Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.15 Чăваш чĕлхипе литература çĕнтерÿçи – Шупашкартан (Тантăш)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче республикăра пĕрремĕш хут чăваш чĕл-хипе литература вĕрентекенĕсен конкурсĕ иртрĕ. Унта тĕрлĕ районпа хулари чи хастар та пуçаруллă, яланах çĕнĕлĕхсем шыракан 14 педагог хутшăнчĕ. Вĕсем чи малтанах “Ман район (хула), шкул, ман професси ĕçĕ-хĕлĕ” паллашу карточки хатĕрлерĕç, хăйсен методика çĕнĕлĕхĕсене ыттисене те уçса пачĕç. “Манăн педагогикăри тĕп шухăш” эссе çырса хÿтĕлерĕç, мастер-классем ирттерчĕç.

Конкурса хутшăннă кашни учителех хăйне евĕр пултаруллă пулнăран çĕнтерÿçĕне палăртма та çăмăлах килмерĕ-тĕр. Çапах Шупашкар хулинчи 59-мĕш шкулти Галина Васильевна Абрамова, тĕрлĕ вĕрентÿ учебникĕсен, пособийĕсен авторĕ, ыттисенчен ытларах балл пухни палăрчĕ. Мускавра иртекен Раççейри тăван чĕлхе вĕрентекенĕсен конкурсĕ-нче Чăваш Ен чысне шăпах унăн хÿтĕлеме тивĕ.

“Новатор-учитель” номинацире вара Элĕк шкулĕнчи Марина Михайловна Леонтьевăна çитекен пулмарĕ.

“Тĕпчевçĕ-вĕрентекен” ята Йĕпреçри 2-мĕш шкулти Алена Андреевна Ядрицова тивĕçрĕ.

“Наставник-учитель” номинацире Шăмăршă районĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăри Людмила Алексеевна Семенова çĕнтерчĕ.

Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси шкулĕнчи Алина Михайловна Николаева “Куракансен кăмăлне кайнă вĕрентекен” ята тивĕçрĕ.

КАМСЕН ВĔРЕНТŸПЕ СĂНАВ ЛАПТĂКĔСЕМ ЛАЙĂХРАХ?

Вĕренекенсен производство бригадисен тата шкулсен сăнав лаптăкĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче республикăра камсем мала тухни паллă. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче – Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер, Красноармейски районĕнчи Упи, Шупашкар районĕнчи Чурачăк, Етĕ-рнери Мăн Чураш, Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа шкулĕсем. “Вĕренекенсен производство бригади” номинацире Çĕрпÿ районĕнчи Опытнăй шкулĕ лауреатсен йышне лекнĕ. Вĕсем те, ытти çĕнтерÿçĕсем те куçăмсăр майпа иртекен смотр-конкурсăн Раççей шайĕнчи ăмăртăвне хутшăнма пултараççĕ.

“Пĕчĕк Тимирязевка” номинацие хутшăнакансен вара ял хуçалăх культурисене ÿстерес, çĕнĕ сортсем кăларса тĕрĕслес, ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе тĕпчев ĕçĕсем те çырма тивнĕ. Çакă та çамрăксене хăратса ÿкермен. Куславкка районĕнчи Кунер, Етĕрнери Мăн Чураш, Комсомольски районĕнчи Александровка шкулĕсенчи ачасем уйрăмах тăрăшса ĕçленĕ, малти вырăнсене тухма пултарнă.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика