Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

ТРЕНКАССИНЧЕ ПУЛНĂ ЧАПЛĂ ХĂНА, ПУРТЕ КУРМА ПЫНĂ ĂНА

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

ТРЕНКАССИНЧЕ ПУЛНĂ ЧАПЛĂ ХĂНА, ПУРТЕ КУРМА ПЫНĂ ĂНА («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары)

20 сентября 2007, четверг

[отослать ссылку]

[версия для печати]

“Тренкассинчи шкула РФ Президенчĕ Владимир Владимирович Путин килет”, – текен сас-хура вăл тăрăхра çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Çак тĕлĕнмелле хыпар Нина Ивановна Григорьева хăлхине те кĕнĕ. Вара хайхискер аппăшĕсем патне Çĕнĕ Шупашкара тата Çĕрпÿ районĕнчи Пушарпуçа васкавлăн шăнкăравланă. “Яла Путин çитмелле”, – тенĕ хăпартланса.

Çĕр улми-и? Вырттăр çĕр айĕнче!

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ. Нина Ивановнăн аппăшĕсем ирех ун патне вĕçтерсе çитнĕ.

– Каçхи смена хыççăн тÿрех çула пуçтарăнтăм. Ара, йăмăкăм, ырă хыпар пĕлтертĕн те, – тенĕ Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан утмăл пиллĕкри Алевтина Ивановна ниçта кайса кĕрейми.

– Çак кун эпĕ те килте ларас темерĕм. Хаваспах Тренкассине васкарăм. Ара, Владимир Владимировичпа калаçса илмелли пур-çке. Мĕншĕн манăн пенси укçи çав тери пĕчĕк? Уйăхсерен илекен 1700 тенкĕпе мĕнле пурăнас-ха? Пĕччен кун-кунлакан карчăка вăл хĕрхенме тивĕç. Ачасем тахçанах килтен тухса кайнă, вĕсен хăйсен çемйи. Манăн та çын евĕрлĕ пурăнас килет. Анчах хальлĕхе никамран та пулăшу илеймерĕм. Авă хапха та çĕрĕшрĕ, пÿрт те кивелчĕ. Юсав ĕçĕсем ирттерме ниепле те вăй çитерейместĕп. Путина хамăн нушана каласа паратăпах, – тенĕ Çĕрпÿ тăрăхĕнчи утмăл тăххăрти Тамара аппа.

Кĕçех пÿлĕме Нина Ивановнăн мăшăрĕ кĕнĕ.

– Çынсем пур чух çĕр улми кăларнă пулсан аванччĕ, – тенĕ хайхисене.

– Чипер калаç! Паян эпир Путина курма каятпăр. Ĕмĕрте пĕрре ун çине пĕр çеккунт та пулин пăхса илесчĕ. Çĕр айĕнчи иккĕмĕш (çăкăр) ниçта та тармĕ. Ăна нÿхрепе хума ĕлкĕрĕпĕр, – хирĕçленĕ Нина аппа самантрах.

Çав кун, чăн та, Ивановнăсен аллисем ĕç çумне çыпçăнман. Тăтăш сехет çине пăхса палăртнă вăхăта кĕтнĕ.

Президента ыйту парасчĕ

Виççĕ çурăра пĕр тăвансем шкул умне васканă. Ара, Мускав хăни тăваттăра Тренкассинче пулать тесе калаçнине илтнĕ-çке вĕсем.

Пиллĕк çитнĕ. Анчах Раççей Президенчĕ килни курăнман-ха. Пĕр вырăнта тăракан халăх шăнса кайнă, çапах пĕри те киле кайма шутламан.

– Эх, паянхи кун чирлесе ÿкетĕп-и-ха? – тенĕ Тамара Ивановна пĕр вырăнта ташласа тăраканскер. – Мĕн сÿпĕлтететĕп эпĕ?! Халĕ манăн аякран та пулин Путина курасчĕ. Кайран ăна хама тахçантанпах канăçсăрлантаракан ыйтăва парăп, – хушса хунă кайран вăл çапла.

Пиллĕк иртсен тÿпере самолет сасси илтĕннĕ.

– Путин, Путин килет! – тенĕ Тамара аппа Президента кĕтсе шăннăскер.

Калаçма кăмăллакан кинемей шÿт тунăран пурте ахăлтатса кулнă.

Путин! Çитрĕ тин

Шăп та лăп ултă сехетре шкул умне чаплă машинăсем çитсе чарăннă. Акă пĕринчен Владимир Владимирович тухнă та аллине çÿлелле çĕклесе пурне те сывлăх суннă. Пурнăçра пĕрремĕш хут курнă Раççей Президентне сума суса халăх темччен тăвăллăн алă çупнă.

Пĕр тăван Ивановнăсене Путина курма çутă юпи кансĕрленĕ.

Шăп çав вăхăтра Мускав хăни вĕсен еннелле утăмланă.

– Паччушки! Президента çывăхран куратăп! – тенĕ Алевтина аппа çурма сасăпа.

“Кур-ха, кăн-кăвак куçĕсем епле ăшшăн пăхаççĕ. Кăмăллăскер пулас”, – шутланă Нина аппа та тĕлĕнсе.

Владимир Владимирович Алевтина Ивановнăна алă панă та мĕнле пурăнни пирки ыйтнă.

– Эпир сире чăтăмсăррăн кĕтрĕмĕр, – хуравланă Çĕнĕ Шупашкар хăни çухалса кайса.

Президент урамра нумай тăман, васкавлăн пĕлÿ çуртне кĕрсе кайнă.

Çакăн хыççăн та халăх вырăнтан тапранман. Вĕсем Владимир Владимирович каялла тухасса пăхса тăнă.

Сенкер экран умĕнче

Ялта выльăх-чĕрлĕх макăрнине илтсен Нина аппа ыйхăран вăраннă тейĕн. Телейлĕскер килнелле васканă. “Çак вăхăтра кĕтÿ анать тата. Эпĕ каялла шкула çитиччен Путин ан кайтăрччĕ çеç. Ĕне сума халĕ вăхăт çук”, – тесе хăйпе хăй калаçнă вăл.

Нина Ивановна пĕлÿ çурчĕ умне çитсе кăна тăнă, Тамара аппăшĕн телефонĕ шăнкăртатнă.

– Э, мăнукăм, эсĕ-и ку?! Пăрусене витене хупмалла тетĕн-и? Степа, манăн халĕ вĕсем çинчен калаçас килмест. Çитменнине эпĕ Пушарпуçĕнче мар, эсĕ вĕренекен шкул умĕнче тăратăп. Путина курма килнĕ эпĕ, – тенĕ Тамара Ивановна хăпартланса.

Çиччĕ иртсе вăтăр минутра Раççей Президенчĕ хăй сыхлавçисемпе пĕлÿ çуртĕнчен тухнă. Халăх каллех хыттăн алă çупнă.

– Владимир Владимировича йĕркеллĕ курма сыхлавçисем кансĕрлеççĕ, – тенĕ пĕри те тепри пăшăрханса.

Хăна Тренкассисемпе сыв пуллашнă та машинăна ларнă...

Тинех халăх саланма тытăннă. Ивановнăсем те васкамасăр килнелле утнă.

– Пенси укçи пирки Путинпа калаçас темерĕн-им? – тенĕ сасартăк Нина Ивановна аппăшне.

– Йăмăкăм, мĕн калаçатăн?! Тĕлĕкри пек самантра унашкал ыйтупа аташма-и? – хуравланă Тамара кинеми.

Каçхине Ивановнăсем Тамарăн хĕрĕ патĕнче пуçтарăннă. Раççей каналĕпе çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕнче хăйсене Путинпа пĕрле тăнине курсан телефон патне ыткăннă. Кашниех ывăлĕ-хĕрĕ патне шăнкăравласа:

– Сенкер экранпа пире кăтартаççĕ! – тенĕ хăпартланса.

Пĕр тăвансене кăтартнă саманта Тамара мăнукĕ Степа фотоаппаратпа ÿкерсе илме ĕлкĕрнĕ. Кинемейсем самантрах йĕкĕте сырса илнĕ.

– Ку сăн ÿкерчĕке пире кăларса паратăнах, – тенĕ ниçта кайса кĕрейми.

Вăл кун Ивановнăсем çур çĕр иртсен çеç çывăрма выртнă. Путин çинчен калаçса вăхăт иртнине те сисмен вĕсем...

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика