Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.10.02 "Çамрăксен хаçачĕ", ÇАМРĂК ÇЕМЬЕН ÇИВĔЧ ЫЙТĂВĔСЕМ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин, Хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн тата Ял хуçалăх министерствисен ĕçченĕсем Çамрăк çемье кунне Çĕрпÿре паллă тума пухăнчĕç. Республикăри районсенчен килнĕ тин çеç чăмăртаннă çемьсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене конференцире сÿтсе яврĕç.

Çĕрпÿ район администрацийĕн лару залĕнче чылай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пухăнчĕ. Шел те, хĕрарăмсем ытларах килни палăрчĕ. Мăшăрĕсем шапашра пулнине пĕлтерчĕ нумайăшĕ. “Çемьене тытса пыма нухрачĕ самаях кирлĕ-çке-ха. Алă усса ларнипе енчĕк тулмасть”, - терĕç пĕр шухăшлăн çамрăк арăмсем.

Пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес ыйту мĕнлерех пурнăçланса пынипе Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев паллаштарчĕ. “Конференцире çĕкленĕ ыйту кашни çамрăкшăн пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн вăхăтра та çурт лартма çăмăл пулман. Паянхи лару-тăру, финанс кризисĕ, ман шухăшпа, çамрăксене хăйсене шанса пурнăç тума вĕрентет. Тин çеç мăшăрланнисене патшалăх пулăшма тăрăшать. Районти кашни яла çитиех асфальт çул сарнă. Çулсеренех харпăр предпринимательсен йышĕ ÿсет. 2006-2009 çулсен кăтартăвĕсем тăрăх, 126 çемье пурăнмалли кĕтес ыйтăвне татса панă. Амăшĕн капиталне тивĕçнĕ 71 çын укçапа усă курнă. Яшсемпе хĕрсене тăван тăрăхра юлма чĕнсе калас килет. Ялсенче пурăнмалли условисем япăх мар. Акă, сăмахран, Çĕрпÿре нумай пулмасть ЗАГС çуртне çĕнетрĕмĕр. Халĕ пирĕн Мăшăрлану керменне килĕштерсе Шупашкартан та килеççĕ. Çĕр ĕçне юратакан, çуралнă тăрăха савакан çамрăк ялтах тĕпленĕ. Раççейре кăçал Çамрăксен çулталăкĕ пулнă май хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме, çамрăк çемьесене уяв ячĕпе саламлатăп. Кашниех хăйĕн тĕп тивĕçĕсене пурнăçа кĕртессе шанатăп. Йывăç лартма, çурт хăпартма, ачасене пăхса çитĕнтерме вăй-хăват пурин те çиттĕр”, - вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне район ертÿçи.

ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Виктор Алексеев сăмах илчĕ. “Чăваш Енре паян - 35 пин çамрăк çемье. Вĕсенчен 391-шĕ - нумай ачаллисем. Тин çеç пурнăç çулне такăрлатма тытăннисене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ялсенче пурăнакан çамрăксене патшалăх ытларах пулăшу пама тăрăшать”, - терĕ Виктор Алексеев.

ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Сергей Димитриев çамрăк специалистсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерекен “ЧР ялăн социаллă аталанăвĕн 2012 çулчченхи” программа мĕнлерех пурнăçланса пыни пирки сăмах пуçарчĕ. “Республикăра çăмăллăх кредичĕпе кашни пиллĕкмĕш çемье усă кураять. Çавăнпа мал ĕмĕтлĕ çамрăксен эрех-сăрапа туслашма вăхăт çук, вĕсем хăйсен тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшаççĕ. Яла аталантарас тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен самаях укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2008 çулта 494, 8 тăваткал метр çул сарнă. Чăваш Енре пурăнакансен 75 проценчĕ çурта газпа ăшăтать. Республикăра физкультурăпа спортăн 17 комплексĕ уçăлнă, вĕсенчен 14-шĕ - район центрĕсенче. Эпир ÿснĕ чухне самани кун пек марччĕ. Хĕл çитессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Кÿлĕре пăр çинче конькипе ярăнма юрататтăмăр. Çулла вара шывран тухма пĕлместĕмĕр. Халĕ физкультура комплексĕнче кирек хăçан та хăвна килĕшекен спортпа туслашма май пур. Ял-сала пурнăçне лайăхлатассишĕн тăрăшакан ял тăрăхĕсене çулсеренех укçа уйăрса паратпăр. Маларах асăннă программăпа килĕшÿллĕн, 2003-2008 çулсенче 2790 çемье пулăшу илнĕ. Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă специалистсене уйрăмах хавхалантарма тăрăшатпăр. Çуралнă тăрăхра пурăнма шухăш тытнă мăшăрăн патшалăх пулăшăвне илес тесен ял хуçалăхĕнче 5 çул ĕçлемелле. Вара тăкакăн 45 процентне тÿлемелле пулмĕ. Шел те, ялта тĕпленме кăмăллакан çулсерен сахалланать. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли 526 ваканси пур. Эпир çамрăк ăрăвăн тĕллевĕсене улăштараймастпăр”, - вĕçлерĕ хăйĕн калаçăвне Сергей Димитриев.

Хула строительствипе общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министерствин пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерекен пайĕнче ĕçлекен Валерий Петров тепĕр икĕ программа мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ. 2003-2008 çулсенче ку мелсемпе 5260 çемье пулăшу илнĕ.

Çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвне татма Раççей Перекет банкĕ те кредит парать. Кун пирки пухăннисене асăннă банкăн Чăваш Енри филиалĕн кредитпа тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Алексей Ключников каласа кăтартрĕ.

ЧР ипотека корпорацийĕн консультанчĕ Наталья Княшко “Çамрăк çемье” программăпа килĕшÿллĕн субсиди тата кредит илме май пурри пирки калаçрĕ. “Кăмăл тăвакансем пирĕн консультантсемпе килсе канашлама пултараççĕ. Эпир çамрăк çемьесене пулăшма хатĕр”, - терĕ юлашкинчен Наталья Княшко.

Ачаллă çемьесене пулăшу парас енĕпе РФ Пенси фончĕ нумай ĕçлет. Икĕ пепке çуратнă амăшĕсен капиталĕ пирки РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри филиалĕн пай пуçлăхĕ Сергей Николаев сăмах илчĕ. Вăл пуçтарăннисене хăш вăхăтра тата мĕнле документсем тăратмалли пирки ăнлантарса пачĕ. Амăшĕн капиталне çемье пĕр хутчен çеç илме пултарнине палăртрĕ. Паян унăн сумми 321 пин те 162 тенкĕ те 50 пуспа танлашать. Енчен те амăшĕ сарăмсăр вилсен капиталпа ашшĕ усă кураять. Вăл та тĕнчерен уйрăлсан ирĕк ывăл-хĕрне куçать.

Специалистсем çамрăксене тулли хуравсем пама тăрăшрĕç. Кăсăклă калаçу чылайччен тăсăлчĕ. Конференци усăллă иртни йĕркелÿçĕсене уйрăмах савăнтарчĕ - çамрăк çемьесене валли пĕлмелли пайтах пулчĕ-çке-ха кунта.

Любовь ЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика