Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.30 Пуласлӑх хуҫисене сӑмах парӗҫ (Ҫӑмрксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗн йӳтӗмӗпе иртекен паха мероприятисем шутне ҫухатрӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче республикӑмӑрти тата Раҫҫей субьекчӗсенчи хастарсене пухакан Чӑваш ҫамрӑкӗсен I фо-румне вара кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин 110 ҫулхи юбилейне те халалланӑ. "Чӑваш ачи, сассуна пар!" Ҫапла хӗрӳ чӗнсе каланипе ӗҫе кӳлӗнӗ вӑл. Чӑваш наци конгресӗн нумай пулмасть иртнӗ канашлӑвӗнче унпа ҫыхӑннӑ) пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Чӑваш Ен историйӗнче пысӑк сас паллисемпе ҫырӑнса юлма тивӗҫ ҫак кунсем. Вӑл хальхипе малашлӑха хывакан кӗпер пулӗ. ЧНК хӑйӗн хыҫҫӑн шанчӑклӑ ӑру хӑвармалли пирки шухӑшлама пуҫ-ланӑ. Ваттисен канашӗ пиллӗ ун ӗҫне. Канашлуран канашлӑва куҫса ҫапла "чӗрӗлнӗ" пархатарлӑ пуҫарӑва республи-кӑн Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви те ырласа йышӑннӑ. Халӗ "Хастар" ятпа пухӑннӑ туслӑ йыш мероп-риятие тивӗҫлӗ шая ҫӗклеме майсем шырать. Республикӑри район-хулари вӗренӳ учрежденийӗсене, ҫамрӑксен орга-низацийӗсемпе вӗсем йышлӑ ӗҫлекен предприятисене кӑна мар, федераци субъекчӗсен чӑваш наци-культурин пур пӗрлешӗвне те йыхрав янӑ. "Чӑваш халӑхӗн ҫутӑ пуласлӑхне шанакан йӗкӗтсемпе пикесем пухӑва хастар хутшӑ-насса кӗтетпӗр, ӗненетпӗр", - тенӗ унта. Юридици тӗлӗшӗнчен республика шайӗпе ҫирӗпленекен ҫак мероприятин пӗлтерӗшӗ тӗрӗссипе чылай анлӑрах. Эппин, пуҫару хамӑр регион карттипе кӑна чикӗленмест, форум Пӗтӗм Раҫҫейри чӑваш ҫамрӑкӗсе-не пӗр шухӑшпа - наци пуянлӑхне сыхласа хӑвармаллипе, ламран лама куҫнӑ тупрана упрама ӑнтӑлмаллипе -чӑмӑртаса туслаштарӗ.

ЧР Культура министерстви те глобали-заци тапхӑрӗнче йӑтӑнса аннӑ йывӑрлӑх-сенчен тухмалли ҫул-йӗре ҫакӑнта курать. "Тилхепене малашлӑх хуҫисен аллине шанса парсан вӑл уҫӑмланатех. Ҫӗнӗ шухӑшсемпе шыравсем кирлӗ", - терӗ министерствӑн пай пуҫлӑхӗ Михаил Крас-нов.

ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов форум тахҫан конгресс ҫумӗнче йӗрке-леннӗ Ҫамрӑксен канашӗн шӑпине йӗрле-мессе ҫирӗплетсех калать. "Ку хутӗнче хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗмӗн аслӑ ӑрӑва шан-ма тивмӗ, наци аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшлӗ утӑмсене пӗтӗмпех хӑйӗн виҫсе тумалла. Ҫакӑ яваплӑха туйма май парӗ те", -терӗ вӑл.

Федераци субъекчӗсенчи наци-культура пӗрлешӗвӗсен делегацийӗсене хальлӗхе хӑна вырӑнне йышӑнма палӑртнӑ: унӑн хастарӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи ӗҫ меслеч-ӗсемпе, наци аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ шухӑшӗсемпе паллаштарӗҫ. ЧР Патшалӑх Канашӗпе Культура мини-стерствин представителӗсем, ЧР вӗренту тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Гали-на Чернова тата ЧНК президенчӗ Генна-дий Архипов сӑмах илнӗ хыҫҫӑн Респуб-ликӑри чӑваш ҫамрӑкӗсен "Хастар" обще-ство пӗрлешӗвне йӗркелессине халалланӑ учредитель-конференци хӑйӗн ӗҫне пу-ҫӑнӗ. Пуҫару ушкӑнӗ ертсе пынипе тӗллев-семпе малашлӑхри ӗҫ-хӗле тата умри йывӑрлӑхсене /вӗсемсӗр те мар паллах/ палӑртнӑ хыҫҫӑн пӗрлешӗвӗн уставне, председателӗпе канашне тата президиум-не суйлӗҫ.

Форум ӗҫне камсем хутшӑнма пулта-раҫҫӗ-ха? Ку ыйтӑва эпир пуҫарӑвӑн утӑмӗсене куҫ илми сӑнаса тӑракан ЧНК вице-президентне Валентин Абрамова хуравлама ыйтрӑмӑр. "Тӑван халӑх шӑ-пишӗн пӑшӑрханакансем, - пулчӗ кӗске хурав. - 18-35 ҫулсенчи яш-кӗрӗмпе хӗрупраҫа хапӑл тӑватпӑр. Вӗсем мӗнле тытӑмра вӑй хуни пӗлтерӗшлӗ мар, чӑвашлӑхшӑн пӑшӑрханни паха. Ҫитӗнекен ӑрӑвӑн наци ӑнкарӑвне уҫӑмлатма ыйтӑм ирттерӗпӗр. Пирӗн вӑй пархатарлӑ шухӑш-сенче. Вӗсен хуҫисене шыратпӑр".

Чӑваш ҫамрӑкӗсене чӑмӑртамалла, пӗрлештермелле текен шухӑш тӗрӗссипе тахҫанах "пиҫсе" ҫитнӗ. Хулана тин вӗрен-ме килнӗ яшсемпе хӗрсенех илер. Чылай-ӑшне пурнӑҫри вырӑнне тупма мар, ҫӗнӗ пӗлӗшӗсен хушшинче усал витӗм кӳме пултараканнисенчен хӳтӗленме те хӗн. Ҫухалса каяҫҫӗ. Пурӑнмалли кӗтес шырассипе ҫыхӑннӑ тертсенех илер. Вӗрен-ме кӗнӗ хыҫҫӑн май пур ҫӗртех общежи-тие вырнаҫаймасӑр хӑшкӑлакан сахал-им? Урӑх инкек йӑтӑнса ансан тата ял ачин мӗн тумалла? Хӳтлӗх, пулӑшу ӑҫта шырамалла? Эппин, "Хастар" - ҫамрӑксен прависене хӳтӗлемелли пӗрлешӳ те пулӗ. Куратӑр ӗнтӗ: унӑн тӗллевӗсем ансат

ыйтусемпе кӑна чикӗленмеҫҫӗ, чылай ан-лӑрах. Вӗсен никӗсӗнче вара пуласлӑх хуҫисене ҫул памалли, вӗсен хутне кӗме, хавхалантарма майсем шырамалли, тӑван халӑх шӑпипе пурӑнма вӗрентмелли шу-хӑшсем.

Пултаруллисене палӑртса малалла ата-ланма та пулӑшӗҫ кунта. Пирӗн вӗсем сахал-им? Куллен йӗркелеме палӑртнӑ ташӑ каҫӗсенче чӑваш юрри-кӗвви янӑрӗ...

Пӗрлешӗвӗн пӗлтерӗшлӗ тепӗр енӗ республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх - ҫармӑс-па мӑкшӑ, тутарпа вырӑс ывӑлӗ-хӗрӗпе туслашма, шухӑшӗсемпе ҫывӑхланма пу-лӑшмалли тӗллевсемпе ҫыхӑннӑ.

Тӑванла ҫывӑх туйӑмсем витерекен ҫак пуҫарура И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра тата И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра ӑс пухакан чӑваш студенчӗсен тӳпи уйрӑмах пысӑк пуласси халех паллӑ. Вӗсем форума ыйту ҫивӗчлӗхне туйса хутшӑнас-си пирки иккӗленӳ ҫук. Вӗренӳ учрежденине чун ыйтнипе, тӑван чӗлхепе культу-рӑна юратнипе суйланӑ пулсан пушшех те. Мӗншӗн студентсем кӑна? Вӗсемпе танах завод-фабрикӑпа ял хуҫалӑх ӗҫче нӗсем те, предпринимательсем те хӑй сен сӗнӗвӗсемпе килме пултараҫҫӗ Ӑҫта тетӗр-и? Пуху Шупашкарти Ача семпе ҫамрӑксен пултарулӑх ҫуртӗнчук уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче 13 сехетрӗ пуҫланать.

Ыран мӗн пуласси, наци культуринӗ мӗн кӗтесси пирки, шел, паян ассӑ( сывламасӑр калаҫма ҫук. Тӗп йывӑрлӑх сем вара ирӗклӗхе кӑмӑллакан, малаш нехи пирки шухӑшлама юратман ҫамрӑк сене пӗрлештерме ансат маррипе ҫыхӑн нӑ. Ҫапах кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑрӑ сӑмахӗсемпе: "Чӑваш ачи, сассуна пар! - тесе чӗнсе каланин витӗмӗ пурах кӑсӑкланаҫҫӗ. Чи харсӑррисем чӑтӑм сӑррӑн кӗтеҫҫӗ ҫак куна. Асаттесемгк асаннесем сӗм авалтан такӑрланӑ ҫулп; алла-аллӑн тытӑнса утсан тӑван чӗлхе мӗре пӗтӗм тӗнчери ЮНЕСКО "ҫухала каннисен" йышне кӗртсе йӑнӑшнине те ӑнланса илӗ тен...

 

Татьяна Вышинская

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика