Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.23 Чатукассинче - йывӑс кунё (Ҫамрӑксен хаҫачӗ)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

"Кашни ҫыннӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче йывӑҫ лартмалла, ҫурт хӑпартмалла тата ача пӑхса ҫитӗнтермелле", - тенӗ ваттисем. Шкул ачисемшӗн юлашки икӗ тӗллевне пурнӑҫласси малашне-ха, йывӑҫ лартасси вара шӑп та лӑп шӑл ҫемми. Акӑ Красноармейски районӗнчи Чатукасси тӗп шкулӗнче «Йывӑҫ кунӗ» акци иртрӗ. Чатукасси шкулӗн вӗренекенӗсем ырӑ пуҫаруран айккинче тӑрса юлмарӗҫ - вӗренту учрежденийӗн территорийӗнче «Ҫамрӑк парк» уҫма шут тытрӗҫ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама Шупашкартан ҫитнӗ ҫамрӑксен экологсен дружини пулӑшрӗ. Вӗсем чи малтанах ачасемпе калаҫу ирттерчӗҫ. Йывӑҫа упрамаллине палӑртрӗҫ, вӑрмансенче кӑвайт чӗртнин хӑрушлӑхне аса илтерчӗҫ. Вӗренекенсене кӑсӑклантаракан ыйтусене хуравларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ачасемпе ҫамрӑк экологсем йывӑҫ лартма тухрӗҫ. Шӑпӑрлансемпе пӗрле учительсем те вӑй хучӗҫ. Шкул директорӗ О.М.Степанова тӗслӗх кӑтартрӗ, ыттисене хавхалантарчӗ. Маттурсем 200 ытла чӑрӑш тата 50 юман лартрӗҫ. Еҫпе кӑмӑллӑскерсе1у| ҫитес ҫул питомник уҫас тӗллевлӗ.

 

Роза Горшкова

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика