Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.08.21 "Çамрăксен хаçачĕ", Евгений АЛЕНДЕЕВ: “ТЕХНИКĂНА ПĔЧĔКРЕНЕХ КĂМĂЛЛАТĂП”

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/
Паянхи тĕпелĕн хăни - И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроени факультечĕн студенчĕ, çĕршыв шайĕнчи олимпиада çĕнтерÿçи, Раççей Президенчĕн премийĕн лауреачĕ Евгений Алендеев. Шупашкарта çуралса ÿснĕскер мĕн пĕчĕкренех техникăпа интересленет. Шкулта ăс пухнă чухнех математика, физика предмечĕсене кăмăлланă. Ылтăн медальпе вĕренсе пĕтернĕ Евгений хăйĕн пулас профессине техникăпа çыхăнтарма шухăшланă. 21 çулти пултаруллă çамрăкпа тĕл пулса калаçма тĕв турăмăр.

- Евгений, эсĕ Раççей шайĕнчи олимпиадăра пĕрремĕш хут хутшăнтăн-и?

- Пĕлтĕр иккĕмĕш хут кайма тÿр килчĕ. Машинăсемпе механизмсен теорине эпир иккĕмĕш курсран çеç вĕренме пуçларăмăр. Виçĕ уйăхранах олимпиадăна хутшăнма кăмăл тăвакансене пуçтарчĕç. Кĕске вăхăтра пухнă пĕлÿ çителĕксĕр пулнине пĕлсех хама тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Тантăшсен хушшинче çĕнтертĕм. Çавăн чухне Ижевск хулинче студентсен хушшинче иртнĕ олимпиадăра пĕрремĕш хут пулма май килчĕ. Анчах тивĕçлĕ вырăн йышăнаймарăм. Ун хыççăн çав предмета тĕплĕнрех вĕренсе çитес çулхи олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕме тĕллев лартрăм.

- Тĕрлĕ регионтан пухăннă студентсен хушшинче пĕрремĕш пулма çăмăл мар паллах. Çĕнтерÿ патне епле çитрĕн?

- Мĕнле те пулсан çитĕнÿ тума чи малтанах тăрăшулăх кирлĕ. Олимпиадăна тĕплĕн хатĕрленсе килменнисем те пур. Вĕсем çын шучĕшĕн çеç ларнă пек туйăнать. Занятисем вĕçленнĕ хыççăн хатĕрленÿ урокĕсене çÿрерĕм. Машина деталĕсен тата механика кафедрин доценчĕ Николай Петров тата Евгений Зайцев преподаватель нумай пулăшрĕç, тĕрлĕ задача шутлама вĕрентрĕç. Манăн çĕнтерÿ вĕсен пулăшăвĕнчен те нумай килчĕ.

- Техника факультетне вĕренмешкĕн кĕме мĕн хистерĕ?

- Манăн аппа та, пичче те çак факультетрах ăс пухрĕç. Анне техника специальноçне алла илсе 29 çула яхăн Трактор тăвакансен заводĕнче инженерта ĕçлет. Атте те станок умĕнче вăй хурать. Вĕсен ĕçĕ-хĕлне лайăх пĕлсе тăнăран, хăйсен тивĕçне кăмăлпа пурнăçланăран çак енĕпе ăс пухма шухăшларăм. Пичче университетра вĕреннĕ чухнех унăн кĕнекисене вуласа тăнлаттăм.

- Паян техника енĕпе специалистсем çитменни пирки нумай калаçаççĕ. Çакăн пирки мĕн каланă пулăттăн?

- Кăçал аслă шкулсенче техника специальноçĕсене алла илме бюджет вырăнĕсем ытларах уйăрнă пулин те экономика, юридици факультечĕсене кĕрекенсен йышĕ чакмасть. Çамрăксем экономикăри лару-тăрăва, çĕнĕ технологисем анлă сарăлнине шута илмесĕр модăри специальноçсене суйлаççĕ. Нумайăшĕ математика, физика предмечĕсемпе çителĕксĕр пĕлÿ илнипе те çыхăннă ку. Технологсем, конструкторсем, инженерсем кашни завод-фабрикăрах кирлĕ, вĕсемсĕр продукци туса кăлараймăн.

- Эсĕ вĕренекен факультетра хĕрсем ăс пухаççĕ-и?

- Пур, анчах сахаллăн. Пирĕн ушкăнра икĕ хĕр, курсĕпе вара 10 ытла пулĕ. Пикесем техникăпа интересленсех каймаççĕ. Вĕсене кашни деталь мĕнрен тăнине ăнланма йывăртарах.

- Çулсем иртнĕ май технологи те çĕнелет. Вĕреннĕ çĕрте вĕсемпе усă куратăр-и?

- Паллах. Вĕренÿ программи пĕтĕмĕшле илсен малтанхи пекех пулин те улшăнусем пур. Пичче вĕреннĕ вăхăтра пур чертежа алă вĕççĕн хут çинче тăватчĕ. Халĕ ку ĕçсене компьютерпа усă курса пурнăçлатпăр. Занятире кашни студент валлиех ПК çитет. Çапла вăхăта перекетлеме май пур. Ман шухăшпа, ку питĕ вырăнлă та кирлĕ çĕнĕлĕх. Сăмах май, самана таппипе тан утса пыракан специалистăн компьютерпа ĕçлеме пĕлмеллех.

- Вĕренÿре “пиллĕк” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăн. Аслă шкула хĕрлĕ дипломпа пĕтерес тетĕн-и?

- Кашни кунах вĕренме çÿресен, панă ĕçсене вăхăтра пурнăçласан нимĕнле йывăрлăх та сиксе тухас çук. Малтанласа эпĕ университетра шкулти пекех тесе шухăшлаттăм. Кашни предметпах тăрăшса вĕренеттĕм. Кайран вара чи кирлĕ дисциплинăсене çеç ытларах вăхăт уйăрма пуçларăм.

- Студент пурнăçĕ интереслĕ те кăткăс теççĕ. Ку шухăшпа килĕшетĕн-и?

- Чăннипех те çапла. Эпĕ общежитире пурăнмастăп, унти лару-тăру çинчен туссенчен çеç илтнĕ. Аттепе анне çумра пулнăран йывăрлăхсемпе куçа-куçăн тĕл пулма тÿр килмен. Укçа-тенкĕ çитменнишĕн, апат-çимĕç çуккишĕн кулянман. Малашне вара пур ыйтăва та хамăрăн татса памалла, атте-анне ĕнси çинче ялан лараймăн.

- Пушă вăхăтра мĕнпе кăсăкланатăн?

- Чылай яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пекех интернетпа усă курма кăмăллатăп. Анчах odnoklassniki.ru, vkontakte.ru йышши сайтсене пачах та кĕместĕп. Унпа кăсăкланни вăхăта усăсăр ирттерни çеç. Кинофильмсем пăхатăп. Техникăри çĕнĕлĕхсемпе интересленетĕп.

- Чун савнине тĕл пулман-и?

- Хальлĕхе аслă шкултан вĕренсе тухасси - умри чи пысăк тĕллев. Çавăнпа хĕрсемпе калаçма вăхăт çитмест. Хитре те ăслă пикене тĕл пуласса шанатăп.

- Çуллахи каникула ăçта ирттертĕн?

- Кашни çуллах асаттепе асанне патне Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялне çул тытатăп. Хулара пĕрмай пурăнни йăлăхтарать, ялта вара пачах урăх сывлăш, урăх тĕнче. Ватăсене çулла çум çумлакан та, утă çулма пулăшакан та, вутă хатĕрлекен те кирлĕ. Асаттепе асанне эпир килсен çав тери савăнаççĕ. Калаçсан кăмăлĕ çĕкленет вĕсен. Ялти кÿлĕ хĕррине пулă тытма çÿретĕп. Çывăхри вăрмана кăмпа, çырла татма тăтăшах каятăп. Тавралăх çав тери илемлĕ унта. Атте çуралса ÿснĕ тăрăх хăйĕн патне илĕртет. Унта эпĕ ĕçпе канăва пĕрлештеретĕп.

- Мĕнле ĕмĕт-тĕллевпе пурăнатăн?

- Вĕренсе пĕтерсен тивĕçтерекен ĕç вырăнĕ тупасчĕ. Çемьене тытса тăмалăх шалу çитсен тем пекехчĕ.

- Çамрăксене мĕн суннă пулăттăн?

- Ăнăçу. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма сĕнетĕп. Кашнинех эрех-сăрапа пирус чури пуласран сыхланмалла, çĕршыва юрăхлă çын пулма тăрăшмалла.

Любовь ЗУБОВА.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика