Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.15 Библиотека, театр тата туслăх (Тантăш)

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Нумаях пулмасть Шупашкарта çамрăк библиотекарьсен “Çĕр-шывăм манăн, Чăваш Ен” форум иртрĕ. Ку мероприятие Наци библиотеки пуçарнипе йĕркеленĕ. Çак пулăм республикăшăн мĕнлерех пысăк пĕлтерĕшлине ăна ЧР Президенчĕ Николай Федоров уçни, саламлă сăмах калани те çирĕплетет.

Библиотекарь специальноçĕ айккинчен пăхма кăна çăмăл. Тĕрĕссипе куçа курăнман мĕн чухлĕ ĕç унăн! Ахальтен мар ĕнтĕ республикăри вулавăшсенче тăрăшакан 200 çамрăкран 59-шĕ Президент стипендине тивĕçнĕ. Вĕсен хушшинче ял ĕçченĕ-сем те пурри савăнтарать.

Мускавран килнĕ хăна, Раççей патшалăх библиотекинче тăрăшакан И. П. Маркова, хăй тĕлĕннине пытармарĕ: “Сирĕн кунта мĕн чухлĕ çамрăк! Пурин те куçĕсем хавхаланупа çиçеççĕ. Çавăнпах пуль сирĕн библиотекăсем паянхи саманапа тан пыраççĕ. Техникăпа пĕрлех чун пуянлăхĕ те иксĕлменни сисĕнет.”

Çĕмĕрлерен, Сĕнтĕрвăрринчен, Канашран, республикăри тĕрлĕ районтан килнĕ чи пултаруллă библиотекарьсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕнче тĕл пулакан путишле самантсемпе те паллаштарчĕç. Юрăпа та, ташăпа та, пĕчĕк фильм евĕрлĕ электронлă версипе те тыткăнларĕç вĕсем куракана.

Чи пĕлтерĕшли – çак форума ачасем те хутшăнни. Уйрăмах Çĕмĕрлери “Слово” театр ушкăнĕн маттурлăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Зинаида Шурыгина ертсе пыракан шăпăрлансем Ева Лисинан “Çĕньял ачисем” повесть сыпăкне кăтартрĕç. Ачасем чăннипех те артистланма пултарни кăна мар, чăваш халăх юрри-ташшине, вăййи-куллине чун витĕр кăларма ăсталăх çитерни кăмăла çĕклерĕ.

Автора хăйне те çамрăксем литература хайлавне çавăн пек лайăх ăнланни питĕ килĕшрĕ. Малашне пĕрле çыхăнса ĕçлеме сăмах татрĕç вĕсем: паллă çыравçă Ева Лисина тата ушкăн ертÿçи Зинаида Шурыгина. Çапла майпа библиотека форумĕнче çуралнă туслăх, тен, куракана çĕнĕ спектакльпе те савăнтарĕ.

 

Римма Прокопьева

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика