Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

«ВĔРЕНТŸРИ ÇИВĔЧ ЫЙТУСЕНЕ ĂНЛАННИ КИЛĔШРĔ»

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

 «Край родной (Тăван ен)», Кугеси

Сентябрь уйăхĕн варринелле ĕçлĕ визитпа пирĕн района Раççей Президенчĕ В.В.Путин килсе кайнине манман-ха. Ара, çакă чăн малтанах пĕтĕм район, республика çыннисемшĕн тем пысăкăш савăнăç пулчĕ. Икĕ эрнене яхăн Раççейри, республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем Тренккасси шкулне çутатрĕç. Район юбилейĕпе пĕр килнипе халăх çакна парне вырăннех йышăнчĕ. Паянхи хăнапа, вĕрентÿ управленийĕн начальникĕпе Г.В.Николаевпа, çак тата ытти ыйтусене сÿтсе явăпăр та.

– «Вĕрентÿ» наци проекчĕ мĕнле вăй илнине пăхма республикăри миçе хулапа ялран шăпах пирĕн района суйласа илни ахальтен мар ĕнтĕ.

– Çапла, приоритетлă наци проекчĕ вăй илни шкулсен базине самай пуянлатма май пачĕ. Пирĕн районта çак проектăн 8 юхăмĕ лайăх пурнăçланса пырать. Юлашки икĕ çул хушшинче виçĕ шкул – Кÿкеçри лицей, Атайкасси, Тренккасси – Раççей Президенчĕн грантне, пĕр миллион тенкĕ укçана, тивĕçрĕç. Педагогсенчен 9-шĕ каллех В.В.Путин премийĕллĕ, çĕршер пин тенкĕллĕ, пулчĕç. Виçĕ учителе Чăваш Республикин Президенчĕн грантне, 10 пин тенкĕ, пачĕç. Пирĕн районта 322 класс ертÿçи (хальхи вĕренÿ çулĕнче кăштах чакнă), вĕсем пурте уйăхсерен пĕрер пин тенкĕ укçа илсе пыраççĕ. Парксем шкул автобусĕсемпе пуянланаççĕ. Наци проекчĕпе иртнĕ çул Анат Кĕнерсем, Кÿкеçри пĕрремĕш номерлĕ шкул, Атайкассисем, Чăрăшкассисем çак транспортлă пулчĕç. Республикăри программăпа кăçал Апашсене 22 вырăнлă КАВЗ, Кÿкеçри лицее, Атайкассисене, Çĕньял-Покровскисене «ГАЗель» пачĕç. Нумай шкул ятарлă вĕрентÿ кабинечĕллĕ – хими, биологи, географи... – пулчĕç.

– Пĕр мииллион укçа илнĕ виçĕ шкултан Владимир Владимирович мĕншĕн Тренккассине çул тытрĕ-ха?

– 1 миллион тенкĕ укçа илни хăех пысăк çитĕнÿ. Унсăр пуçне кăçал кунтан тÿрех икĕ педагог 100 пин тенкĕ укçаллă пулчĕ. Вĕсем нумай проекта хутшăнса пыраççĕ: пĕтĕмĕшле вĕрентÿ паракан шкулсен сетьне реструктуризацилесси, вĕрентĕве улăштарасси... Вĕрентÿ бази пуян Тренккассисен. Икĕ компьютер класĕ пур. Педагогсем уроксенче информаципе коммуникаци технологийĕсемпе усă кураççĕ. Пенси çулĕпе утакан педагог та Чăваш Енре компьютера алла илни, ачана лайăх пĕлÿ пама тĕрлĕ май туса пани малалла та ĕçлеме хавхалантарни, çавна пулах аслă ăрури педагогăн тивĕçлĕ канăва та каясси килменни çинчен В.Путин Белгородри анлă канашлура та аса илчĕ. Кунта шăпах Тренккассинчи педагог çинчен сăмах пычĕ. Çапла, кунти пур педагог та компьютерпа ĕçлеме пĕлеççĕ. Çакă ачасене тарăн пĕлÿ пама май парать те. Кăтартăвĕ куç умĕнче – тĕрлĕ предметпа иртекен олимпиадăра çĕнтереççĕ; районти, республикăри тĕрлĕ конкурсра малтисем; спортра ыттисенчен вăйлăрах. Вĕсен çитĕнĕвĕсем пирки малалла та, малалла калама пулать.

Президента кĕтсе илнĕ çĕрте эсир те пулнă. Ун пирки кăштах чарăнса тăмăр-ши?

– Çĕнĕ технологисем чăннипех кунта ĕçленине курсан вăл кунти коллектива лайăх оценкăпа палăртрĕ. Хăйĕнпе калаçакансемпе çĕршыв ертÿçи пек мар, ахаль çын пек тытрĕ. Вĕрентÿри çивĕч ыйтусене ăнланни, калаçуран нумай пĕлме тăрăшни килĕшрĕ. Автобус мĕнле чупни, шкулта вĕрентме килĕшет е çук... – темĕн те интереслентерчĕ ăна. Паллах, ытларах педагогсемпе калаçрĕ.

– Пултаруллă педагогсемпе пирĕн район, чăнах та, мухтанма пултарать. Çакă Учитель кунне халалласа ирттернĕ уявра та палăрчĕ, нумайăшĕ хисепе тивĕçрĕç.

– Чунпа парăнса ĕçлекенсем пур пирĕн. Акă, Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамоти кăçал 100 пин тенкĕ илнĕ педагогсене пиллĕкĕшне тата Апашри Л.Белована, Атайкассинчи Т.Белякована лекрĕ. Уявра Кÿкеçри шкул-интернатри И.Анисимова, Мамăшри В.Бычкова, Çатра-Хочехматри Н.Димитриева, лицейри Г.Ильина тата Л.Иванова, Ишлейри В.Покровский, 1-мĕш номерлĕ шкулти О.Семенова, Шемшерти Л.Федорова, Тренккассинчи М.Яковлев кăкăрĕ çине «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» паллăна çакрăмăр. ЧР Вĕрентÿ министерствин, Шупашкар районĕн, вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене нумаййăн илчĕç. Çак тата ытти педагогсене те Учитель кунĕпе саламлатăп, малалла та çитĕнÿсемпе палăрма сунатăп.

– Тавах калаçушăн. Редакци ĕçченĕсем ыттисемпе пĕрлех сире те уявпа саламласа сывлăх, ăнăçу, лайăх кăтартусем сунаççĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика