Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

ÇИЧ ЕНЧЕН ÇИЧ ÇУЛПА КИЛСЕ ÇИТРĔ ТРЕНКАССИ ШКУЛНЕ ПРЕЗИДЕНТ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

 «МИГ (Самант)», Чебоксары

15 октября 2007, понедельник

Йăлтах шутламан-туман çĕртен пулса тухнă. Шкула Раççей Президенчĕ Владимир Путин килессе, чăваш чĕлхи пÿлĕмне те кĕрессе пĕлтерсен Ираида Аркадьевна та хăраса ÿкнĕ. Мĕнле кĕтсе илмелле? Мĕн калаçмалла?

– Владимир Владимирович кабинета кĕчĕ те ăшшăн кулса ячĕ. Куçĕсем çиçеççĕ! Алă тытрĕ. Мĕн калас тени çавăнтах пуçран тухса ÿкрĕ, хăрани те иртсе кайрĕ, – темиçе кун каяллахине куç умне çăмăллăн кăларать Ираида Аркадьевна.

Çирĕм пилĕк çул Євĕсенчен вун тăххăрăшне Тренкассинчеє шкулта ĕçлет вăл. Ачасене тăван сăмах илемне туйма вĕрентет.

– Мĕнле çемçе, черчен чăваш чĕлхи! Тутар чĕлхипе (тутарсем çакăншăн ан кÿренччĕр, тархасшăн) танлаштарар-ха: кызлар – хĕрсем, урманлар – вăрмансем. Ç, Ч сас паллисем пулнипе те çемçен илтĕнет пирĕн чĕлхе, – урокри пекех ăнлантарать Ираида Аркадьевна. – “Çич енчен çич çулпа килетпĕр...” Ачасене тăтăш çак тĕслĕхе илсе кăтартатăп. Хальхинче те асăннă сăмахсем пуçа пырса кĕчĕç. Малтан сăвă пек каларăм, кайран хам та сисмерĕм – юрласа ятăм.

– Сире итлесе хамăн та чăвашла вĕренес килсе кайрĕ, – йăл кулнă Президент. Çак саманта вырăнти телевидени те, центрти каналсем пĕрре мар кăтартрĕç.

Хальччен юрламан мар И.Фомина. Студент çулĕсенчех “Мерчен” ансамбле çÿренĕ. Кайран ача-пăчаллă пулсан та чун уççи – асамлă кĕвĕ валли – вăхăт тупнă. Хăна-вĕрлере те, уявсенче те ăна пĕрмай юрлама ыйтаççĕ. “Ираида Аркадьевна, эсир мĕншĕн юрăç пулман?“ – тăнран яраççĕ ун патне фольклор ушкăнне çÿрекен ачасем. “Ĕлкĕретĕп-ха, эп халь çамрăк”, – шÿтлет вĕрентекен. Уçă саслă филолог вара шкул çулĕсенчех чăваш чĕлхи учителĕ пулма ĕмĕтленнĕ.

– Хăвăртрах диплом илсе ачасемпе ĕçлес килетчĕ. Класс тулашĕнчи мероприятисем, кружоксем йĕркелесси илĕртетчĕ, – тин çеç ĕçе вырнаçнăн хавхаланса каласа парать Ираида Аркадьевна.

Ĕмĕтне туллин пурнăçланă мал курăмлă та харсăр вĕрентекен. “Çеçпĕл çеçкисем” кружок уçнă, халĕ çамрăк чĕлхеçĕсене хăй тавра пуçтарать. Фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унпа районти уявсене кăна мар, республика конкурсĕсене те хутшăнаççĕ. Ачасем татăлма пĕлмеççĕ ун патĕнчен. Хушăран улттăмĕшсем класс ертÿçине кĕвĕçеççĕ те. “Ираида Аркадьевна, эсир саккăрмĕшсене ытларах юрататăр”, – тени те пулнă.

Чăваш чĕлхи пÿлĕмĕнче компьютер, интерактивлă доска, телевизор, магнитофон пур. Чĕрĕк ĕмĕр пуçтарнă материала (хаçат-журналтан касса кăларнă статьясене, сăн ÿкерчĕксене) И.Фомина пĕчĕккĕн диск çине куçарать. Паянхи пурнăç уттинчен пĕр шит те юлмалла мар-çке! “Информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă курса ирттернĕ чи лайăх урок” республика конкурсĕнче 2-мĕш вырăна тухма пултарни çакнах çирĕплетет мар-и? И.Фомина Чăваш Ен Президенчĕн грантне çĕнсе илсен ĕçтешĕсем питех тĕлĕнмен те: чăннипех тивĕçлĕ вăл çак укçана.

– Шкула Раççей Президенчĕ килсе кайни тата хавхаланса ĕçлеме хистет, вăй-хăват парать, – хаçатсенче тухнă репортажсене уçкаланă май пĕлтерет Ираида Аркадьевна. – Пăхăр-ха, еплерех ăшшăн кулать вăл, çивĕччĕн тинкерет, çав вăхăтрах сана витĕр курать тейĕн.

Владимир Владимирович хăйне ялти чăваш учителĕн шайĕнче тытма пĕлни тĕлĕнтернĕ Тренкассисене. Физкультура вĕрентекенĕ Михаил Яковлев йăнăш хуравласан Путин ыталаса илнĕ те кулса янă. Çапла ăнланманлăха пĕрле татса панă.

Шкул директорĕ Викентий Геннадьевич Фомин сумлă хăнана ăсатса янă хыççăн та лăпланаймасть-ха. Кашни кун тенĕ пек Тренкассине журналистсем пыраççĕ. Пурне те пĕр япала кăсăклантарать: Раççей Президенчĕ килсе кайни мĕнле кăмăл-туйăм çуратнă? Мĕнпе асра юлнă? Эпир те çак пĕлтерĕшлĕ тĕл пулăва еплерех хатĕрленнине ыйтса пĕлес терĕмĕр.

– Путин килессе виçĕ кун маларах пĕлтерчĕç, – пытармарĕ шкул директорĕ. Виçĕ хутлă пĕлÿ çурчĕ (унта 298 ача вĕренет) малтанах типтерлĕ те çутă пулнă, халăхра калаçса çÿренĕ пек “алăксемпе чÿречесене шăл щеткипе тасатман”. Картишĕнчи юпасене кăна учительсем ĕç хыççăн юлса сăрланă. Викентий Геннадьевич малтан тĕрĕслеме килнĕ ушкăна классем тăрăх илсе çÿренĕ, мĕн калаçмаллине сÿтсе явнă. Репетици те тăвасшăн пулнă Путин çыннисем, анчах директор килĕшмен. “Артист мар вĕт эп”, – тенĕ. Калаçу тĕшшине килте хатĕрленĕ. Пĕр класран теприне куçма мĕн чухлĕ вăхăт кайнине шутланă, çавăн чухне мĕн каласа ĕлкĕрме пултарнине çирĕплетнĕ. Авăнăн 12-мĕшĕнче, сумлă хăнасем килес кун, Викентий Геннадьевич ĕçе 14 сехет тĕлне кăна пынă. Ыттисем ан кансĕрлеччĕр тенĕ. “Вĕрентÿ” наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине “çĕр мар, ик ĕç проценчĕпех каласа кăтартнă” кăçал РФ Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ шкул директорĕ.

– Гороскоппа Тараса пулин те (сăмах май, Викентий Геннадьевич Владимир Владимировичпа пĕр кунра, юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, çуралнă), эп вĕри çын. Çак тĕл пулу хыççăн çапла пĕтĕмлетÿ турăм: мĕнле хĕрсе кайсан та ыттисене кăтартмалла мар, – тет вăл. Президентăн ĕç хăвачĕ (интернет-конференцире пĕр вăхăтрах итлеме, çырса пыма, сăнама пултарни) тĕлĕнтернĕ Викентий Геннадьевича.

– Вăл пурнăçра та экран çинчи пекех яштака, типтерлĕ. Чăн та, кăшт çÿллĕрех пек туйăннăччĕ, – хăй шухăшне пĕлтерет шкулта кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшакан ертÿçĕ. Сăмах май, 27 çул отпускра пулман вăл.

– Путин килсе кайни маншăн кăвак хуппи уçăлнипе тан, – пĕтĕмлетет унăн мăшăрĕ, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Ираида Фомина.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика