Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

"Туслăх хĕлхемĕ" - наци культурин фестивалĕ

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://obrazov.cap.ru/

Тăван чĕлхене вĕрентнин пахалăхне ỹстерме, учительсен квалификацине çỹллĕ шайра тытса пыма тата пултаруллă ачасен пĕлĕвне аталантарса пырас ĕçре фестивальсем, олимпиадăсем тата конкурссем ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Иккĕмĕш çул ĕнтĕ чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне "Туслăх хĕлхемĕ" хăй патне республикăри пултаруллă вĕренекенсемпе вĕрентекенсене йыхăрать.

2005-мĕш çулта И.Я.Яковлев халалне илемлĕ вуласа Шупашкар районĕнчи Янăш шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Васильева Натальяпа Ельчĕк районĕнчи Çуткỹль шкулĕнче вĕренекен ачасен ушкăнĕ çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. "Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх" тата "Маншăн хаклă кашни кайăк, шырланти кашни чечек" сочиненисене çырса Элĕк районĕнчи Вырăс Сурăм шкулĕнче вĕренекен Мукина Маринăпа Шупашкар районĕнчи Кугеç лицейĕнче вĕренекен Никитина Татьяна ĕçĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç. Вĕрентỹпе методика проекчĕсене çырса Çĕрпỹ районĕнчи Михайловка шкул директорĕ Андреев Владимир Юрьевич çĕнтерчĕ. Шупашкар районĕнчи Тутаркасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Ишова Альбина Валентиновна вара "Чи лайăх тăван чĕлхе кабинечĕ" конкурсра 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем пур те дипломсемпе хаклĕ парнесене тивĕçлĕ пулчĕç.

Вырăс шкулĕсенче вĕренекен ачасем хушшинче "Çăлтăрчăк" ятпа вăйă-конкурс иртрĕ. Вĕренекенсем 5 станци витĕр тухса вăй виçрĕç. Чи пултаруллисем Етĕрне наци гимназийĕнче вĕренекен Облинова Дарьяпа Шупашкар хулинчи 47-мĕш шкулта вĕренекен Тимофеева Надежда "Артек" тата "Орленок" кану лагерĕсенче канма тỹлевсĕр путевкăсене тивĕçлĕ пулчĕç.

Кăçал та, 2006-мĕш çулта, "Туслăх хĕлхемĕ" ятпа наци культурин фестивалĕ икĕ тапхăр тăватă номинаципе иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăр пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен пулчĕ. Пĕрремĕш тапхăр çĕнтерỹçисем 148 вĕренекен иккĕмĕш тапхăрта вăй виçрĕç. Чăваш чĕлхи кунĕ, уявра, чи пултаруллисене дипломсемпе хаклă парнесем парса чысланă.

Пĕрремĕш номинаци. 8-11 класс ачисем хушшинче "Ăста тăлмач" ятпа ирттернĕ куçаруçăсен конкурсĕнче, 62 ача хушшинче, Комсомольски районĕнчи Хирти Мăнтăр шкулĕнче вĕренекен Медведева Наташа 1-мĕш вырăн йышăнчĕ, диплом, медаль тата "Орленок" кану лагерĕнче канма тỹлевсĕр путевка çĕнсе илчĕ.

Иккĕмĕш номинаци. Тăван ен культурипе интересленекен тата юратса тĕплĕн вĕренекенсем хушшинче "Асамат" ятпа 7-11 классенче вĕренекенсем хушшинче Интернет урлă вăйă-олимпиада иртрĕ. Пĕрремĕш тапхăр çĕнтерỹçисен 20 ача кĕрешрĕç ку олимпиадăра. Вĕсем хушшинче Шупашкар районĕнчи Çĕньял шкулĕнче вĕренекен Петрова Оксана "Асамат" конкурс çĕнтерỹçи пулса тăчĕ.

Виççĕмăш номинаци. Ỹкерме юратакан 8-11 классенче вĕренекен çамрăк ỹнерçĕсен конкурсĕ - "Шевле". 1-мĕш вырăна 30 ача хушшинче Шупашкар хулинчи 60-мĕш номерлĕ шкулта вĕренекен Панова Анастасия çĕнсе илчĕ.

Тăваттăмĕш номинаци. Вырăс шкулĕсен 7-9 класĕсенче вĕренекен ачасем чăваш чĕлхине, литературине тата тăван ен культурине тĕплĕн пĕлекенсен "Çăлтăрчăк" ятлă вăйă-конкурс иртрĕ. Ку вăйăра 23 вĕренекен пилĕк станцире кĕрешрĕç. Чи пултарулли Çĕрпỹ районĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Кудрявцева Наташа пулса тăчĕ, "Артек" кану лагерĕнче канма тỹлевсĕр путевка çĕнсе илчĕ.

        

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика