Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.24 "Чӑваш ачи, сассуна пар!" (Хыпар)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 27-28-мӗшӗсенче Чӑваш ҫамрӑкӗсен I форумӗ хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫне ҫакӑн пек чӗнсе каланипе пуҫлать. Чӑваш наци конгресӗн канашлӑвӗнче унпа ҫыхӑннӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Республикӑри район-хулана кӑна мар, федераци субъекчӗсен чӑваш наци-культурин пур пӗрлешӗвне те йыхрав янӑ.

Асӑннӑ кун "хастарлӑ, хыт утӑмлӑ" ҫӗнӗ ӑру ЧНКн Ваттисен канашӗн пилӗпе Шупашкарти Ачасемпе ҫамрӑксен пултару-лӑх керменӗнче хӑйӗн сулмаклӑ утӑмӗсене ярса пусӗ. Унӑн тытӑмӗнчи йӗркелӳ коми-течӗ ҫитӗнекен ӑрӑва та чӑвашлӑх атала-нӑвне хӑйӗн тупине хывма хистекен шухӑш-сене пӗтӗҫтерет. Наци пуласлӑхӗшӗн, асат-тесемпе асаннесенчен юлнӑ тупрана упраса хӑварассишӗн хыпса ҫунакан харсӑрсем ӗҫе кӳлӗннӗ те ӗнтӗ - "Хастар" ятпа пухӑннӑ туслӑ йыш пархатарлӑ мероприяти шайне ҫуле ҫӗклеме майсем шырать.

"Тилхепене ҫамрӑксене шанса парсан йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗр те уҫӑм-ланӗ", - терӗ ЧР Культура министерствин

пай пуҫлӑхӗ Михаил Краснов малашлӑх ҫак хастарсен аллинче пулнине палӑртнӑ май. Канашлуран канашлӑва куҫса "чӗрӗлнӗ" пуҫарупа ЧНК президенчӗ Геннадий Архипов кӑмӑллӑ. Форум тахҫан ЧНК ҫумӗнче йӗркеленнӗ Ҫамрӑксен канашӗн шӑпине йӗрлемессе ҫирӗп шанма сӑлтав та пур. Республикӑн Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствипе пӗрле палӑртнӑ проектсем паян пушшех те анлӑ. Ку вӑй-хала ҫирӗп шанса, чӑваш пуласлӑхне чунран ӗненсе чӑмӑртаннӑ пысӑк ушкӑн пулӗ. Ҫамрӑксен ҫӗршыври ҫулталӑкӗн йӳтӗмӗпе иртекенскере, сӑмах май, поэтӑ-мӑрӑн 110 ҫулхи юбилейне халалланӑ.

 Татьяна Вышинская

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика