Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.02 "Çамрăксен хаçачĕ", “ĂРАСКАЛ” ÇУРАЛНĂ КУННЕ ПАЛЛĂ ТУРĔ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Çамрăк çемье кунĕнче Çĕрпÿри культура çуртĕнче Чăваш радиовĕн “Ăраскал” кăларăмĕн 40 çулхи юбилейне паллă турĕç. Уява Владимирпа Эльвира Тимофеевсем ертсе пычĕç. Вĕсем пĕрремĕш хут “Радиохумсем çинче - çамрăксен сасси” ятпа эфира тухнă кăларăм йĕркелÿçине Венера Большовăна тав турĕç. 1969 çултанпа ĕçлекен радиопрограмма пин-пин çыру илнĕ. Республикăра пурăнакансене хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм вĕренĕвĕ, юратăвĕ, çитĕнĕвĕ, пурнăçри йывăрлăхĕ çинчен каласа кăтартнă эфирта. Чăннипех те, кăларăм шăпи телейлĕ килсе тухнине пĕр харăссăн пĕлтерчĕç ертÿçĕсем. Уяв ячĕпе саламлама Çĕрпÿ район администрациĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев тухрĕ. Вăл çак кăларăм уйрăмах ял çамрăкĕсемшĕн усăллă пулни пирки сăмах пуçарчĕ:

“Эпир çулран-çул ватăлатпăр пулсан та “Ăраскал” яланах вун çиччĕре. Ăна кунсерен итлес килет. Тĕрлĕ çын шăпипе паллаштарни пурнăçра тĕрĕс çул суйлама пулăшать. Ас тăватăп-ха: Вера Савельева журналист чуна çав тери пырса тивекен самантсем пирки каласа кăтартатчĕ. Чăваш Ен тулашĕнчи çынсене те илĕртнĕ çак радиопрограмма. Кăларăма итлесе хам та чунпа çамрăкланатăп”. “Манăн çемье - манăн кил” ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Пухăннисене ЧР Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Оксана Ефремова та саламларĕ. Владимирпа Эльвира Тимофеевсене пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав турĕ, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ. Пурне те телейлĕ пуласлăх сĕнчĕ. Оксана Ефремова Йĕпреç тăрăхĕнче иртнĕ ĕçлекен çамрăксен спортпа туризм фестивалĕн çĕнтерÿçисене Тав хучĕсемпе кубоксем пачĕ. Виççĕмĕш вырăнта Йĕпреç районĕнчи Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕн пултаруллă çамрăкĕсем. Иккĕмĕшне Вăрнарсем, чи сумлă вырăна Çĕрпÿсем йышăннă.

Чăваш эстрада артисчĕн Алексей Шадриковăн юрă саламне итленĕ хыççăн сцена çине “Ăраскала” тĕрлĕ çулта хатĕрлесе тата ертсе пынă журналистсем тухрĕç. Пултаруллă йыша кăларăм пуçламăшĕнче янăракан кĕвĕ йыхравларĕ. Ăраскалçăсене Тав хучĕсем, чечексем парса чысларĕç, хăйсене сăмах пачĕç. Вячеслав Оринов сăмахне çапла пуçларĕ: “Ăраскал - телейлĕ шăпа”, - тени пулать. Пурнăçĕ вара хамăртан та, Турă çырнинчен те килет. Манăн пултарулăх çул-йĕрĕ “Ăраскалтан” пуçланчĕ. Кунта нумай çĕнĕлĕх уçнă эпĕ, тĕрĕс шухăшлама вĕреннĕ. Туслă коллективпа ĕçлени халĕ те асра”. Вера Савельева та савăнăçне куракансемпе пайларĕ: “6 çул “Ăраскалта” ĕçлени маншăн пурнăçри чи телейлĕ самантсем. 45 минутра çамрăксен хуйхи-савăнăçне, çитĕнĕвне, савăк кăмăлне уçса пама тăрăшаттăм. Халĕ ЧПУн журналистика факультетĕнче пулас калем ăстисене вĕрентетĕп. Хамăн студентсемпе мухтанатăп. Вĕсенчен чылайăшĕ хăйĕн профессийĕпех ĕçлет. Журналистикăри пултарулăха хĕр-упраçпа яш-кĕрĕпе вĕрентме пултарнишĕн çав тери савăнатăп. Светлана Савельева та 17 çул “Ăраскалта” ĕçленĕ. “Мĕн пур кăларăма чун витĕр кăларса вулаттăм. Çамрăксене ырă, усăллă канашсем сĕнме уйрăмах килĕшетчĕ. Çак кăларăма пула мана урамрах паллама пуçларĕç, радиора вăй хуни театрта уçăмлăрах сăнарсем калăплама пулăшрĕ. “Ăраскал” маншăн - пурнăç шкулĕ”, - иртине аса илчĕ актриса.

Юрий Никифоров Светлана Савельева сăмахĕсемпе тÿрремĕнех килĕшрĕ, кăмăлласа йышăнакан передачăн тусĕсене телейлĕ кун-çул сунчĕ. Светлана Асамат “Ăраскал” телефестиваль ирттернĕ самантсене аса илчĕ. Унтах шанчăклă тус-юлташ тупнине палăртрĕ. Халĕ кăларăм ăраскаллă мăшăр аллинче пулнипе савăнать вăл. Григорий Вакку “Ăраскалти” ĕç-хĕлĕ пирки кăмăллăн каласа кăтартрĕ. Ăна та радиопрограмма çирĕп утăмсем тума пулăшнă.

Тĕл пулу хыççăн каллех илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрарĕ, “Ăраскал” редакцийĕ йĕркеленĕ конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç. Çамрăк çемьесем хăйсен шăпи, кун-çулĕ пирки шăрçаланă çырусенчен суйланă вĕсене. Виççĕмĕш вырăна Элĕк районĕнчи Терентьевсен, иккĕмĕшне - Çĕмĕрлери Погодинсен, пĕрремĕш вырăна вара Çĕрпÿри Львовсен çемйисем тивĕçнĕ. “Ăраскала юратса” конкурсра кăларăмпа çыхăннă пĕр-пĕр кăсăклă саманта аса илсе тата ăна халалланă сăвă-калав çырса пĕрремĕш вырăна Светлана Егорова, иккĕмĕшне - Лариса Петровăпа Наталья Александрова студенткăсем, виççĕмĕшне - тивĕçлĕ канури Анна Качанова çĕнсе илчĕç. Конкурс çĕнтерÿçисене Тав хучĕсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Любовь ЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика