валӗ пур чухне, вӑй-хӑват тапса тӑрсан пур ыйтӑва та татса пама ҫӑмӑл. Ялта ӗҫлесе пурӑ-накансем валли ҫӑмӑллӑх чы-лай. Нумай хут пуҫтармаллинчен ан хӑрӑр, тӑрӑшмасан халӗ никам та пӗр пус та памасть.

- Сирӗн юхӑм пилӗк ҫула яхӑн ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта мӗнле ул-шӑнусем асӑрхарӑр?

- Ман шухӑшпа, ҫамрӑк ҫемь-есемпе ӗҫлени ҫав тери вырӑнлӑ. Тӑтӑшах пухӑнса пӗр-пӗринпе канашлатпӑр. Республикӑра ҫам-рӑк ҫемьесен 60 клубӗ ӗҫлет. Вӗсемпе те ҫыхӑнса тӑратпӑр, канашлусем ирттеретпӗр. Пирӗн пулӑшу ҫамрӑксене кирлине туят-пӑр. Вӗсенчен тав сӑмахӗ илтсен савӑнатпӑр. Мӑшӑрӑм шалусӑр ӗҫленишӗн ятлать паллах. Анчах эпӗ ҫӗр-ҫӗр ҫынна пулӑшма пул-тарнишӗн хавхаланатӑп. Пирӗн пата килнисене вӑхӑтра канаш пани, вӗсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларасси - тӗп тӗллев.

- Ҫамрӑк ӑрӑва мӗн суннӑ пулӑттӑр?

- Енчен те пурнӑҫра ӑнлан-манлӑх сиксе тухрӗ тӗк пӗр иккӗленмесӗр пирӗн центра килӗр. Эпир никамран та укҫа илместпӗр, юлташпа калаҫнӑ пек кирлӗ информаци пама тӑрӑшатпӑр. Пӗлменнинчен именсе, вӑтанса тӑмалла мар, ума ҫирӗп тӗллев лартса, чӑр-мавсене хыҫа хӑварса ҫемье вучахне упрама вӑйхӑват ҫитерме тӑрӑшмалла.

Чӑннипех те республикӑри "Ҫамрӑк ҫемье" общество юхӑмӗн ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫемьере пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулсан вӗсен пепкисем те сывӑ ӳссе ҫитӗнесси те паллӑ. Ҫавӑнпа телей хамӑр алӑрах иккенне яланах асра тытасчӗ, сиксе тухнӑ ыйту-сене вӑхӑтра татса парасчӗ. "Ҫамрӑк ҫемье" центр тӗп хулари Мускав проспектӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Специалистсем пурне те пулӑшма хавас.

 

Любовь Зубова

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика