Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.30 Александр Васильев: «Начарри пирки шухӑшлама вӑхӑт ҫук» (Ҫӑмрксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Паян "ҪХ" тӗплӗнче этемлехчӗн чи черченкӗ пайӗн, пикесен, чӗринче пӗр шелсӗр ҫунтаракан Сетнер, вӑлах - ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн "Ҫамрӑк гварди" общество организацийӗн штаб пуҫлӑхӗ 25 ҫулти Александр Васильев.

- Александр, "Нарспи" рок-опера хыҫҫӑн сан пирки пӗлмен-илтмен ҫын та юлмарӗ пулӗ. Ҫамрӑксем, уйрӑмах хӗрсем, тӗплӗнрех пӗлтерме ыйтнӑччӗ. Хӑвӑн ҫемйӳ, ачалӑху пирки каласа кӑтартсамччӗ.

- Эпӗ вӗрентекенсен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Аттепе анне иккӗшӗ те хӑйсен ӗҫӗшӗн сумлӑ ятсене тивӗҫнӗ. Ҫавӑнпа пӗлушӗн ҫунасси пирӗн юнра. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳсрӗм, 13-мӗш шкула ҫӳрерӗм. Ҫемьере пӗр хӗр, йӗкӗреш ывӑлсем. Вӗсенчен пӗри эпӗ. Пултарулӑх конкурсӗсене мӗн пӗчӗкрен хутшӑннӑ, эстрада юррисене

кашни уяврах шӑрантараттӑм. Спорт ӑмӑртӑвӗ-сенче те чылай тар юхтарнӑ. Хӗвел тухӑҫ кӗрешӗвӗ, каратэ енӗсемпе Чӑваш Ен пӗрлеш-тернӗ командисемпе федерацин Атӑлҫи округӗн-чи тупӑшӑвӗсенче малти вырӑна пӗрре мар тухнӑ. Ахаль ача пулнӑ эпӗ, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман.

- Шкултан вӗренсе тухсан культура е спорт енӗпе мӗншӗн каяс темерӗн?

- И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУна суйласа илтӗм.

Информатикӑпа шутлав техникин факультетӗнче ӑс пухни пурнӑҫра усӑ кучӗ. Сӑмах май, "технарьсенчен" лайӑх ертӳҫӗсем пулаҫҫӗ. Университетра вӗреннӗ тапхӑрта та пӗр вырӑнта ларатӑра пӗлмен: "Студентсен ҫуркуннине", КВНа, конкурссене, фестивальсене хутшӑнаттӑм. Ачаранах юрӑкӗвӗ тӗнчипе туслашни, пултарулӑха аталантарни кунта та вырӑнлӑ пулчӗ. Маттур яшкӗрӗмпе хӗрупраҫ хушшинче хама ырӑ енчен кӑтартрӑм, манӑн шухӑшпасӗнӳпе килӗшекен нумайлансах пычӗ. Пысӑк, яваплӑ ӗҫсене шанатчӗҫ  ертӳҫӗ, лидер пулма хӑнӑхса пытӑм.

 Апла эсӗ мӗн пӗчӗкрен депутатра вӑй хума ӗмӗтленмен?

 "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей" парти суйланнӑ вӑхӑтра ҫамрӑксен хӑйсене кӑтартма май пулчӗ. Мана тивӗҫлӗ кандидатура терӗҫ, ҫакна хулӑн портфолио та ҫирӗплетрӗ пулмалла. Хисеп, Тав хучӗсене, ЧР Президенчӗн стипендине тивӗҫни чылай пулӑшрӗ. Ҫапла майпа ЧР Патшалӑх Канашӗн чи ҫамрӑк депутачӗ пулса тӑтӑм, кӑҫал юпа уйӑхӗн 8мӗшӗнче виҫӗ ҫул ҫитрӗ. Республикӑри яшкӗрӗмӗн, хӗрупраҫӑн ҫивӗч ыйтӑвӗсене май пур таран татса пама тӑрӑшатӑп.

 Кун пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартсамччӗ, мӗнле пуҫарусем турӑн?

 "Ҫамрӑк гварди" общество организацине, ЧР Патшалӑх Канашӗ ҫумӗнчи Ҫамрӑксен общество палатине ертсе пыратӑп. Яшсемпе хӗрсен ыйтӑвӗсене, шухӑшкӑмӑлне пӗлме вӗсене комитет ларӑвӗсенче тухса калаҫма ирӗк патӑмӑр. Пултаруллӑ, пуҫарӑллӑ хастарсем, чӑн та, коммуникациллӗ ҫӗнӗ проектсем сӗнеҫҫӗ. Эпир вӗсене влаҫпа калаҫу йӗркелеме пулӑшатпӑр. "Ҫамрӑксен патшалӑх политики ҫинчен" саккунне уҫӑмлатса хушӑм кӗртрӗмӗр. Пирӗн пуҫарупа пурнӑҫа кӗртнӗ ӗҫсене алӑри пӳрнесемпе шутласа пӗтереймӗн.

 Ҫапҫамрӑк депутата ӗҫе кулӗнме йывӑр пулмарӗи?

 Президента кун пек часчас курма хӑнӑхманччӗ, ҫавӑнпа яваплӑха тӳрех туйрӑм. Анчах депутат ӗҫӗн тӗшшине тупиччен, пур тытӑма та ӑнланса ҫитиччен ӑсран тухаттӑм пулӗ. Кӑмӑлтуйӑм тӗлӗшӗнчен хама йывӑр туяттӑм, ҫур ҫултан ҫеҫ ҫак йӗркене хӑнӑхрӑм. Сценӑна хӑнӑхни, ҫын умӗнче хама тытма пӗлни пулӑшрӗ ахӑр. Оратор ӑсталӑхӗ пирӗн депутатсенчен нумайӑшне ҫитмест. Мана паллакансем ун чухнех пурччӗ, ҫавӑнпа ытлашши ҫухалса каймарӑм, хама ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӑм. Шут те пурнӑҫра пулӑшать, ытти чухне юмаххалап пӗрмай каласа кӑтартса култарма юрататӑп, Патшалӑх Канашӗнче ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма пултараҫҫӗ.

 Хӑнӑхма йывӑр пулчӗ терӗн. Хӑвӑн ӗҫе ҫӑмӑллатма иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илес шухӑш ҫуралмани?

 Мускава е ют ҫӗршыва хаваспах кайса вӗренӗттӗм, анчах вӑхӑт ҫук. Юриспруденци, управлени енӗсемпе пӗлу пухни пӑсмӗччӗ. "Ӗмӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен",  теҫҫӗ вӗт.

 Пӗлсех тӑратӑп: ку пурне те интереслентерекен ыйту  эсӗ мӑшӑрланма палӑртманиха?

 Манӑн юратнӑ ҫын пур. Вӑл Вера Максимова, Муркаш пики. Ҫапла, эпӗ ял хӗрне килӗштертӗм. Питӗ ӗҫчен, кӑмӑлсипет тӗлӗшӗнчен те сӑпайлӑ, модель бизнесӗнче хӑйне кӑтартма ӗлкӗрчӗ. Чӑн малтан Вера мана хӑйӗн чунӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе килӗшрӗ. Вӑл та ман пекех  вӗрентекенсен ҫемйинчен, ашшӗамӑшне питӗ хисеплет, юратать, ҫыннӑн психологине витӗр курма пӗлет.

 Эсӗ вылякан "Нарспи" рокоперӑри сӑнар чуна ҫывӑхи?

 Сетнер паттӑр, хастар каччӑ, ҫавӑнпа вӑл маншӑн ют мар. Анчах

пирӗн уйрӑмлӑх та пур: эпӗ нихӑҫан та ҫын пурнӑҫне унашкал вирхӗнсе кӗмӗттӗм. Нарспи качча кайнӑ, Тӑхтаманпа пурӑнать. Мӗншӗн юратнӑ ҫынна халӑх умӗнче ҫаплах сумсӑрлатмалла?

 Пурнӑҫра ҫавнашкал ларутӑру сиксе тухсан айккинче пӑхса тӑрӑттӑни?

 Юратакан ҫын мана ун пек асаплантарас ҫук пулӗ. Енчен те шӑпа ҫапла килсе тухрӗ тӗк  ку манӑн айӑп, ҫитменлӗх.

 Критикленине еплерех йышӑнатӑн? Хама яланах ятлатӑп, нихӑҫан та

ӗҫӗмпе кӑмӑллӑ мар эпӗ. Музыка шкулӗнче вӗреннӗ чухне пултарулӑхӑма преподавательсем пысӑк хак паратчӗҫ. Пуҫланӑ ӗҫе яланах вӗҫне ҫитерме, лайӑх пурнӑҫлама тӑрӑшатӑп. Ас тӑватӑпха:"Народный артист" проекта хут

шӑнса Раҫҫейӗн пултаруллӑ ҫамрӑк 100 юрӑҫин йышне кӗнӗччӗ. "Секрет успеха" конкурсра жюри членӗсем ман пирки хирӗҫсех кайнӑччӗ. Ҫапах кӑларса ячӗҫ, куншӑн хурлантӑм, анчах хута кӗрекенсем тупӑннӑшӑн питӗ савӑнтӑм. Ку  чӑнах та критиклени. "Тепрехинче куҫпа ытларах хӗсмелле",  терӗм хам ӑшра.

 Сетнер рольне калӑплама ахальтен чӗнмен иккен...

 Республикӑра пултарулӑх элити пӗрпӗрне лайӑх паллать. Саша Васильев камне те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Эпир Наталья Ильцпа сцена ҫине тахҫанах пӗрле тухнӑ, ҫавӑнпа ӑна Нарспи рольне, мана Сетнере выляма сӗнчӗҫ. "Нарспи" рокопера  сутӑнакан проект, хӑнӑхнӑ йӑласенчен пӑрӑнса чӑваш тӗнчине кӗрлесе кӗчӗ вӑл. Ытти регионра, ют ҫӗршывра пурӑнакан чӑвашсем ӑна курсан кӑмӑллӑ юласси пирки пӗрре те иккӗленместӗп. Ҫитес ҫул пуш уйӑхӗнче гастрольпе Мускава кайӑпӑр.

 Чӑваш яшкӗрӗмӗшӗн, хӗрупраҫӗшӗн ҫакӑ пӗлтерӗшлӗ проект...

 Сцена ҫинче чухне зала пӑхатӑп та ҫамрӑк ытларах пухӑнни курӑнать: 70%. Куншӑн питӗ савӑнатӑп. Тинех вӗсем тӑван чӗлхерен ютшӑнма, вӑтанма пӑрахрӗҫ. Чӑваш культури аталанса пырать, сцена ҫинчв лартма тивӗҫлӗ ӗҫсем татах та пур. Тен, вӗсене пурнӑҫа кӗртсен ҫамрӑксем театра ытларах туртӑнӗҫ.

 Юлашки вӑхӑтра Раҫҫей телекуравӗнче кӑна мар, тӗнчипех кулӑш кӑларӑмӗсем вӑй илсе пыраҫҫӗ. Тен, чӑваш сценине те "Сотейу сШЬ", "Наша Риз51а" йышши программӑсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫав юхӑма пуҫарас кӑмӑл ҫуки?

 Студент чухне, чӑнах та, кулӑшсем, пародисем, миниатюрӑсем хатӗрлеме кӑмӑллаттӑм. Депутат пуҫҫӑн апла аппаланас ҫук. Ку манӑн ӗҫхӗлпе ҫыпӑҫмасть пек туйӑнать. Хальхи ку

лӑш ӑстисенчен мана Виталий Сергеев килӗшет, халӑх та ӑна юратать. Темиҫе ҫул каялла чӑваш юррисене те шӑрантарма сӗннӗччӗ, анчах килӗшмерӗм. Ку манӑн мар.

 Санӑн ҫулталӑклӑха салтак аттине тӑхӑнас кӑмӑл ҫуралмани?

 Эпӗ пӗрре те хирӗҫ мар, юлташӑмсем тахҫанах чикӗ хуралӗнче, ФСБра тӑрӑшаҫҫӗ. Патшалӑх офицерсене ҫӑмӑллӑхсем туса пама тӑрӑшать, хваттерпе тивӗҫтерет. Кризис тапхӑрӗнче ҫемьеллӗ ҫамрӑк ашшӗсемшӗн, каччӑсемшӗн ку питӗ лайӑх пулӑм.

 Чӑваш Ен пуласлӑхне тепӗр 1020 ҫулран еплерех куратӑн?

 Чӑваш Ен Раҫҫейпе пӗр тан аталанса пырать, ҫавӑнпа ӑна уйӑрма кирлӗ мар. Халӗ ҫӗршывӗпех, тӗнчипех йывӑр тапхӑра пурӑнса ирттеретпӗр, ҫапах пурнӑҫ лайӑхланӗ. Каратэ секцине ҫӳренӗ чухне аттепе анне ҫав уроксемшӗн  апатлану талонӗпе тӳлетчӗҫ, пасарта ҫӗр улми сутса тӑни те пулнӑ.

РФ Президенчӗ Д.Медведев палӑртнӑ стратегисем питӗ тӗрӗс. Ҫиелтен пӑхсан вӗсем оптимистлӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулатех. Ҫӗршыв тӗрӗс ҫулпа утать. Эсир ӗмӗтленсе ларасса кӗтрӗр пулӗ, эпӗ цифрӑсемпе ӗҫлеме ытларах хӑнӑхнӑ ҫав. Пире телейлӗ малашлӑх кӗтессе шанатӑп.

 Пурнӑҫ ҫине оптимист куҫӗпе пӑхни сана нихӑҫан та чӑрмав кӳмени?

 Европӑра ӳкернӗ "Секрет" кинофильма пӑхнӑччӗ. Унта ҫапла калани пур: "Санӑн начарри пирки шухӑшлама вӑхӑт та пури? Пуҫа кирлӗкирлӗ мар хыпарпа тултармаллаши?". Эпӗ пурнӑҫ пирки манса ӗмӗт серепине путакан ҫын мар! Анчах ертуҫӗн оптимист пулмаллине чунпа туятӑп.

 

Регина Кубайкина.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика