Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

«Туслăх хĕлхемĕ» сÿнмест

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

2016 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче регионсен «Туслăх хĕлхемĕ» наци культури фестивалĕн юлашки тапхăрĕ иртрĕ. Фестиваль программинче чăваш тата вырăс шкулĕнче вĕренекенсем валли чăваш чĕлхипе тата культурипе ирттерекен «Çăлтăрчăк» вăйă конкурс тата ÿнер ăсталăхĕн «Шевле-2016» конкурсĕ пулчĕ.

 Наци фестивалне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ӳссех пырать: район тапхăрĕнче çĕнтернĕ 57 ача икĕ номинацире хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

«Çăлтăрчăк» вăйă конкурса хутшăнакансем пилĕк станци витĕр тухрĕç. Фестиваль вĕçĕнче  ачасем пултарулăхĕпе тупăшрĕç: юрă юрларĕç, ташă ташларĕç, харпăр хăй сăввисене вуларĕç. Жюри фестивалĕн çĕнтерÿçисене палăртрĕ.

Чăваш шкулĕн программипе ĕçлекен шкулсенчен 1-мĕш вырăна Етĕрне районĕн Тури Ачак  вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Яковлева Наталья тухрĕ. Элĕк районĕн Вутлан тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Афанасьева Александра, Хĕрлĕ Чутай районĕн Питеркасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Огонькова Анжелика, Канаш районĕн Шелтем тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Матвеева Марина, Куславкка районĕн Елчĕк вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Мартьянова Надежда, Комсомольски районĕн Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Голубева Алиса призер ятне тивĕçлĕ пулчĕç.

Вырăс программипе ĕçлекен шкулсенчен 1-мĕш вырăна Çĕрпÿ хулин М.В. Силантьев ячĕллĕ 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Вершкова Юлия йышăнчĕ. Вăрнар поселăкĕн 2-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Ермошкина Анастасия, Канаш районĕн М.Çеçпĕл ячĕллĕ Шăхасан вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Кириллова Юлия, Канаш хулин 3-мĕш шкулĕн вĕренекенĕ Яковлева Полина, Комсомольски поселокĕн 2-мĕш шкулĕнче вĕренекен Чернова Александра, Тутар Республикин Анат Кама хулин 34-мĕш интернат гимназийĕн вĕренекенĕ Никитина Кристина  призера тухрĕç.

Вĕренÿ институчĕн ректорĕ С.М. Савин фестивале хутшăннă ачасене тата вĕсен вĕрентекенĕсене тав сăмахĕ каларĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ. «Туслăх хĕлхемĕ» фестиваль пуриншĕн те чăннипех уяв пулчĕ, вĕренÿре те пултарулăхра та шанăç паракан ачасем пуррине кăтартрĕ.

http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=121&type=news&id=3256941 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика