Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.31 Ачасен шухӑшӗ интернет витӗмӗпе те улшӑнать (Чӑваш хӗрарӑмӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Республикӑра "Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркишӗн" акци иртнӗ май Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрену учрежденийӗсенче япӑх йӑласенчен сыхланма хӑнӑхтарас, физкультурӑпа спорта явӑҫтарас тӗлӗшпе ятарлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ.

Уйӑх пуҫламӑшӗнчех "Табак сиенсӗр пулмасть", "Наркоманин хурлӑхлӑ ӳкерчӗкӗ", "Алкоголь тата ачасем" тата ытти темӑсемпе класс сехечӗсем ирттернӗ, наркологсемпе тӗл пулусем йӗркеленӗ. Каччӑсене Ҫар комиссариатне чӗнсе илсе сывӑ пурнӑҫ йӗрки сывлӑхшӑн усӑллӑ, спортпа туслӑ пулни хӗсметре пулӑшни ҫинчен калаҫнӑ. Табак туртнин сиенӗ ҫинчен ҫамрӑксен хушшинче йӗркене пӑсассинчен сыхланассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа йӗркеленӗ семинарканашлура та сӑмах хускатнӑ. Вӗренту министерствипе ЧР Прокуратури, ШӖМӗ, "Чӑваш Ен" фончӗ йӗркеленӗ анлӑ мероприятире экстремистла ӗҫсенчен сыхланассине тӗплӗн сӳтсе явнӑ.

Интернет сечӗ витӗмӗпе ачасен шухӑшӗ япӑх енне улшӑннине уйрӑммӑн палӑртнӑ семинарта. Ҫавӑнпа та ашшӗамӑшне тӗпренчӗкӗ ырӑ мар информаци пӗлесрен хутӗленмелли технологипе хатӗрсем ҫинчен пӗлтермеллине те асӑнса хӑварнӑ.

Н.Кудряшова.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика