Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци сăн-сăпачĕ - Ольга Элиме

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Ольга Владимировна Михайлова Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çулталăкри чи илемлĕ уявсенчен пĕри пулакан Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче - пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче - çуралнă. Тăрмăш шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтрах пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă маттур пике шкул хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ илнĕ. Унта вĕреннĕ вăхăтра илемлĕ те уçă сасăллă хĕр "Тăван радиора" хăнăхмалăх ĕçлет (стажировкăра пулать). Диплом алла илсен "Тăван радиорах" ĕçлеме тытăнать. Халĕ радио итлекенсем "Тăван радио" хумĕсем çинче унăн сассине кунсерен илтме пултараççĕ, "ЮТВ" канал куракансемпе чăваш концерчĕсене çÿрекенсем хитре те сăпайлă хĕрĕн сăн-сăпатне курса киленме пултараççĕ.

Пултаруллă пикене пурнăçăн пур тапхăрĕнче те ăнăçу, юрату, телей, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ сунатпăр!

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акцин йĕркелÿ комитечĕ

 

http://chgign.ru/612-p277t277m-ch259vash-diktanch277-2016-akci-s259n-s259pach277-olga-elime.html

 

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика