Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

«Эткер» смена ĕçлеме тытăнчĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

2005-мĕш çултанпа республика тулашĕнчи чăваш шкулĕсенче вĕренекенсене чĕлхене юратма, хисеплеме вĕрентес тата пуплев аталантарма пулăшас тĕллевпе Чăваш Респуликин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Вăрман юмахĕ» лагерьте ятарлă „Эткер”смена ирттерет. Кăçал черетлĕ канăва Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен 41 ача килчĕ. Вĕсене «Тăван чĕлхене, çав шутра вырăс чĕлхине те, вĕрентекенсен» конкурсĕн призерĕ (Мускав, 2013) И.А. Диарова тата çĕнтерÿçи (Саранск, 2012) А.М. Степанов, Пĕтĕм Раççейри «Педагогика талккăшĕ» конкурс лауреачĕ, Пĕтĕм Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ Кудрявцева Л.В. тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Паян, 2016-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ, «Эткер» сменăн паллашу кунĕ шутланать. Паллашу «Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?» ятпа иртрĕ. Чĕмпĕр, Саратов, Самар, Тюмень облаçĕсен, Мускав хулин, Пушкăрт, Тутар, Чăваш Республикисен ачисем пĕр–пĕринпе паллашрĕç, туслашрĕç. Смена ертÿçисем кашни ачана ятарлă парне _ «Эткер» значокне пачĕç. Хаваслă ачасем хăйсемпе паллаштарнă чух чăвашла калаçрĕç. Унсăр пуçне лагерьте иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнчĕç. Сменăн пĕрремĕш кунĕ сисмесĕрех иртсе кайрĕ. Тĕрлĕ ĕçе хутшăнса ĕшеннĕ ачасем юлашкинчен тутлă ыйха путрĕç.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика