Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.30 Чи лаиӑх отрядсем паллӑ (Ҫӑмрксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Юпа уйӑхӗн 27мӗшӗнче Шупашкарти Я.Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче "Ҫӑлтӑрлӑ карусель  2009" педагогика отрячӗсен республика шайӗнчи конкурсӗ иртрӗ. Унта чи лайӑх отряд ятне тивӗҫессишӗн "Артстуди", "Акварель", "ВесельЧаКИ", "Лето нон стоп", "Праймтайм", "Шок", "Шӑрӑх", "Мачча", "Тинӗс чарланӗ", "Кӑвайт", "Тумлам" ушкӑнсем тупӑшрӗҫ.

 

ФЕСТИВАЛЕ ЧР Вӗрентӳ министерствин ҫамрӑксен политикин управленийӗн пуҫлӑхӗ Оксана Ефремова уҫрӗ. Отряд командирӗсене ҫу кунӗсенче лагерьте ӗҫлесе тӗрлӗ ҫитӗнӳ тунӑшӑн Хисеп хучӗсемпе чысларӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ.

ЧР Вӗрентӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра студентсен ӗҫ отрячӗсемпе ҫамрӑксен ӗҫ бригадисем пысӑк хӑвӑртлӑхпа аталанаҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн тӗп тӗллевӗ ҫу кунӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупса вӑхӑта усӑллӑ ирттересси. Сту

дентсен ӗҫ отрячӗсем 2001 ҫултанпа ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. 56 ҫултан вӗсен шучӗ 13рен 125 отряда ҫитнӗ. Кӑҫал вара ӗҫ отрячӗсен шучӗ тата та ытларах.

Яланхи йӑлапа килӗшӳллӗн, фестивале     пӗлтӗрхи

ҫӗнтеруҫӗ, "Ҫӑлтӑрлӑ" педагогика отрячӗ, уҫрӗ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑ вожатӑйсем куракансене илӗртӳллӗ ташӑпа тыткӑнларӗҫ. Отрядсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Куракансен хушшинчи "чирлекенсем" кашни хӑйӗн ушкӑнӗшӗн хыттӑн кӑшкӑрса, алӑ ҫупса командӑсене вӑйхӑват парса тӑчӗҫ.

Фестиваль программи тӗрлӗ енлӗ. "Отряд кӗтесӗ", "Чи шутлӗ сӑн ӳкерчӗк", "Ҫулталӑк вожатӑйӗ  2009", "Чӑваш Республикинчи чи лайӑх

педагогика отрячӗ" конкурссене кӗртнӗ унта. "Вожатӑйсен туйӗ" блок та кӑсӑклӑ иртрӗ. Унта ҫемье ҫавӑрнӑ вожатӑйсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Отрядсен тупӑшӑвне жюри хакларӗ. "Росинка" педагогика отрячӗн кӗтесӗ чи илемли пулчӗ. "Ҫулталӑк вожатӑйӗ 2009" ятшӑн 20ӗн тупӑшрӗҫ, финала 6 отрядран 8 ҫын тухрӗ. Ҫӗнтеруҫӗ  "Мачча" педагогика отрячӗн командирӗ Вадим Сметанин. Иккӗмӗш вырӑна  "Шӑрӑх" отрядӑн ертуҫи Алексей Смирнов, виҫҫӗмӗшне "Лето нон

стоп"  отряд членӗ Никита Уткин ҫӗнсе илчӗҫ.

"Ҫӑлтӑрлӑ карусель" фестивалӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, чи маттурри, пултарулли "Лето нон стоп" отряд пулчӗ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене "ВесельЧаКИ" тата "Мачча" отрядсем пайларӗҫ.

Студентсен ӗҫ отрячӗсем республикӑри лагерьсенче ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнчисенче те вӑй хунӑ май ытти хулара тӑрӑшнисем хушшинче те чи лайӑх отряда палӑртрӗҫ. Ӑна "Шӑрӑх" педагогика отрячӗ тивӗҫрӗ.

Ольга Дюкина

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика