Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.09.16 "Хыпар", Пуçаруллă, маттур

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Пионерсен юхăмĕ ача-пăча пурнăçĕнче ĕлĕк паллă вырăн йышăннă. Самана улшăннăран çитĕнекен ăру та çĕнĕлĕх енне туртăнни куç кĕрет: унчченхи хĕрлĕ галстуклисене паян тĕрлĕ символикăпа пуянланнă çамрăксем, хăй тĕллĕнлĕхе мала хуракансем, ĕçре çĕнĕ меслетсемпе, майсемпе усă куракансем улăштарчĕç.

Районти общество пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне “Елчĕк районĕнчи çамрăксем: 2006-2010 çулсем” тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыратпăр. 21 пĕрлешÿри икĕ пине яхăн хастар хăйĕн кулленхи пурнăçне нумай тата усăллă мероприяти ирттерсе пуянлатма тăрăшать. Район шайĕнче вĕсем валли - вун-вун конкурс, акци, ăмăрту, фестиваль. Акă ача-пăча пĕрлешĕвĕсен лидерĕсен “Манăн пуçару” конкурсне малтанах шкулсенче йĕркелерĕç. Районти финала хутшăнакансем тата пилĕк ĕç хатĕрлесе хÿтĕлерĕç. Кăçал хăйсен ушкăнĕсенче Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти Инна Шадрикова тата Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Виктория Капламова çĕнтерчĕç.

Сиенлĕ йăласемпе кĕрешес тĕлĕшпе те ачасен коллективĕсем хăйсен тÿпине хываççĕ. Çакна агитбригада конкурсĕ кашни çулах тивĕçлĕ шайра иртнипе те çирĕплетме пулать. Кăçал “Чăваш Ен - табаксăр” акцие хастар хутшăннă: пирус туртнине хирĕçленине пĕлтерсе 2 пин ытла çынна алă пустарнă, мастер-классем, тренингсем ирттернĕ, район хаçатĕнче статьясем пичетленĕ.

Районта иртекен КВН пуриншĕн те интереслĕ. 2008 çулта 18 команда хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтарчĕ. Елчĕкри вăтам шкулăн “Адреналин” команди республикăра чемпион та пулнăччĕ.

Кашни кварталта общество пĕрлешĕвĕсен активисчĕсен семинар-канашлăвне ирттеретпĕр. Мĕн пур коллектив пуçарăвне, çĕнĕлĕхне мала хума тăрăшатпăр. Тĕслĕхрен, 1964 çултанпа пирĕн районти Хăвăлçырма, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел тата Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Чутей шкулĕсенче ĕçлекенсемпе вĕренекенсене “Туслăх” фестиваль пĕрлештерсе тăрать. Учительсемпе ачасем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ, спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ, юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Вăхăт шăвать пулин те туслăх кăвайчĕ çав-çавах хĕрÿллĕн хĕмленет.

Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн “Акатуй” уявĕ, районти ташă ăстисен конкурсĕ, Кивĕ Эйпеçсен салтак юррисен фестивалĕ - тахçантанпах воспитани ĕçĕн тĕп программинче. “Тымар янă” çакнашкал ытти мероприяти те хăйсен тивĕçне чунран парăннă хастарсене пула пурăнать. Çичĕ çул хушшинче 9 вĕренекен ЧР Президенчĕн стипендине илме тивĕçрĕ. Вĕренÿре тата общество ĕçĕнче çитĕнÿ тăвакан çамрăка район администрацийĕн Н.Петров ячĕллĕ çамрăксен премийĕн лауреачĕн ятне çулсерен паратпăр.

Н.МАЛЫШКИН
        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика