Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.15 Шупашкар 35 чĕлхепе калаçĕ (Тантăш)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Çитес шăмат кунпа вырсарни кун Шупашкарта Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче Пĕтĕм тĕнчери 14-мĕш чĕлхе фестивалĕ иртĕ. Чăваш Республикинчи уява тĕрлĕ çĕр-шывра пурăнакансем хаваспах килеççĕ, çакна вĕсем фестивале çÿллĕ шайра йĕркеленипе çеç мар, вăл çакăн йышшисенчен пĕрремĕш пулнипе те сăлтавлаççĕ. Калăпăр, Мускавра чĕлхесен фестивальне пиллĕкмĕш çул çеç ирттереççĕ.

Тĕрĕссипе, мероприятисем чылай маларах пуçланнă, йăлана кĕнĕ йĕркепе шкулсенче чĕлхе караванĕсем иртнĕ, унсăр пуçне ачасем хăйсен пĕлĕвне, пултарулăхне “Ман тăван чĕлхе” эссе çырса, “Асамат кĕперĕ” юмаха тĕрлĕ чĕлхепе куçарса тĕрĕсленĕ. Чăваш халăх юмахне халĕ 24 чĕлхепе вулама пулать, çывăх вăхăтрах вĕсене аудиоформатпа кăларасшăн.

Фестиваль тĕп тĕллевĕ тĕрлĕ чĕлхепе, культурăпа паллаштарасси, толерантлăх туйăмне аталантарасси, пĕр-пĕрне хисеплеме хăнăхтарасси, тăван чĕлхене вĕренме хистесси. Çавăнпах 14-мĕш фестивале тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнĕ, ытти çул унта ытларах вырăсла калаçнă тăк кăçал пур мероприяти те икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – иртĕ. Çак тĕллевпех фестиваль ертÿçисенчен пĕри – Эсперанто ассоциаци – чăвашла вĕренес текенсене валли ятарлă курссем йĕркеленĕ. Халĕ фестивалĕн хăйĕн сайчĕ пур, Lingvafestivalo.org сайтра тата википедире мĕн пур информацие чăвашла, вырăсла вырна-çтарĕç.

Сайра тĕл пулакан, сахал тĕпченĕ чĕлхесемпе те паллашма май пулĕ. Вĕсен хушшинче – буби, каталони, дида, иврит, суахили, урду, гелао.

 

Надежда Яковлева

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика