Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.08.13 "Тантăш", ЭПĔ – СТУДЕНТКА

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех Женя Павловăн тăрăшулăхĕнчен вĕрентекенсем пĕр тĕлĕннĕ, пĕр хĕпĕртенĕ. Хĕр ача кашни урокрах тимлĕ пулнă, педагогăн тĕрлĕ ыйтăвне тĕрĕс те туллин хуравланă. Тем çинчен те пĕлме ăнтăлаканскер пур предметпа та “5” паллăпа çеç ĕлкĕрсе пынă.

Аслă классенче математикăпа биологи предмечĕсем уншăн чи юратнисем пулса тăнă. Çавăн пекех акăлчан урокне те чăтăмсăррăн кĕтнĕ пике. Район шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурс-олимпиадăра час-часах çĕнтернĕ. Шкулти тусĕсем ăна мухтаса:

– Эсĕ пирĕн чи ăста вĕренекен, пултаруллă математик, – тенĕ тĕрлĕ задача хуравĕсене самантрах шутласа тупаканскере.

Тата питĕ хитре ÿкерет Женя. Çак енĕпе те тĕрлĕ-тĕрлĕ конкурса хутшăннă, чи савăнмалли, – жюри членĕсем яланах ун ĕçĕсене пысăка хурса хак пани.

Пур çĕрте те палăрма ĕлкĕрнĕ Женя Павлова кăçал ЧР Президенчĕн стипендиатки пулса тăнă! Çак чыс ăна калама çук хавхалантарса янă, пурнăçри тĕллевсене пурнăçлама пулăшнă...

Шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерчĕ Женя, патшалăхăн пĕрлĕ-хлĕ экзаменĕсенче те пысăк балсем пуçтарма пултарчĕ. Халĕ вара Чулхулари Атăл çи патшалăх инженерипе педагогика университетне вĕренме кĕчĕ. “Эпĕ – студентка!” – терĕ вăл хĕпĕртесе те мăнаçланса тус-юлташĕсене, килтисене.

– Пирĕн Женя аслă шкулта та чи пултаруллисенчен пĕри пуласса шансах тăратпăр, – теççĕ педагогсем те пикен ÿсĕмĕсемпе хăпартланса.

Элиза ВАЛАНС.

ЧР, Йĕпреç районĕ, Пучинке.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика